Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăçал Ульяновск облаçĕнче иртнĕ фермерсен конференцийĕнче регион правительствин председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин чи пултаруллисене ведомство наградисемпе чысланă. Мелекесс районĕнчи Эврелĕнчи çĕр ĕçченне Валерий Беспалова Раççей ял хуçалăхĕн аталанăвне вăй хывнăшăн «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ фермерĕ» ят панă. Çĕнĕ Малăкла районĕнчи тепĕр чăваш, фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Виктор Константинов çăкăр ӳстернĕ çĕрте çитĕнӳсем тунăшăн Терентий Мальцев ячĕллĕ медале тивĕçнĕ.
РФ тава тивĕçлĕ фермерĕ Валерий Беспалов малĕмĕтлĕ, ӳркенмен çĕр ĕçченĕ анчах мар, ентешĕсем-шĕн, чăваш культури аталанăвĕ-шĕн укçи-тенкине хăрхенмен спонсор та. Акатуй ирттермелле-и, Эврелĕнче е Мелекесс районĕнче облаçри пултарулăх ушкăнĕсене йыхăрса чаплă концерт йĕркелемелле-и, тархасшăн, Валерий Леонидович яланах укçан пулăшма, хавхалантарма хатĕр. Ырă пуçарушăн укçи-тенкине шеллекенни мар вăл. Кĕмĕл-нухрат хакне те вара питĕ аван пĕлет. Паянхи саманара çĕр ĕçĕ пĕртте çăмăл килсе пымасть. Йывăрлăхĕсем ытларах паянхи çут çанталăк условийĕсемпе çыхăнни паллă: тыр-пул калчи парка ӳстĕр тесен вăхăтра нӳрĕ те, ăшă та, çутă та кирлĕ.
Валерий Беспаловăн фермер хуçалăхĕнче 2200 гектар çĕр лаптăкĕ. Вĕсем Эврел, Çĕнĕ Майна, Щербаковка ялĕсен çывăхĕнче вырнаçнă. Унта хуçа тулă, урпа, сĕлĕ, хĕвел çаврăнăш çитĕнтерет. Кашни культурăна пилĕкçĕршер гектар акать. Кăçалхи тулă тухăçлăхĕ вăтамран гектартан 25 центнер. Çу-çĕртме уйăхĕсенче шăрăх тăнине пăхсассăн ку кăтарту начар мар темелле. Сакăр гектарĕ – ял çыннисен пайĕсем. Тара илнĕ çĕр лаптăкĕшĕн çулсерен тӳлет ĕçчен. Кăçал фермер ентешĕсене виçшер михĕ çăнăх, 500-шер килограмм сăсăл панă.
Хуçалăхра пурĕ 11 çын ĕçлет. Çак шутра – ылтăн алăллă механиксем, механизаторсем, комбайнёрсем, водительсем. Пурте вĕсем Эврелĕнчен. Уйрăмах пултаруллисене Валерий Леонидович хушаматпах асăнчĕ: Виктор Тойгильдин – барщик, тракторист; Валерий Борисов – арманçă, комбайнёр, чаплă механик. Ыттисене те сăмахпа темĕнччен мухтарĕ хуçа. Ĕç укçине сезон тăрăх анчах мар, çулталăк тăршшĕпех тӳлеççĕ. Уйăхне вăтамран 12 пин тенкĕ тухнисĕр пуçне тата кăçал ĕççи хыççăн кашнинех виçшер тонна тырă панă. Тулли социаллă пакетпа усă кураççĕ. Вĕсем анчах мар, эврелсем пурте В.Л.Беспалов пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Çынсен нушисене тимлет хуçалăх ертӳçи. Ăçта пахчине сухалама, ăçта вутă кӳрсе килме техника парать, хĕлле çулсене юртан тасаттарать…
Юлашки çул «Ростсель-машăн» тырă çапакан виçĕ «Акрос» комбайнне, «Беларусь» тата ют çĕршывра кăларнă хăватлă тракторсем туяннă.
Валерий Леонидович облаçри фермерсемпе çирĕп çыхăну тытать. Уйрăмах чăвашсемпе канашлама, пĕр-пĕр ыйтăва сӳтсе явма юратать вăл. Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Виктор Константинов фермер унăн юлташĕ тата пĕр шухăшлă ĕçтешĕ.
Фермер пĕр хутчен çеç мар Мускаври ял хуçалăхĕпе ун продукцине ĕçлесе çитерекен промышленность ĕçченĕсен съездĕнче, Ульяновскри фермерсен конференцийĕсенче, Данире пулнă.
 
: 812, Хаçат: 43 (1239), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: