Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн атте – Иван Романович Семерзин – 1938 çулхи юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçенте çут тĕнчене килнĕ. Чухăн çемьере амăшĕпе кăна пурăннă.
Вăл çичĕ класс пĕтерсенех плугарьте вăй хума тытăннă. 1957-1960 çулсенче радиотелеграфист пулса Баку хулинчи çар чаçĕнче хĕсметре тăнă. Салтакран таврăнсан ăна ял Совечĕн секретарьне лартаççĕ. Çак хушăрах вăл колхозри халăх дружинине, комсомол организацине ертсе пырать.
Малашнехи пурнăç çулĕсем аттен тата сулмаклăрах: 1968-1975 çулсенче – колхоз бригадирĕ; 1976-1983 çулсенче – агроном (Рязановăри совхоз-техникумра пĕлӳ илет); 1983-1986 çулсенче – Вăта Тимĕрçенти кĕпе-тумтир çĕлекен Барăш фабрикин филиалне ертсе пырать; 1986-1993 çулсенче – Ульяновскри лётчиксене хатĕрлесе кăларакан шкул аэродромĕн хурал пуçлăхĕ; 1993 çултан – яла каялла таврăнсан – слесарь-газовик… Çак ĕçрен тивĕçлĕ канăва каять те тата пилĕк çул ĕçлет.
Вĕсем аннепе (13 çул каялла çĕре кĕчĕ) пилĕк ача çуратса пăхса ӳстернĕ, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Халĕ пурте çемьеллĕ. Ульяновскра пурăнса тĕрлĕ ĕçсенче вăй хураççĕ.
Атте паян ялта пĕчченех пурăнать. Пысăк хуçалăх тытать: выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, хур-кăвакал усрать, пахча çимĕç çитĕнтерет… Эпир, паллах, ăна пулăшса тăратпăр. Унăн 5 ача, 7 мăнук, 2 кĕçĕн мăнук. Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче 75 çул тултарнă уявне паллă турăмăр, çирĕп сывлăх сунса парнесем патăмăр.
 
Ульяновск хули.
 
: 625, Хаçат: 43 (1239), Категори: Cырусем

Комментарисем:

Renaldo (2014-05-09 10:52:42):
This is a really intgelilent way to answer the questionĕ

Forever (2016-06-30 11:37:14):
MamaaaaĔ de cand n-am mai fost pe aici ऄ/se pare ca te-ai lasat de prostii si ai trecut pe WPĕ Misto miscareĔ ma scotea din minti fosta platforma (JoomlaĔ parca)ĕ Acum chiar am motiv sa vin pe aici des si sa comentez

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: