Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕ «Ылтăн кĕркунне–2013» ял хуçалăхĕпе промышленность XV куравĕнче 13 награда çĕнсе илнĕ.
Пирĕн регион экспозицийĕпе Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хăй паллаштарнă. Ульяновск облаçĕн стенчĕ умĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕсемпе Олег Валенчукпа, Ирина Роднинапа тата Анатолий Карповпа тĕлпулусем иртнĕ.
Пĕтĕм Раççейри «Союз садоводов России» обществăлла пĕрлĕхĕн пуçлăхĕ Олег Валенчук Сергей Морозова тухăçлă ĕçленĕ ятпа тата облаçри пахчаçăсен юхăмне хавхалантарас шутпа Раççей пахчаçисен союзĕн ялавне панă.
Паллă спортсменсем – Ирина Роднина тата Анатолий Карпов – регион пуçлăхĕпе ача-пăча спортне аталантарас ыйтусене пăхса тухнă, область центрĕнчи спорт комплексĕсенче тата ялсенче çирĕпленнĕ лару-тăрупа паллашма хăйсем пырассине сӳтсе явнă. Ульяновск облаçĕнчен пынă сумлă делегаци йышĕнче сакăр фермер пулнă.
«Ылтăн кĕркунне-2013» куравра Ульяновск облаçĕн аталанăвне пырса тивекен килĕшӳсем çине алă пуснă. Çапла майпа Раççейри органикăллă ял хуçалăхĕ тĕлĕшпе пĕрле ĕçлемелли виçĕ енлĕ килĕшӳ вăя кĕнĕ. Ку документ ял çыннин пурнăç шайне тата тупăшне ӳстерме, ял тăрăхĕсене аталантарма май парĕ. Малашне облаçра çак тĕллевпех çавра сĕтелсем, семинарсемпе ĕçлĕ тĕлпулусем ирттерме палăртнă.
Çавăн пекех «Ылтăн кĕркуннере» Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăх министерстви «Урожай» физкультурăпа спорт комплексĕпе килĕшӳ тунă. Документ ялсенче сывă пурнăç йĕркине сарас тĕлĕшпе пулăшĕ.
 
: 571, Хаçат: 43 (1239), Категори: Курав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: