Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ольга Дмитриевана Чăвашкасси шăпчăкĕ теес килет. Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче çуралнăскер вунпĕр çул Ульяновскри Чăваш культура центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Илем» юрă ушкăнĕнче юрлать. Нумаях пулмасть вăл 55 çул тултарнă. Рф тата Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ.
Çемьери çичĕ ача хушшинче Ольга юрлас-ташлас пултарулăхпа пĕчĕкренех уйрăлса тăнă. Ахăртнех, амăшне хывнă. 82 çулпа пыракан Клавдия Ивановна Ендиярова халĕ те юрлама юратать. Çамрăк чухне ял уявĕсенче унăн янăравлă сассине ыттисенчен аякранах уйăрса илме пулнă. Тетĕшĕсемпе йăмăкĕсем те юрра ăста.
Ольга шкулта вĕреннĕ чухнех шкулти хорта юрланă, концертсемпе кӳршĕ ялсене, района çӳренĕ.
Профессипе Ольга Дмитриевна – бухгалтер. Ку специальноçа Ульяновскри кĕнеке техникумĕнче илнĕ. Пĕр çул Кивĕ Улхашри сельпора ĕçленĕ хыççăн хулари моторсем кăларакан завода ĕçлеме каять. Мĕнпур юлташĕ хулана кайсан хăйне ялта пит кичем туйнипе тăвать вăл çак утăма. Хула пурнăçĕ унра романтика туйăмĕ çуратать. Хĕрупраçа çак туйăм Шикотан утравĕ çинех илсе çитерет. Пулă консервланă çĕрте ĕçлеме пуçлать вăл. Куллен пулă шăрши, ют халăх часах йăлăхтараççĕ ăна. Тепĕр çулах хĕр Ульяновск хулине таврăнса «Ульяновскэлектротра нс» организацине вырнаçать. Халĕ те çакăнтах вăй хурать.
-Хам ĕçе эпĕ питĕ юрататăп. Хăшĕсенчен: «Цифрăсемпе аппаланса ларма йăлăхтармасть-и?» - тенине илтме пулать. Çук, пĕртте йăлăхтармасть. Эпĕ цифрăсемпе туслă, - тет шӳтлесе Ольга Дмитриевна.
2000 çулта Нина Великанова пуçарăвĕпе «Илем» ушкăн чăмăртанать. Нина Ивановна хăй тăванĕн хĕрне Ольгăна та ушкăна чĕнет. Çавăнтанпа вăл «Илем» юрăçи.
-Юрă маншăн чун уççи. Ку ӳстерсе калани мар. Пурнăç йывăрлăхсемсĕр пулмасть. Репетицие килетĕп те, йывăр шухăшсем таçта хыçала юлаççĕ. Чăваш тумне тăхăнса сцена çине тухсан вара хама самаях çамрăкланнăн туятăп. Ушкăнра юрлама тытăннăранпа манăн пурнăç илемленчĕ, хама телейлĕрех туятăп, - тет йăл кулса артистка.
Телей тенĕрен, вăл Мелекесс районĕнчи Аппак каччипе Александрпа çирĕп çемье чăмăртанă. Туслă çемьере ывăл çитĕнтерсе авлантарнă. Савăнмалăх мăнук пур.
 
: 1027, Хаçат: 43 (1239), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: