Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Октябрĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш наци конгресĕн VIII отчётпа суйлав Аслă пухăвĕ иртрĕ. Унта Раççейĕн 26 регионĕнчен тата пилĕк ют çĕршывран килнĕ 265 делегат хутшăнчĕ. Çаплах чĕннĕ хăнасем те чылайччĕ. Ульяновск облаçĕн делегацине УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев ертсе кайрĕ.
Съезда Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, правительство çыннисем, тĕрлĕ министрсем, депутатсем, район пуçлăхĕсем тата ытти тӳре-шара хутшăнчĕç. Ларăва ЧНК вице-президенчĕ Пётр Ивантаев ертсе пычĕ. Тухса калаçакансен йышĕнче Михаил Игнатьев, Юрий Попов, Геннадий Архипов, Николай Угаслов пулчĕç.
ЧР Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев чăваш халăх шăпишĕн çакăн пек кар тăрса ĕçлес тесе инçетрен килнишĕн савăннине, республикăра чăваш халăхĕн шучĕ чакма пăрахнине пĕлтерчĕ. Михаил Васильевич çаплах халăха çутта кăларас ĕçре И.Я.Яковлев уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулĕн пысăк пĕлтерĕшĕ пирки каларĕ.
ЧНК президенчĕ Г.Н.Архипов хăй сăмахĕнче ку ĕçрен каяс пирки пĕлтерчĕ, пурне те нумай çул пĕрле тăрăшнăшăн тав турĕ. Унăн пĕртен-пĕр сĕнĕвĕ – Шупашкарти Чăваш халăх çуртне чăвашсене тавăрса памалла.
Чăваш наци конгресĕн чăваш халăхĕн этника хăйнеевĕрлĕхне сыхласа хăварас енĕпе ĕçлемелли программин проектне Н.Ф.Угаслов вуласа пачĕ.
Регионсенчен килнĕ делегатсем те çивĕч ыйтусем тăратрĕç. В.И.Сваев Чĕмпĕр Енри чăвашсем влаçпа килĕштерсе ĕçленине, хула урамĕсенче чăвашла ирĕклĕн калаçнине палăртса хăварчĕ.
-Чăваш Республики аталанса пыни пире савăнтарать, ун çитĕнĕвĕсем пире те тăрăшса ĕçлеме хавхалантараççĕ. Малашне конгресс сумне ӳстересчĕ. Вăл халăх умĕнче правительство калайман сăмахсене калама пултартăр, ун наци идеологи трибуни пулмалла. Ачасене шкулта тăван чĕлхене вĕрентме учебниксем çитменни йывăрлăхсем кăларса тăратать, çак ыйтупа малашне ытларах ĕçлесчĕ. Чи малтан пирĕн ачасене чăвашла вĕрентмелле. ЮНЕСКО чăваш чĕлхине пĕтме пултаракансен шутне кĕртни хут çинче кăна юлтăр. Малашне конгресс ытти регион пуçлăхĕсем патне ятарлă çырусем ярса парсан вырăнсенче ĕçлеме çăмăлтарах пулĕ, - терĕ Владимир Ильич.
Эстонирен килнĕ Григорьева делегат кăçал Нарва хулинче (унта 102 чăваш пурăнать) Акатуй ирттернине пĕлтерчĕ. Кун пекки Евросоюзра пĕрремĕш хут пулнă. Залрисем çак хыпара илтсен алă çупса ячĕç.
Удмурти делегачĕ Иголкин пуçлăхсене халăх патне час-час тухса çӳреме, çынсен йыварлăхĕсене çийĕнчех пĕлсе татса пама сĕнчĕ. Питĕ çивĕч ыйту лартрĕ вăл: «Мĕншĕн депутатсен капмар пӳлĕмĕсене патшалăх укçипе хăтлăх кĕртеççĕ, тĕрмере ларакансене налук тӳлекенсен укçипе тытса тăраççĕ, çав вăхăтрах шкулсене юсама ашшĕ-амăшĕнчен укçа пуçтараççĕ?».
Шупашкарта планетарий тăвас шухăш пурне те савăнтарчĕ, Чăваш патшалăх универси-тетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультетне хупни вара – ниçта та вырнаçман япала. Ку чăвашсене чăваш чĕлхи кирлĕ мар тени пулать.
Чи юлашки ыйту ЧНКан çĕнĕ президентне суйласси пулчĕ. Суйлава пурĕ виçĕ кандидат тăратрĕç – Николай Угаслова, Николай Лукианова тата Валерий Клементьева. Валерий Леонидович самоотвод илчĕ, сассине Николай Угасловшăн пама сĕнчĕ. Çапла май икĕ кандидат хушшинче суйламалла пулчĕ.
Суйлав тĕлне залра 245 делегат юлчĕ, вĕсенчен 168-шĕ хăйĕн сассине Николай Фёдорович Угасловшăн пачĕç. Николай Егорович Лукиановшăн вара пурĕ 43 сасă çеç пухăнчĕ. Çапла май Устав тăрăх делегатсен 2/3 пайĕ килĕшет тесе президент пулма строительство енĕпе ĕçлекен «Тус» компанийĕн генеральнăй директорне Николай Угаслова суйларĕç.
Мăн Канаша 100 çын ытла кĕчĕ, пирĕн облаçран – В.И. Сваев тата О.Н.Мустаев.
Конгресăн малашнехи ĕçĕ пурне те çăтакан глобализаци авăрĕнче чăваш чĕлхине, культурине сыхласа хăварасси пулмалла.
 
Шупашкар хули.
 
: 923, Хаçат: 43 (1239), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: