Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин правлени ларăвĕ иртрĕ. Ун председателĕ А.А.Мордовкин иртнĕ тапхăрти ĕçсен отчётне турĕ. Ревизи комисси председателĕ А.П.Власов та хăйĕн тивĕçĕсене туса пынине каласа пачĕ.
Вĕсен сăмахĕсенчен çакă паллă пулчĕ. А.А.Мордовкина суйличчен председательте ĕçленĕ çынсем документсене йĕркеллĕ илсе пыман, вĕсене пĕр-пĕрне алă пусса паман. Çавăнпа та халĕ учредитель докуменчĕсем, регистраци докуменчĕсем çухалнă. Регистраци кĕнеки те çук. Халĕ Алексей Алексеевич çак документсене çĕнĕрен тăвас ыйтупа ĕçлет, йăнăшсене тӳрлетет, тĕрлĕ штрафсем тӳлесе документсене йĕркене кĕртет. Телее, пичечĕ тупăннă.
Ларăва чĕннĕ УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев кун пирки пăшăрханса калаçрĕ:
– Докуменчĕсем чăнах та çухалнă-ши е пĕр-пĕр çын аллинче-ши? Çухалнă документсемпе усă курса таса мар чунлă çынсем çĕнĕ общество ан йĕркелеччĕр, Чĕмпĕр чăвашĕсемшĕн пăтăрмах туса ан хуччăр. Çакна юстици министерстви урлă питĕ тимлĕ йĕрлесе пымалла пулать.
Çакăн пек шухăш та пулчĕ: обществăна пĕтерсе хумалла та УОЧНКАна И.Я.Яковлев ятне памалла, мĕншĕн тесен икĕ организацийĕ те пĕр ĕçех тăвать. Анчах пухăннисем ку шухăша хирĕçлерĕç.
Ун пирки В.Тарават çапла каларĕ:
– Унччен те икĕ организаци пулнă: Обществăлла Канаш тата И.Я.Яковлев обществи. Вĕсем пĕр-пĕрне нихçан та чăрмантарман. Халĕ те çапла. Ĕçлем текен валли ĕç туллиех. Пăтратакансем, вăрçакансем унччен те пулнă, халĕ те пур. Вĕсене пăхса тăмалла мар. Вĕсем хăйсем ырă ĕç тăваймаççĕ, ырă тăвакансене вăрçаççĕ. Халăх валли ырă ĕç тăваканăн вăрçса ларма вăхăчĕ çук.
Ф.В.Искендеров темиçе çул ĕнтĕ облаçри шкулсенче чăваш ачисем хăйсен чĕлхине, культурине вĕрентес ĕç мĕнлерех шайра пулнине хăй тĕллĕн тĕпчет. Ку ыйтупа вăл районсенчи ялсене тухса çӳрет, вырăнти пуçлăхсемпе, шкул директорĕсемпе тĕл пулать, телефонпа нумай калаçать.
– Облаçри вĕренӳ министерстви панă списокпа вырăнти лару-тăрăва танлаштарса пăхнă хыççăн çакă паллă пулчĕ: çук ĕçе пур тесе çырнă тĕслĕхсем питĕ нумай. Урăхла каласан — хушса çырнисем. Кун пек хамăра хамăр улталамалла мар Эпĕ ку хыпара Чăваш Республикинчи вĕренӳ министерствине, облаçри влаçсем патне çитертĕм, - терĕ вăл.
Пухăннисем А.А.Мордовкин председатель ĕçне лайăх пуçланă тесе палăртрĕç, ăна И.Я.Яковлев ячĕллĕ обществăна ертсе пыма тепĕр срока суйларĕç. Ун çумĕсем – С.А.Марышева тата И.А.Щеголькова.
Çĕнĕ правлени йышне чакарма шутларĕç, унта 15 çынна суйларĕç.
 
: 1108, Хаçат: 15 (1107), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: