Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Вăл юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Аçтăрхан хулинче çуралнă. Вырăс. Çара кайиччен ФЗУ шкулĕнче вĕреннĕ. Заводра ĕçленĕ. Хĕрлĕ Çара 1941 çулта кайнă. Вăрçă тытăнсан 1-мĕш Белорусси çарĕнче артиллери полкĕнче тăнă. Пĕррехинче пирĕн çуран çарсен Западный Буг текен юхан шыв (Волынск облаçĕ) урлă каçмалла пулнă, тепĕр енче тăшмансен миномёт батарейи вырнаçнă. Аблуков аслă сержант кĕске вăхăтрах тăшмансен «йăвине» аркатать, салтаксене малалла кайма çул уçса парать. Çавăншăн ăна 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăлаççĕ.
1945 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче Пулава (Польша) хулинчен кăнтăр енче пыракан çапăçусенче тупă расчётне ертсе пыракан Аблуков тăшмансен икĕ пулемётне тата танксене пĕтермелли туппа аркатать. Уншăн вăл 2-мĕш степеньлĕ Мухтав орденне тивĕçет.
1945 çулта Франкфурт-на-Одере хули (Германи) çывăхĕнче вăл ертсе пыракан тупă расчёчĕ тăшмансен 3 туппине, 7 пулемётне тата темиçе теçетке салтакне тĕп тăвать. Çакăнта вăл йывăр аманать, анчах çапăçу хирĕнчен тухмасть. Уншăн ăна 1-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăлаççĕ.
Вăрçă хыççăн Аблуков Ульяновск хулине килсе тĕпленет. Заводра слесарьте вăй хурать. 1964 çулхи нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче çĕре кĕрет. Засвияжски районĕнчи пĕр урама унăн ятне параççĕ.
 
: 869, Хаçат: 43 (1239), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: