Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
2013 çулхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче Раççейре 1 миллион ытла ача çуралнă, ку пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 1,7 пин ытларах. РФ сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çĕршывăн 41 регионĕнче çуралакан ачасен шучĕ ӳснĕ.
Сăмах Тутарстан, Хабаровск крайĕ, Самар, Ульяновск, Новосибирск облаçĕсем тата Санкт-Петербург хули пирки пырать. Ульяновск облаçĕнчи сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова пĕлтернĕ тăрăх, юлашки пилĕк çул хушшинче пирĕн облаçра çуралакансен шучĕ 7,8 процент ӳснĕ. Кăçалхи сакăр уйăх хушшинче 9854 ача çурални çинчен свидетельство илнĕ, ку пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан 312 ача ытларах. Унсăр пуçне ачасем вилесси 24 процент чакнă. Çакă йăлтах ача кĕтекен хĕрарăмсене тимлĕх уйăрнипе çыхăннă. 2012 çулта ача-пăча валли 58 çурт юсаса хута янă, ачасене сиплемелли учрежденисенче хальхи вăхăтри 611 медицина оборудованине вырнаçтарнă.
Донорсен шучĕ чакса пырать
Облаçри юн йышăнакан станци донорсене илĕртес тĕллевпе тĕрлĕрен тăвăмсем ирттерет, апла пулин те лару-тăру лайăх енне улшăнмасть.
Станци кун пирки «чан çапнине» вырăнти пульницасемпе поликлиникăсен тĕп тухтăрĕсем «илтнĕ», тĕрлĕ енлĕ пулăшма тăрăшаççĕ.
Донорсем çителĕксĕр пулни çулталăк пуçламăшĕнчех, федераллă саккун юн панăшăн укçа тӳлессине пăрахăçланă хыççăнах, палăрма тытăннă.
Малашне юн панăшăн укçа çĕнĕрен тӳлеме тытăнĕç. 450 миллилитр юншăн 400 тенке яхăн тӳлĕç, плазмăшăн – 1 пине яхăн. Ку тĕле донорсен хастарлăхĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан икĕ хут чакнă.
Районсен ят-сумлăх кăтартăвĕ
Ульяновск облаçĕнчи муниципаллă пĕрлĕхсем хушшинче социаллă тата экономика аталанăвĕпе Çĕнĕ Спасск районĕ мала тухнă.
Ят-сумлăх кăтартăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене регионăн экономикăпа план министрĕ Олег Асмус пĕлтернĕ.
– Çĕнĕ Спасск районĕ халăх тупăшĕ, укçа-тенкĕпе инвестици енĕпе тата потребитель рынокĕпе социаллă шай тĕлĕшĕнчен аван кăтартусемпе мухтанма пултарать, - ăнлантарнă вăл.
Чартаклăпа Николаевка районĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Вĕсенче промышленноçпа строительство секторĕнче те, ял хуçалăхĕнче те ырă улшăнусем пуррине асăрханă.
Инза, Кузоватово, Мелекесс районĕсем тăваттăмĕш вырăна пайлаççĕ. Специалистсем ку муниципаллă пĕрлĕхсенче вак тавар çаврăнăшĕ, çурт-йĕр строительствинче тата халăха ĕçпе тивĕçтерес çĕрте ӳсĕмсем пуррине палăртаççĕ.
Ял хуçалăх секторĕнчи кăтартусен пуххи тăрăх чи малта Çĕнĕ Малăкла районĕ пырать, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче – Чăнлă тата Мелекесс.
Облаçри 13 район ача çураласлăх ӳснипе мухтанма пултарать.
Кĕркуннехи тасалăх уйăхлăхĕ
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хушăвĕпе облаçра авăнпа юпа уйăхĕсенче тасалăх уйăхлăхĕ иртнĕ.
Çак вăхăтра 39 пин йывăç тата 14 пин тĕмĕ лартнă, урамсенче 260 тенкел вырнаçтарнă, 82 пин кубла метр çӳп-çап тиесе кăларнă, 254 çĕнĕ урна, 312 контейнер лартнă. Çӳп-çапран 663 путвала тата ача-пăча вылямалли 136 площадкăна тасатнă, 2 пин ытла типнĕ йывăçа каснă.
 
: 986, Хаçат: 43 (1239), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: