Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Халăхсен пĕрлĕх кунĕпе çыхăннă савăнăçлă митингпа шестви Ульяновск облаçĕнчи пур муниципаллă пĕрлĕхре те иртнĕ, унта 15 пин çын хутшăннă.
Чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Аслă вăрçăра çĕнтернĕренпе 30 çул çитнĕ ячĕллĕ лапамран тытăнса В.И.Ленин лапамĕ таран халăхпа пĕрле Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Анатолий Бакаев, Ульяновск хули пуçлăхĕ Марина Беспалова, Раççейри «Народный фронт «За Россию» организацийĕн регионти уйрăмĕн сопредседателĕ Олег Мустаев, 31-мĕш десантпа штурм бригадин командирĕ, Раççей Геройĕ Геннадий Анашкин утнă. Митингра вĕсем çынсене патшалăх тата тĕн уявĕсемпе саламланă.
– 400 çул каялла пĕтĕм Раççей халăхĕ – нацине, мĕнле тĕне пăхăннине пăхмасăр – çĕршыва пĕтесрен сыхласа хăварас тĕллевпе çĕкленет. Çак пысăк та пĕрлĕхлĕ çĕршывра пурăннишĕн пирĕн Козьма Мининпа Дмитрий Пожарские тав тумалла. Халăхсем пĕрле пулсан кăна вăйлă. Çакна пирĕн регион тĕслĕхĕ лайăх çирĕплетет, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Савăнăçлă мероприятире Чĕмпĕр хулине пуçарса яраканăн Богдан Хитровон вилтăпри çинчи плитан копине облаçри краеведени музейне парнеленĕ.
Уява Ульяновскра регионсем хушшинчи «Поющий Симбирск» виççĕмĕш конкурс-концерт тăснă.
Чиркӳ уявĕ иртнĕ
Чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Таса Мария ячĕллĕ чиркĕве сăваплатнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ кĕлле хутшăннă.
Çак уява Германи посольствинчи экономика пайĕн пĕрремĕш секретарĕ Николаус Витцум, Раççейри Европа пайĕнчи евангелипе лютеран чиркĕвĕн епископĕ Дитрих Брауэр, Саратоври пропство çынни Александр Кенинг, Елцер Синодăн президенчĕ, Самарти Çвяттуй Георг ячĕллĕ евангелипе лютеран пĕрлешĕвĕн пасторĕ Ольга Темирбулатова, Атăлпа Кама пропствин евангелипе лютеран чиркĕвĕн пропсчĕ Кристиан Херман хутшăннă.
«Ку чиркӳ пирĕн облаçра чи киввисенчен пĕри шутланать. Вăл Ульяновск хулинчи чи илемлисенчен пĕри. Паянхи юбилей ĕненекенсемшĕн пысăк уяв пулса тăчĕ. Чĕмпĕр-Ульяновск лютеран пĕрлешĕвĕ хăй ĕмĕрĕнче çынсенче чунлăхпа этеплĕхе, ыркăмăллăх туйăмне аталантарассипе сулмаклă ĕçсем тунă, халĕ те çак тĕллевпех ĕçлет,- тенĕ регион пуçлăхĕ.
Вăл чиркĕве пырса çӳрекенсене уяв ячĕпе саламланă, Владимир Проворов пастора нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тав сăмахĕсем каланă.
Бюджетăн тĕп виçисене йышăннă
Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачĕсем регионăн тĕп финанс докуменчĕн – 2014-2016 çулсем валли çирĕплетнĕ бюджетăн – тĕп виçисене пĕрремĕш вулаврах йышăннă.
Ульяновск облаçĕн финанс министрĕн Ольга Максимушкинан сăмахĕпе, область хысни ăна йĕркеленин çирĕп условийĕсене пăхмасăр малашнехи виçĕ çула палăртса хунă пур ĕçсене те пурнăçлама май парĕ.
Экспертсем пĕлтернĕ тăрăх, бюджета хатĕрленĕ чухне РФ Президенчĕ çу (май) уйăхĕнче палăртнă тăкаксен енĕсене тата Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов пиллĕкмĕш созыври регион парламенчĕн пĕрремĕш ларăвĕнче Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачĕсем умĕнче каланă 26 пуçарăвне шута илнĕ. Вĕсем тӳрремĕнех регионăн экономикăпа социаллă аталанăвне пырса тивеççĕ. Унсăр пуçне документра бюджет тăкакĕсен тухăçлăхĕн тĕп тĕллевне палăртнă. Çав вăхăтрах çитес çул валли палăртнин 78 проценчĕ социаллă пĕрлешӳпе муниципалитетсене укçан пулăшу парасси çине кайĕ.
Бюджетăн тĕп виçисем çак хисепрен тăраççĕ: тупăшĕсем – 28,9 миллиард тенкĕ, тăкакĕсем – 32,4 млрд тенкĕ.
 
: 998, Хаçат: 44 (1240), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: