Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак пуçарупа мăшăрсем уйрăлнине епле чармаллине халалланă çавра сĕтелте тухса калаçнă.
Ку ыйтупа ачасемпе хăйсемпе мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе ĕçлеме палăртаççĕ. Кунашкал йышăнăва уйрăлу тапхăрĕ хăйнеевĕр пĕрешкелтерех килнипе çыхăннă: мăшăрланнă хыççăн пилĕк çул пурăннă хыççăн йывăрлăхсем пуçланаççĕ те (вунă çулччен) – чылай çемье арканать иккен. Шăп çак хушăра çамрăксен ачасем çуралаççĕ, ача садне çӳреме пуçлаççĕ. Кунсăр пуçне мăшăрлану институтне çирĕплетес ĕçе тĕрлĕ тĕн çыннисене явăçтарма йышăннă.
Облаçри Мăшăрлану керменĕ пăлхавăр çĕкленĕ: уйрăлусен кăçалхи пек хурлăхлă статистики нихăш çул та пулман. Авăнăн 19-мĕшĕ тĕлне Ульяновскра пĕлтĕрхинчен 242 уйрăлу ытларах пулнă. Тĕрĕслĕхшĕн çакна та палăртса хăвармалла: çемье çавăракансен шучĕ те ӳсет. Анчах та 10 000 çĕнĕ çемье пуçне çав-çавах 4000 арканаканни килет.
Уйрăлма та черете тăраççĕ
– Психологсен çамрăк çемьесемпе вĕсем пĕрлешме тесе заявлени çырсанах ĕçлеме пуçламалла, - шанăçпах калать Ульяновск хула администра-цийĕн ЗАГС управленийĕн пуçлăхĕ Нина Пронина. - Паянхи лару-тăру канăçсăрлантарать – пĕр улăштармасăр каласан, уйрăлма тесе паян мăшăрсем черет тăраççĕ. Пирĕн керменте эпир пĕр шухăш тытнисене анчах уйăратпăр, ыттисенче çак ĕç темиçе эрнене тăсăлать.
Федераллă шайра сенаторсем тата РФ правительствин председателĕ Дмитрий Медведев уйрăлнипе кĕрешме уйăрса ярас, суда каяс умĕн хывакан патшалăх тӳлевне (пошлинине) 400 тенкĕрен 30 пине çитерме сĕнеççĕ. Арăмĕнчен те, упăшкинчен те çакăн чухлĕх илмелле, тен, ку пустуй япала анчах маррине ăнланма пултарĕç теççĕ.
Ульяновск облаçĕнчи çемье канашĕн председателĕ, кĕпĕрнаттăр çумĕнче çемье ыйтăвĕсене илсе пыракан канашçă Ольга Желтова каланă тăрăх, 5-10 çул пурăннă хыççăн уйрăлакансем нумайланаççĕ, çакна чĕри витĕр кăларса кулянакансем вара вĕсен ачисем. «Ача садĕнче воспитательсем пĕчĕкскерсен пăшăрханăвне, вĕчĕрхенĕвне пуринчен малтан сисеççĕ, туяççĕ,-тет вăл.- Малашне ачан килĕнче веçех лăпкă маррине туйсан шкул çулне çитмен ачасен çуртĕнче ĕçлекенĕн хăйсен психологĕнчен пулăшу ыйтмалла. Ашшĕ-амăшĕпе уйрăм калаçусем ирттермелле. Ача сачĕсен ертӳçисен çемьесемпе ĕçлемелле. Шăпах вĕсем çемьери йывăрлăха курма тивĕç.
Çемьесене вĕрентсе калани сыхлĕ".
– Каччăн арăмне ĕçкĕ-çикĕре, барсенче мар, аван, лăпкă çемьесенче шырамалла, - çирĕплетсех калать Ульяновск облаçĕн муфтийĕ Савбян Сулейманов, - уйрăлусен статистики çамрăксем пĕр-пĕринпе ăнсăртран паллашса пĕрлешнипе те çыхăннă. Ашшĕ-амăшне итлемелле – вара пĕр сукмакпа утнă çĕртех çулсем йӳпленсе каяс хăрушлăх та пулас çук! Пирĕн, мусульмансен, уйрăлакансем сахал. Эпир мăшăрлану керменне ăсатас умĕн юнашар лартсах малашне ырă та йĕркеллĕ пурăнма ӳкĕтлетпĕр!
Сӳтсе явакан тепĕр пуçару — законодательство шайĕпе суд ларăвне мăшăртан иккĕшĕ те пырсан çеç ирттермеллине кĕртесси. ЗАГС ĕçченĕсем каланă тăрăх, куçăмсăр майпа татса панă ĕçсем вĕсем патĕнче пачки-пачкипе выртаççĕ имĕш. Тĕрлĕ тĕн представителĕсен сăмахĕпе, суда уйрăлма тĕв тунă пысăк ачисен анчах мар, ашшĕ-амăшĕн те пымалла. Уйрăлнипе ача сачĕсенче кĕрешме тытăнмалла текен шухăш та вĕсене килĕшет.
– Эсир уйрăлатăр та – ачăрсем тулли мар çемьесенче пурăнма пуçлаççĕ. Хăвăрăн телейĕре пĕчĕкскерсен телейсĕрлĕхĕ çинче йĕркелеме палăртатăр!-каласа парать Даниил атте.- Эпир чиркӳре венчете тăратас тата ачасене шыва кĕртес умĕн ку питĕ яваплă утăм пулни пирки калаçусем ирттеретпĕр. Инкексенчен чылайăшĕ явапсăрлăхпа çыхăннă. Заявлени парса уйрăлса кайма — çăмăл. Анчах та çын куççулĕ çинче телей тăвайăн-и? Ача садĕнче воспитатель ашшĕ-амăшне каланă сăмахăн та вăйĕ пулатех. Пиртен кашниех камăн-тăр çемйине арканасран сыхласа хăварма пултарать! Майĕпен çĕршыври лару-тăру та улшăнатех.
 
: 524, Хаçат: 43 (1239), Категори: cемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: