Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(П о э м а)
 
«Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр».
(И.Я. Яковлев)
 
«Чăваш пĕтсен – тĕнче пĕтет»,–
Такам пĕлсе-ши сарнă ахрăм?
«Анчах та пур-ха, пур кĕтрет»,–
Тесе эп çĕнĕ вăрлăх акрăм.
 
Ку вăл – чĕлхе, тăван чĕлхе.
Вăл пур чухне пĕтмест ман халăх.
Ун витĕмĕ – ĕмĕрлĕхе,
Илемĕ-сумĕ ун яланлăх.
 
Вăл пур чухне этем пуян,
Вăл пур чухне этем хăватлă.
Паян ахаль-и санпалан
Туятпăр хамăра çунатлă.
 
Сăмахпала çапса хуçма
Пулать çынна е çĕклеме те.
Пулать ăна хăртса вăрçма,
Суранлансассăн сиплеме те.
 
Е тăшмана хирсе тăкма
Пулать. Вăл – халăх хĕç-пăшалĕ.
Пĕрне-пĕри çывăхлатма
Вăл сывлăш пекех кирлĕ халĕ.
 
Пире çак çутă тĕнчере
Чăваш хĕрарăмĕ çуратнă.
Вăл пулнă сăнĕпе хитре,
Вăл пулнă чунĕпе ынатлă.
 
Чĕркенĕ кипкепе çĕрле.
Ачашшăн юрă кĕвĕленĕ.
Вăл кăкăр сĕчĕпе пĕрле
Пире чăваш чĕлхи пилленĕ.
 
Упранă ĕмĕрсем хушши
Çав çепĕç чĕлхене ман халăх.
Унра упраннă чун ăшши,
Унпа туйман хăйне вăл тăлăх.
 
Тăван чĕлхепеле ютра
Çулсем те ĕмĕрсем те урлă
Чи йывăр килнĕ самантра
Тертри чăваш унпа юп курнă.
 
Хуп хушшинче упранă пек
Ăна ман халăхăм упранă.
Вăл халăха вăй панă тек,
Ăна хавхалану вăл панă.
 
Çулсем те ĕмĕрсем хушши
Чăваш тĕттĕмлĕхре тертленнĕ.
Шалта тăван чĕлхе ăшши,
Йăла-йĕрке ăшши хĕмленнĕ.
 
Ун телейне пĕррехинче
Кĕтни те килсе çитнĕ мар-и:
Çуралнă Кăнна Кушкинче
Чăваш ачи, ял-йыш хастарĕ.
 
Яш каччă Яковлев Иван
Кĕç хăй çинчен пĕлтернĕ уççăн.
Чăвашăн тĕнчине ялан
Вăл туртнă çутталла хăй хыççăн.
 
Çырулăх панă халăха
Чăваш аслашшĕ, «янаралĕ».
Ыр ĕçĕсем – яланлăха,
Çаплах ун вилĕмсĕр халалĕ.
 
Аталантарчĕç ун ĕçне
Чăваш хастарĕсем пиншеррĕн.
Йăлт пурнăçларĕç тивĕçне,
Тек курăнмасть чăваш имшеррĕн.
 
Халь кам пĕлмест Иванова?
Кам Çеçпĕле пĕлмест? Вĕçе-вĕç
Чăваш чĕлхипеле сăвва
Вĕсем тĕнче шайне çĕклерĕç.
 
Ухсай та Хусанкай, Элкер –
Ятсем татах нумай çырсассăн.
Ларса вулама çеç ĕлкĕр,
Пур манăн та сăпайлă сассăм.
 
Çĕршер пин юрă та сăмах,
Çĕр пин тĕрри Чăваш çĕршывĕн.
Юмах пек мар-и ку чăнах?
Япшар чĕлхемĕр те ыр-сывă.
 
Тумхахĕсем çук мар-ха, пур,
Куратпăр ку чухне те акă.
Неушлĕ чăваш курĕ хур?
Чăваш уйне-хирне кам акĕ?
 
Ыр-сывă тăнă хушăрах
Хухса пырать чăвашăн ялĕ.
Такам ура хумасăрах
Чакать чăвашăн йышĕ халĕ.
 
Ача-пăча чĕлхисенче
Кĕç-вĕç илтетĕн «папа», «мама».
Таса чăваш ялĕсенче
Ма чăвашла чĕнмешкĕн маннă?
 
Ма хăвăрт ирĕлет чăваш?
«Атте-анне» сăмах начар-и?
Çак ыйтусем мана, юлташ,
Хурав та, канăç та памарĕç.
 
ЮНЕСКОна çити хавха,
Хура хавха тапса çĕкленчĕ
Ку чух. Вăл пирĕн халăха
«Пĕтсе пырать» тесе пĕлтерчĕ.
 
Сивлет ку хавхана чĕре.
Çавах та сывлас марччĕ ассăн:
Чĕлхе те, халăх та чĕрех
Чăваш, пĕр çын пек, кар! тăрсассăн.
 
***
«Çакăнта кĕнĕ ят-хушамат
Тĕнчере вăл çухалмĕ халь тин.»
(Петĕр Хусанкай)
 
Тахçанах кивĕ Чĕмпĕрте
«Чăваш ĕçне» пуçарнă Улăп.
Эпир те çĕнĕ ĕмĕрте
Чан çапрăмăр тăрса хăюллăн.
 
Чăвашăн юхăмĕ пирте
Çапла ку чух татах хускалчĕ.
Яш-кĕрĕм хушăнчĕ рете,—
Телекурав, хаçат çуралчĕç.
 
Çарти пек çирĕп йĕркепе
Алхапăл йĕркеленчĕ ушкăн.
Ветерансем Иван Кирюшкин (1),
Ургалкин Петĕр (2) тусĕпе
Пире çул кăтартса çӳрерĕç
Ват патриархăн йĕрĕпе.
 
Кĕç университет деканĕ
Ар Афанасий Вениамин (3),
Унта çĕн ушкăн уçаканĕ,
Пĕрле ĕçлерĕ, кирлĕ çын.
Ун ыр ятне паян кам манĕ?
 
Шăп çавăн чух Кив-Улхашра
Пĕтĕм чăваш пуххи кĕрлерĕ.
Пулса иртни йăлтах асра.
Çын ят-сумне çӳле çĕклерĕ
Регионри чăваш кĕперĕ.
 
Ят-сумлă ваттисем кайсан,
Кунсем-çулсем иртейнĕ майăн,
Чăвашлăх юхăмне кайран
Çĕклерĕ Владимир Сваев (4).
 
Ку – çĕнĕ пулăм, çĕн сăмах,
Культура автономи шайĕ.
Ял-хулара кашни кунах
Янрать чăваш яш-кĕрĕм шавĕ.
 
Чăваш сăвви, чăваш юрри
Янрать хаваслă, уççăн, ирĕк.
Сăнатăп яшлăха юри –
Малашлăха пăхать вăл çирĕп.
 
Тухать хаçат та кĕнеке.
Самаях авторĕсен йышĕ.
Ку чухнехи çак тĕреке
Хак панă май çакна та йышăн.
 
Çыравçăсемшĕн тăрăшать
Редактор Ларионов (5) сăвăç.
Кама мĕн кирлĕ – пулăшать,
Вăл шырамасть пĕрре те канăç.
 
Пур Тарават (6), поэт Сугалов (7)
(Серте Мишши), поэт Ырьят (8),
Хисепе тивĕç виçĕ ят,
Çул иртнĕçем татах çуталĕç.
 
Пур композитор хамăрăн:
Вăл – Станислав Толстов (9). Таланчĕ
Çăлкуç пек ялтăранăран
Ун чапĕ таврана саланчĕ.
 
Ӳнер ăсти пур, Ниниле (10),
«Палнай» ансамбльте юрлать вăл.
Концерт пĕтсен яланхилле
Пуçне тайса илсе кулать йăлл!
 
Ефимова пур, Валентина (11),
Компьютерпа çырать эссе.
Калас сăмахĕ унăн çĕнĕ,
Кĕнекине пичетлесе
 
Кăларчĕ. Вăл мана мухтарĕ.
Чăваш пики çырма пĕлет.
Ватăсене те кирлĕ мар-и
Хăш чух ăш-пиллĕ комплимент.
 
«Канаш» тĕпелĕнче ĕçлеççĕ
Тата хевтеллĕ икĕ хĕр.
Калав та повесть пĕçереççĕ
Ĕç тунă майăн тейĕпĕр.
 
Вĕсем аташлă – икĕ Лена (12),
Калемĕ çивĕч çунтарать.
Кĕнекесем те пичетленĕ
Хаçата çырнă хушăра.
 
Кĕç Çĕн Ульяновск хулине
Килсе тĕпленчĕ Зоя Рейтер(13).
Шăнкрав сассиллĕ юррине,
Ятне кашни чăваш пĕлет-тĕр.
 
Ăсталăхне чăваш пики
Малтан Шупашкарта туптанă.
Йышпа пĕрле гастроль пирки
Европăна çити хутланă.
 
Шăпан тумхахлă йĕрĕпе
Инçе океан урлă каçнă.
Халь ак каллех вăл пирĕнпе,
Унпа эп тĕл пулса калаçнă.
 
Пĕр хутчен мар ĕç-пуç çинчен,
Чăваш чĕлхи, йăли-йĕрки,
Яш-кĕрĕмсен шăпи пирки,–
Ентешĕмĕр çаплах ĕçчен.
 
Çук мар кунта та чăвашсем,
Çунатлă çамрăк талантсем.
Хула уявĕнче те пултăм,
Çакна хам куçăмпа эп куртăм.
 
Юрлаççĕ, калаçаççĕ туслăн
Пĕр-пĕринпе. Эппин, çук мар
Пуласлăхĕ кунта чăвашăн
Тесе çирĕплетсе калар.
 
Йăш-паш чăваш Рахманов Петĕр(14)
Çул çӳремешкĕн ӳркенмест.
Ăçта кăна çитсе килмен-тĕр,
Тен, çук та унашкал кĕтес?
 
Ăçта чăваш курать, ăна вăл
«Канаш» хаçат çырăнтарать.
Алли-ури питех те çăмăл.
Хăй хыççăн ыр йĕр хăварать.
 
Ят-сумлисен ĕречĕ пысăк,
Трактат çырмалăх та çитет.
Пурне те асăнсан, тен, кăсăк,–
Ун чух поэзи ман пĕтет.
 
Çавăнпала мана каçарĕç
Поэмăна кĕменнисем.
Ячĕсене çырса хăварĕç
Чĕмпĕр таврапĕлӳçисем.
 
Пур чăвашсен усламçисем,
Вĕсен кун-çулĕ тутă, çутă.
Çапах çук мар пуль нушисем,
Пуян хуçа ялан вăл хытă.
 
-Çĕклерĕçĕ вĕсем кермен
Пĕр шайлă – хăвăрт-и, вăрах-и–
Патшалăх кĕсйине кĕмен,
Калатпăр куншăн тав сăмахĕ.
 
Килсе çитсен фестивальсем,
Акатуйсем килсе çитсессĕн,
Паллах, шыратпăр спонсорсем,
Ку чух вĕсем пит кирлĕ тесшĕн.
 
Пăртакçă пулăш хушăнсан
Уяв йĕркелемешкĕн лайăх…
Меценатсем пирки ыйтсан
Мана çапла каларĕ Сваев.
 
Улхаш ачи сăпайлă, ăслă,
Вăл кĕпĕрнаттăрпа та туслă,
Ĕçре унпа та канашлать,
Ларусенче те тĕл пулать.
 
Патриарха хисеплесе
Çĕкленчĕ халăх лартнă палăк.
Курать пек паянхи тĕсе,
Пире тăсса парать пек алă.
 
Ульяновск – Чĕмпĕр хулинче
Эп, ял çынни, час-час пулатăп.
Çав бронза палăк умĕнче
Ялан чечек çыххи куратăп.
 
Халь мĕн калас тăвансене?
Пăшăрханса ан пурнăр кăлăх.
Эпир çак çутă тĕнчене
Телей курмашкăн килнĕ халăх.
 
Вăранăр лăпкă ыйхăран,
Чăваш ятне-сумне хисеплĕр.
Кая юлма пулать ыран,
Кая юлсан инкек тӳсетпĕр.
 
Йăлт хамăртан килет шăпа.
Чăваш ятне ан ярăр, тетĕп.
Паян çак çутă шанăçпа
Калас сăмахăма вĕçлетĕп.
 
22.09.2013.
 
Аслă Нагаткин.
 
Автор асăрхаттарнисем.
1. Иван Сергеевич Кирюшкин (1919-1996). Вăрçăпа ĕç ветеранĕ. Журналист. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă. Орденсемпе медальсен кавалерĕ. Ульяновск облаçĕнчи чăваш юхăмне пуçарса яраканĕсенчен пĕри. И.Я. Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществин малтанхи председателĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
2. Ургалкин Пётр Павлович (1920-2009). Çар лётчикĕ пулнăскер. Профессиллĕ художник, преподаватель. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă. И.Я. Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществин малтанхи яваплă секретарĕ, чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш халăх академикĕ.
3. Афанасьев Вениамин Васильевич (1930-2000). УлППУ аслă преподавателĕ пулнăскер. Чăваш юхăмĕн хастарĕ. Ульяновскри И.Н. Ульянов ячĕллĕ педуниверситет çумĕнче чăваш уйрăмне уçас енĕпе ĕçленĕ. Чăвашсен Ульяновск облаçĕнчи Обществăлла Канашне ертсе пынă. Чăваш халăх академикĕ. Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданĕ. Унăн ятне çаплах Ульяновск облаçĕнчи Ылтăн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.
4. Сваев Владимир Ильич (1943 çулта çуралнă). Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданĕ, Ульяновск облаçĕнчи Обществăлла палата членĕ. УОЧНКА председателĕ. Ульяновск облаçĕнчи чăваш юхăмĕн хастарĕ. Юлашки çулсенче ку енĕпе пулса иртнĕ пысăк ĕçсем унăн ячĕпе çыхăннă. Вырăнти органсен пысăк наградисене тивĕçнĕ. 2012 çултанпа кĕпĕрнаттăрăн национальноçсен ĕçĕсен советникĕ.
5. Ларионов Николай Николаевич (1961 çулта çуралнă). Раççей Писательсен союзĕн, РФ Журналисчĕсен союзĕн членĕ, «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ, пĕтĕм тĕнчери Баталист-писательсе н союзĕн членĕ, Алексей Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, «Канаш» хаçат çумĕнчи «Шевле» литпĕрлешӳ ертӳçи, УОЧНКА правлени председателĕн çумĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
6. Игнатьева (Тарават) Валентина Николаевна, РФ Писательсен союзĕн, Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданĕ, Чăваш Республикинчи композиторсен Ассоциацийĕн членĕ.
7. Сугалов Михаил Андреевич (1947 çулта çуралнă). Поэт, писатель, публицист. РФ Писательсен союзĕн членĕ.
8. Дмитриев Анатолий Григорьевич (Ырьят). (1949 çулта çуралнă). Журналист, публицист, критик, поэт, прозаик. РФ тата ЧР Журналисчĕсемпе писательсен союзĕсен членĕ. Алексей Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ.
9. Толстов Станислав Петрович. Композитор, халăх хушшинче анлă сарăлнă нумай юрă авторĕ. Çĕнĕ хулари чăваш ансамбльне ертсе пырать.
10. Еграшкина Нина Никитична (Ниниле). Художник. Унăн ӳнер ĕçĕсене Ульяновскра, пĕтĕм Раççейри выставкăсенче кăтартнă. «Палнай» фольклор ушкăнне йĕркелекенĕсенчен пĕри. Калавсем çырать. Халĕ «Канаш» хаçат редакцийĕнче культура пайĕн пуçлăхĕ. УОЧНКА правлени членĕ.
11. Ефимова Валентина Алексеевна. Облаçри тăван чĕлхепе тухса тăракан «Канаш» хаçатăн яваплă секретарĕ. Журналистикăпа литературăра ăнăçлă ĕçлет. Вырăнти чăваш писателĕсемпе журналисчĕсене, таврапĕлӳçĕсене кĕнекесем наборласа калăплама пулăшать. «Шевле» литпĕрлешӳ членĕ. «Анатолий Юман пултарулăхĕ» кĕнеке авторĕ.
12. Фёдорова Елена Николаевна (Елена Мустаева) тата Алексеева (Селиванова) Елена Геннадьевна – «Канаш» хаçат корреспонденчĕсем.
13. Рейтер Зоя Михайловна (Афанасьева) – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки, УОЧНКАн Çĕнĕ Ульяновскри ушкăнне ертсе пырать.
14. Рахманов Пётр Андреевич. Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Халĕ Ульяновскра пурăнать. Çулçуревçĕ. «Канаш» хаçатăн штатра тăман авторĕсенчен пĕри.
 
: 604, Хаçат: 42 (1238), Категори: Поэзи хумe cинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: