Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновскри Нариманов урамĕнчи Тутар культура центрĕн никĕсĕнче музей уçăлнă.
Савăнăçлă лару-тăрăва Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов, Тутарстан Республикин культура министрĕн çумĕ Гузель Нигматуллина, хăнасем хутшăннă.
Ульяновск облаçĕн шалти политикин министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, музее Тутарстан Республикин культура министерствинчен илнĕ грант укçипе йĕркеленĕ. Ăмăртăва Раççейри 60 регион хушшинче ирттернĕ. Пирĕн регион ятĕнчен Ульяновск облаçĕнчи тутарсен наципе культура автономийĕ хутшăннă та пĕрремĕш вырăна тухса 350 тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Ку укçапа музей валли сĕтел-пукан туяннă.
– Кăмăл тăвакансенчен кашниех çĕнĕ музей фондне укçа хывма пултарнă. Авăн уйăхĕнче эпир парне тумалли кун йĕркелесе ирттертĕмĕр. Унта кашниех Чĕмпĕр-Ульяновск облаçĕн тутар культура музейĕ валли япаласем илсе килме пултарнă. Музее паллă тутар çыннисемпе çыхăннă хаклă материалсем, вĕсен çи-пуçне, тумне, хатĕр-хĕтĕрне, Аслă вăрçă вăхăтĕнче тутар чĕлхипе пичетленнĕ япаласене килсе пачĕç,-каласа пачĕ Ульяновск облаçĕнчи тутарсен наципе культура автономийĕн пуçлăхĕ Рамис Сафин.
 
: 912, Хаçат: 43 (1239), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: