Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Чăн пулни)
 
Шăпа тени çынна таçта та илсе çитерет. Микульпа Наçтук аппа, çамрăк çулĕсене ялта ирттернĕскерсем, ватăлас кунра Аксу ялĕнчен хула çывăхĕнчи яла куçса килчĕç. Аван çурт туянчĕç вĕсем, вити те пур, çĕр улми лартма пахчи те çителĕклĕ.
Ял йытти ял еннелех вĕрет тенĕ чăвашсем. Микульпа Наçтук аппа та кунта ĕçсĕр аптăраса çитрĕç. Пенси укçипе газшăн, çутăшăн тӳле, апат-çимĕç туян, урăх ĕç çук. Хула çумĕнчи халăх килте выльăх-чĕрлĕх тытмасть: те шăршăран хăрать, те ӳркенет.
-Пасарта виç хак парса аш-какай таврашĕ туяниччен яла кайса пăру илер, - канашлаççĕ хайхискерсем. – Йӳнĕ те ӳкет, пахчари çум курăкĕ те сая каймасть.
Чăнах та, Микуль пичче чăваш ялне кайса пăру килĕшсе килет.
-Карчăк, вăхăта тăсар мар, кĕрĕве хыпар ярар.
Кĕçех Микуль кĕрĕвĕ килсе çитрĕ.
-Хуньăм, апай, ырăпа-и, усалпа-и? Хăвăртрах килме хушрăр.
-Ырăпах-ха, кĕрӳ. Эпир пĕр пĕчĕк пăру туянса ӳстересшĕн.
- Хăвăрăн сывлăхăр та питех мар, тата мĕн пăрăвĕ туянма шутларăр?
- Укçа-тенкĕпе питех пулăшаймастпăр. Хăть ачасене аш-какайпа пулăшăпăр, - теççĕ ватăсем.
-Ну, юрĕ. Вăрах калаçсан каç пулса каять. Пăрăвне тупса хунă, кайса илмелле çеç. Çĕрле, тĕттĕмле илсе килер, çынсем ан курччăр, ан пĕлччĕр. Эсĕ те, кĕрӳ, никампа пакăлтатса çӳренĕ ан пултăр. Хальхи саманара кӳршĕ-арша та шанмалли çук, вăрă-хурах ĕçĕпе çеç пурăнаççĕ. Ав кӳршĕ Кирук патне кам кăна килмест путулкă йăтса. Вăтăр чăхă тесе каланăччĕ, халĕ пĕр чăххи те тăрса юлман. Пирĕн те сыхлануллă пулмалла. Пăрăва та пусса çийĕç.
-Хуньăм, çитĕ пакăлтатма. Каç пулса килет. Лар машинана. Ĕçе туса пăрахар.
Çĕнĕ Улхаш ялне çитеççĕ хайхисем. Хуçи ăçтарах пурăнать-ши? Хăш кассине каймалла?
-Кĕрӳ, манăн пуçăм çаврăнсах кайрĕ. Ку ялта тахçанах пулса курман, пӳрчĕсене те арпаштаратăп, пурте пĕр сăнлă, çитменнине, каç пулса çитрĕ. Ав пире хирĕç пĕр çын килет, чарăнса ыйтса пĕлер-ха. Сăпанюк аппа ăçтарах пурăнать?
-Пирĕн ялта кун пек ятлă хĕрарăм çук, Санюк ятли пур, вăл кĕпер урлă каçсан пĕрремĕш урамра сулахай енчен виççĕмĕш килте пурăнать, - пулать хурав.
Микульпа кĕрӳшĕ тĕллесе янă çĕре çитсе чарăнаççĕ, хуллен кăна алăкне шаккаççĕ.
- Каллех, Микуль, эсĕ пуль. Çĕр çывăрма, канма памастăн. Веçех аптăратса çитертĕн. Мĕнле ăнланман çын эсĕ? Качча каймастăп сана. Халиччен пĕчченех пурăнма хăнăхнă, пĕчченех пурăнатăп. Текех алăка шаккаса çӳренĕ ан пултăр. Тепре сас-чĕв пулсан полици чĕнтеретĕп, - илтĕнчĕ шалтан хĕрарăм сасси.
Кĕрӳшĕ чăтса тăраймарĕ:
-Эсĕ мĕн, хуньăм, ухмаха тухман пуль те? Мĕн çитмест сана ватлăх кунусенче? Апайран уйрăлма шутларăн-им? Вăт пыр та калаç. Пăру вырăнне тына арăм шыраса çӳрет вăл. Хуньăм, мана ку çулпа арпаштарса ан çӳре. Апайпа арăм пĕлес пулсан мана паянах çуртран кăларса яраççĕ.
-Ах, кĕрӳ, тем аташса ан кай-ха. Тупата туршăн пăру килĕшсе кайнăччĕ ку хĕрарăмпа.
-Вара Санюк аппа ахальтен каламасть пуль текех шаккаса ан çӳре, качча каймастăп тесе… Çитменнине, сана ятупах чĕнчĕ Микуль тесе. Итле-ха, хуньăм, эс пăру килĕшнĕ чухне эрех ĕçменччĕ-и?
-Ара, пăрăва алă çапса килĕшнĕ вăхăтра ĕçкеленĕ çав. Хулана мĕнле çитсе ӳкнине те тĕлĕкри пек кăна астăватăп. Вокзалтан вара киле çуранах çитнĕ. Ват çынна нумай кирлĕ-им?
-Хуньăм, ӳсĕрле эс ху мĕн калаçнине те пĕлместĕн. Вăл вара пĕччен хĕрарăм.
-Çук, кĕрӳ, кирлĕ мар сăмахсем сӳпĕлтетекен çын мар эпĕ. Çамрăк мар ĕнтĕ. Санюкпа аванах ал парса ырă кăмăлпа уйрăлтăмăр. Эрне хушшинче пăрăва килсе илме калаçса татăлтăмăр. Юрĕ, калаçса татăлнă сăмах укçаран та хаклă терĕ хăй мана. Кĕрӳ, тепĕр хут шаккаса пăхар-ха. Эпир сана качча кайма ыйтмастпăр, пире пăру кирлĕ тейĕпĕр.
Тепĕр хут шаккарĕç хайхисем. Санюк вĕсем çине хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ.
-Санюк, Турă пул-ха, эпир хуларан пăру илме килтĕмĕр. Хулара пурăнакан Микуль пиччӳ ку.
Ку сăмахсене илтсен хĕрарăм алăкне уçрĕ.
-Кĕрĕр, килнĕ çынна алăк уçă, - хăйпе хăй мăкăртатса тĕпеле кĕрсе кайрĕ вăл.
-Эпир çĕрле килнипе çилленмерĕн пуль те?
-Çук, çук. Тукасра пурăнакан Микуль кĕçĕр çĕрĕпе мана канăç памасть. Эсир килес умĕн кăна хапха алăкне çĕмĕрес пек шаккарĕ. Утмăлсене çитсе пыракан хусах вăл. Тарăхтарса вĕлерет. Санюк, качча кай-ха мана, эпĕ сана юрататăп, сансăр пуçне мана никам та кирлĕ мар тесе хăлхана çĕртсе юхтарать. Чăнах та, эп качча кайса курман. Вăтăр çула çитиччен вĕреннĕ, икĕ институт пĕтернĕ, унтан шкулта ачасене вĕрентнĕ, кайран нумай çул директорта ĕçленĕ. Халĕ вара канăва тухрăм. Халь тин качча кайса мĕн тăвас? Çапла пĕчченех ĕмĕре ирттеретĕп. Çамрăк вăхăтра юратнă каччă пурччĕ. Вăл мана кĕтсе тăмарĕ, авланчĕ. Урăх юратнине тупаймарăм, çапла пĕччен тăрса юлтăм. Шухăшра пурччĕ хам валли пĕр ача çуратма. Ун чухне эпир вăтанннă, намăсран, çынран хăранă.
-Юрĕ, сăмахăн вĕçĕ пулмĕ, пăрăва илсе каяр.
-Мĕншĕн çĕрле илсе кайма шутларăр-ха пăрăва?
-Вăрă-хурахсенчен сыхланса. Хулара ялти пек мар вĕт, темле çын та пурăнать. Кӳршĕсемех вăрлама пултараççĕ. Ялта пĕрне-пĕри паллатпăр.
-Микуль пичче, пăрăва хулара ăçта усратăр вара? Хваттерте мар пуль те?
-Эпир шалт хулара мар, ун çумĕнче, Вырыпаевкăра пурăнатпăр. Вăл та хулах шутланать. Унта та пĕчĕк çуртсене пăсса пысăк яташлисене лартса хураççĕ. Пирĕн хамăрăн çурт, вите пур. Шанчăклă вите, пысăк çăрапа питĕрмелле туса хутăм. Апат-çимĕçне тупма пулать, пахчарах курăк-мăян пайтах ӳсет. Ыттине çулса килĕп, ура утать-ха.
Микульпа кĕрӳшĕ Санюк аппа патĕнчен çур çĕр иртни пĕр сехетре кăна тухса кайрĕç. Килне аванах çитрĕç. Наçтук карчăкĕ кĕтсе ывăннипе хыпăнса ӳкнĕ.
-Ăçта çӳретĕр эсир хальччен? Тем сиксе тухмарĕ пуль çул çинче?
Микуль сăмах вакласшăн пулмарĕ. Ырана хăварчĕ. Халĕ вара пăрăвне вырнаçтарса çывăрма выртрĕ.
Ирпе арçын тăриччен карчăкĕ пăрăвне апат панă, витине тасатса кайнă, апат та пĕçерсе хунă. Микуль апатланнă май арăмне ĕнерхи пирки каласа пачĕ. Карчăкĕ ăна вăрçма пикенчĕ:
-Сире, арçынсене, килтен кăларса яма та хăрушă.
-Чарăн-ха, карчăк, ан вĕрилен. Эпир халь çамрăк мар вĕт ют хĕрарăмсен кĕпинчен сĕтĕрĕнсе çӳреме.
-Эс, Микуль, ан та калаç, çамрăк чухнехи йăлу санăн халĕ те пĕтмен. Вилсен те леш тĕнчене хупа пĕрле илсе кайăн.
Карчăкне аран ӳкĕте кĕртрĕ арçын. Ват кунра кӳлешӳ сăмахĕ илтессе шутламанччĕ вăл карчăкĕнчен.
Алăк сасси пулчĕ. Хĕрĕпе кĕрĕвĕ килсе кĕчĕç.
-Апай, хуньăм, еплерех сывлăхсем? Пирĕн пăру мĕнлерех унта?
-Аванах, аванах, апатне çиет, шывне ĕçет. Пĕр сăмахпа каласан пăсăклă пулмарĕ, - шыв пек юхтарчĕ сăмахне карчăк.
-Апайу вăхăтсăр чуна туртса кăларатчĕ. Паян иртенпе мăкăртатать, аран ӳкĕте кĕртрĕм.
-Мĕн пулчĕ тата?
-Пăру илме кайсан вăрах çӳренĕшĕн. Эп ăна мĕн пулса иртнине каласа патăм, шуйттан карчăкĕ, ĕненмест кăна ман сăмаха.
Кĕрĕвĕ каçхи çулçӳрев пирки тĕпĕ-йĕрĕпе каласа парсан тин ĕненчĕ Наçтук. Çемйине сĕтел хушшине ларма сĕнчĕ.
Пăру тамаши çакăнпа вĕçленмерĕ Микульпа Наçтукăн. Вĕсемшĕн чун канăçĕ – ĕç туллиех. Кăнтăрла выльăх апачĕ тăваççĕ, каçхине çитереççĕ.
Пĕр уйăх иртсен вĕсен килĕнче телефон шăнкăртатса кайрĕ. Кĕпçине Микуль тытрĕ.
-Нэрсе, брат, бăзавнă саттасăнмă?! (Мĕскер, пичче, пăрăвна сутмастăн-и?) – илтĕнчĕ телефон кĕпçинчен.
-Нэрсе? Бэзнен базав юк!!! (Мĕскер? Пирĕн пăру çук!!!) – кăшкăрса ячĕ Микуль.
-Син кӳп сулэсиме, бэзде, братан, давно информаци бар. (Эс нумай ан калаç, пирте тахçанах информаци пур), -кĕпçене пăрахрĕ тутар.
Тарăхса кайнă Микуль карчăкне вăрçма пуçларĕ:
-Эс чĕлхӳне чарман ĕнтĕ. Халь тӳс çав нушана. Пĕтрĕмĕр ĕнтĕ. Сасси те хулăн шăнкăравлаканнин, ырă çын марри таçтанах паллă. Бандит сасси. Бандитсене телефон номерне тупасси те нимĕн мар. Атя, карчăк, паянтан хурал тăрар. Кăнтăрла та, каçхине те алăксене питĕрме тытăнатпăр.
Тепĕр уйăхран каллех телефонпа шăнкăравласа çав калаçăва тытăнчĕç.
Кĕр çитиччен темиçе хутчен те шăнкăравларĕ тутар.
Вăйĕ-халĕ пĕтнĕ Микуль кĕрӳшĕ патне шăнкăравларĕ.
-Кил-ха пирĕн пата часрах, ĕç пур, - терĕ.
Кĕрӳшĕ килсе çитнĕ çĕре вăл çĕçĕ хăйраса хучĕ, пăрăва ӳкерме вĕрен хатĕрлерĕ.
-Вçо, тăрантарчĕ, пыра ларчĕ ку пăру, - терĕ Микуль кĕрĕвĕ килсен.
-Нэрсе, брат, бăзавнă саттасăнмă?! – хулăн сасăпа ыйтрĕ кĕрӳшĕ.
-Нэрсе?! – кăшкăрса ячĕ Микуль.- Чим, чим. Эсĕ пултăн-им пире тарăхтараканни? Эпир карчăкпа çу тăршшĕпе канăç курман, кунĕн-çĕрĕн пăру сыхланă! Пăшал туянас шухăш та пурччĕ. «Ылтăн кĕрӳ» - мур илесшĕ! Чун тинех лăпланчĕ. Атя пӳрте кĕрер. Базав бар, мин сатмим. (Пăру пур, ăна сутмастăп.) Выльăх апачĕ пур. Пурăнтăр хĕллеччен.
 
Ульяновск хули.
 
: 798, Хаçат: 43 (1239), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: