Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Владимир Филиппов Павловка районĕнчи Ирçе Шăмалакра 11 ачаллă çемьере çуралнă. Вăл — 9-мĕш. Амăшĕ (вырăс çынни) «Ача амăшĕ-героиня» ордена тивĕçнĕ. Ашшĕ (чăваш) бригадирта, учётчикра, колхоз председателĕнче вăй хунă.
Ирçе Шăмалакра сакăр класс пĕтерсен Владимир вăтам пĕлӳ илме Кивĕ Печорскри вăтам шкула çӳренĕ. Салтак тивĕçне Тула облаçĕнче пурнăçланă хыççăн Павловкăри ял хуçалăх техника предприятине шофёра ĕçлеме вырнаçнă. Шкулта начар мар вĕреннĕ вăл, çавăнпа та салтакран килсен аслă пĕлӳ илме тĕллев лартнă. Малашлăхне ялпа çыхăнтарма шутланăскер ял хуçалăх институтне зоотехника вĕренме кĕрет. Институт пĕтерсен тăван хуçалăхĕнче ĕçлеме тытăнать. Авланать. Ирçе хĕрĕпе çемье чăмăртать. Филипповсем хĕрпе ывăл çуратса ӳстернĕ. Елена – Павловка район администрацин аппарачĕн ертӳçи. Ывăлĕ – çар çынни. Ульяновскри техника училищинчен вĕренсе тухнă, халĕ Псковри вĕçев чаçĕнче вăй хурать.
Владимир Филимонович зоотехникра ĕçленĕ хыççăн ялти техника професси училищинче маçтăрта çичĕ çул вăй хунă. Халĕ вăл «ТрансГазСамара» организаци ĕçченĕ. Компрессор станцийĕн ĕçченĕсене автобуспа турттарать.
Ĕçпе çӳренĕ чух манăн çул çинче сахал мар чăваш тĕл пулать. Эпĕ кашнинех «Канаш» хаçатăмăра çырăнса илме сĕнетĕп. Чылайăшĕ хаваспах çырăнать. Те чăваш чĕлхине вĕренменнипе, те мăшăрĕ ирçе çынни пулнипе – Владимир Филимонович хаçатăмăра çырăнма килĕшмерĕ. Кăмăлăм кăштах пусăрăнчĕ пулин те эпĕ ăна кӳренмерĕм. Пурнăçра мĕнпе кăсăкланассине этем хăй суйласа илет-çке.
 
Ирçе Шăмалак ялĕ.
 
: 834, Хаçат: 43 (1239), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: