Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юпан 23-мĕшĕ – чăваш халăхĕшĕн паллă та хурлăхлă кун. Çак кĕрхи кун Мускавра 82 çулхи Патриархăмăр И.Я.Яковлев çут тĕнчерен уйрăлнă. Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ çуралнă Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çак кун яланах хурлăхлă митинг иртет. Кăçал вара ялта урăх пулăм пулса иртрĕ, савăнтараканни. Авăн уйăхĕнче Кăнна Кушкинче Иван Яковлев çуралнă çурт вырăнĕнче çĕнĕ часавай тата ялтан тухнă паллă çынсене асăнса лартнă мемориал стели уçăлнăччĕ. Яковлева асăннă кун çак мемориал центрне сăваплатрĕç.
Ял варринче вырнаçнă асăну мемориалĕнче ялтан тухнă мухтавлă çынсен сăнĕсем вырăн тупнă: И.Я.Яковлев (чăваш халăхне çутта кăларакан), Александр Тимбай (поэт, прозаик, СССР Писательсен союзĕн членĕ), Алексей Рекеев (педагог, куçаруçă, тĕн çынни), Тиххăн Петĕркки (прозаик, драматург), Иоаким Максимов-Кошкинский (чăвашсен профессиллĕ театрне йĕркелесе яракан), Анна Казакова (ЧАССРăн тава тивĕçлĕ артисчĕ), Александр Алка (Чăваш халăх поэчĕ).
Кăнна Кушкине Шупашкар хăнисем – культура министерствин пай пуçлăхĕ Сергей Казаков, Чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай, «Тăван Атăл» журналăн шеф-редакторĕ Арсений Тарасов, Чăваш радио редакторĕ Ольга Воробьёва, РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Козлова ертсе пыракан студентсен «Юрай чечекĕ» ансамбль, Хусантан ЧНКА канашĕн пуçлăхĕ К.Г.Яковлев, Ульяновск облаçĕнчи «Еткер» телекăларăм редакторĕ Олег Мустаев, Серте Мишши поэт, Теччĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Чершинцев тата ыттисем килсе çитрĕç.
Ĕç И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă уявра (ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче) пуçăннă. Кăнна Кушкинче пухăннă çынсем çĕнĕ часавай тумалли вырăна çитес ăру валли халал çырса капсула хурса хăварнă. Унтанпа нумай вăхăт иртмен – мемориал комплексĕ çĕкленсе те ларнă. Ĕçе Кăнна Кушкинчен тухнă усламçăсем – Владимир Бачков тата Владимир Тимофеев пуçланă, укçа-тенкĕ хывнă. Вĕсене Николай Тимофеев, Леонид Баимкин тата ял çыннисем укçа пухса панă.
Савăнăçлă мероприятие Сергей Казаков уçрĕ. Район пуçлăхĕ Валерий Чершинцев, Валентин атте, Валерий Туркай, Олег Мустаев, ял администраци пуçлăхĕ Сергей Гаврилов, ТР ЧНКА канашĕн пуçлăхĕ Констанин Яковлев, строительствăн спонсорĕ, вăлах Теччĕри ЦНКЦ пуçлăхĕ Владимир Тимофеев, Серте Мишши тухса калаçрĕç, савăнăçлă пулăмпа саламларĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ часавай уçăлни ял пурнăçĕнчи çĕнĕ, чĕрĕлӳ тапхăрĕ пуласса шаннине каларĕç. Яла пĕтме парас мар тесе тата мĕн тумалла-ши тесе халăхпа канашларĕç. Кăнна Кушкин икĕ хутлă пысăк шкул çурчĕ халь тахçанхи пек ача сассипе кĕрлесе тăмасть, пушă. Унта 16 ача вĕренет! Пĕр кинемей чăтса тăраймарĕ, пуçлăхсемпе хăнасем умне тухса чунне ыраттараканни пирки каларĕ: «Шкула ан хупăр. Пĕр ача кăна юлсан та Яковлев шкулĕнчех вĕрентĕр».
Константин Яковлев ял пурнăçне çĕнетмелли планĕпе паллаштарчĕ. Вăл кашни çул йĕркеленекен тĕрлĕ регионти ачасен кану лагерьне Шупашкартан шăпах Кăнна Кушкине куçарасшăн. Çакна Чăваш наци конгресăн анлă ларăвĕнче сĕнесшĕн. Плана пурнăçласан ĕç вырăнĕ те пулĕ, ял çĕнелĕ.
И.Я.Яковлев музейĕн заведующийĕ Алексей Пыркин Патриархăмăрăн несĕлĕсем - Ордынскийсем, Ефремовсем, Павловсем, Покровскийсем - часавая сăваплатнипе ял халăхне саламласа янă çырупа паллаштарчĕ.
Хусан Владыки Анастасий пилĕпе, унăн ятĕнчен строительствăра нумай вăй тата укçа-тенкĕ хывнă çынсене саламларĕç, чиркӳ наградисем пачĕç. Владимир Тимофеевпа пирĕн ентеш Владимир Бачков «За церковные заслуги» палла тивĕçрĕç.
-Хамăр вăйпа ялти масар çинче пилĕк çул каялла часавай çĕклесе лартрăмăр. Иван Яковлевич çурчĕн тĕлĕнче часавай унчченех пурччĕ, ăна 1998 çултах уçнă. Масар çинчи часавая уçса килнĕ чухне мана ентешĕмĕр Олег Мустаев намăслантарчĕ: «Масар çинче мĕнле чаплă часавай уçрăр, ку вара ял илемне пăсса ларать. Хăçантанпа хăвăртан култаратăр?» Чуна пырса тиврĕç ку сăмахсем. Юлташăмпа Владимир Тимофеевпа сăмах патăмăр, çурмалла тепĕр чаплă часавай лартатпăрах терĕмĕр. Сăмаха тытрăмăр. Çур çулта мемориал стелине те, часавая та туса пĕтерсе уçрăмăр. Паян ак сăваплатрăмăр, - каласа пачĕ Владимир Михайлович Бачков.
Мемориал комплексне Теччĕри Троица соборĕн настоятелĕ Валентин атте сăваплатрĕ.
 
Тутарстан.
 
: 640, Хаçат: 43 (1239), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: