Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ман юлташ Володя пĕр хĕре, чипер Верука, шутсăр юрататчĕ. Анчах лешĕ ун çине çаврăнса та пăхмастчĕ. Унăн хăйĕн юратăвĕччĕ. Димăпа уйрăлмасăр çӳретчĕç вĕсем. Çакна куллен курса чăтса ирттерме йывăрччĕ юлташăма. Анчах ним çук çĕртен хĕр чĕрине те сасартăк çавăраймастăн. Канăçлăхне çухатнăччĕ юлташăм.
Пĕр кунхине Володьăпа иксĕмĕр хулана уçăлма тухрăмăр. Пăхатпăр та, пур çĕрте те чикан майрисем çӳреççĕ. «Картпа пăхса веçех тĕрĕсне калатпăр», - тесе кашни иртен-çӳрен патне çыпçăнаççĕ. Çынсем вĕсем патĕнчен пăрăнса, хăраса иртсе каяççĕ.
-Тăхта-ха, эп пĕлтĕм мĕн тумаллине, - терĕ те юлташăм чикан майри патне хăвăрт кăна чупса кайрĕ.
Эп Володя хыççăн тапăлтатрăм. Ухмаха ернĕ пуль ку, пĕр пуссăр юлать тесе юлташăма пулăшма васкарăм.
-Сан ĕçлесе илес кăмăл пур-и? – терĕ вăл чикан майрине.
-Мĕншĕн ĕçлесе илес мар? – аллине çинçе пилĕкĕ çине хучĕ хĕрарăм. – Эп хирĕç мар. Мĕн тумалла-ха?
Юлташăм юратнă хĕрĕ пирки каласа пачĕ. Ячĕ-хушамачĕ, çемйи, йăли пирки тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлтерчĕ, халь çӳрекен каччи пирки те манмарĕ. Юлашкинчен чикан майрине унăн сăн ӳкерчĕкне кăтартрĕ, хĕр çӳрекен çул патнерех илсе кайса тăратрĕ, юмăç яма ыйтрĕ.
Унтанпа нумай вăхăт иртрĕ. Юлташăн арăмĕ – ĕмĕтри савни – чипер Верук. Питĕ лайăх пурăнаççĕ вĕсем, шăкăл-шăкăл теççĕ мар-и? Икĕ ачи ӳссе çитĕннĕ ĕнтĕ.
Верук час-часах аса илет хăйне чикан майри мĕнле юмăç пăхнине.
-Пыратăп çапла пĕррехинче ĕç хыççăн киле. Пĕчченех. Çул айккинче чикан майри тăнине куртăм-ха, часрах тарас тесе утта хăвăртлатрăм. Вăл вара мана ятран чĕнсе илчĕ. Вера, чăн тĕрĕсне калатăп, пĕр сăмах та суймастăп. Мана итле, итлесен телейлĕ пулан. Ĕмĕр мана асăнса пурăнăн. Юмăç ярам, кил кунта, тет. Ун патне çывхартăм. Пуçларĕ вара ман çинчен калама… Хам кăна пĕлекен япаласене те каларĕ вĕт. Юлашкинчен çапла хушса хучĕ: «Дима ятлă çынпа эсĕ телей кураймастăн. Володя текен каччă кăна сана телейлĕ тăвать, эсир ача-пăчаллă пулатăр, тулли пурнăçпа пурăнатăр», - терĕ. Ĕнентĕм чикан майрине. Кĕçех Володя ман тĕле пулчĕ, хăй мана юратнине пĕлтерчĕ. Дима вăл вăхăтра инçете ĕçлеме кайнăччĕ. Володьăпа туслашса çемье çавăрнăшăн пĕртте ӳкĕнместĕп, - тет ăшшăн мăшăрне куçран тинкерсе.
Чикан майри тĕрĕсне каланă иккен. Дима ав ĕçке ернĕ, халь ĕçлемесĕр çапкаланса çӳрет.
 
: 864, Хаçат: 42 (1238), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: