Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ырă йăлана кĕнĕ тăрăх, облаçри юрă ăстисем кашни кĕркуннех «Чăваш шăпчăкĕ» юрă конкурс-фестивале хутшăнаççĕ. Кăçалхине регионсен хушшинчи конкурс теме пулать, мĕншĕн тесен юрăçсен хушшинче Чăваш тата Тутарстан Республикисенчен те артистсем пурччĕ. XII конкурс ку хутĕнче «Киндяковка» Культура çуртĕнче иртрĕ. Сумлă ята çĕнсе илессишĕн 11 юрăç ăмăртрĕ.
 
Конкурс программине Анастасия Ахмерова ертсе пычĕ. Малтанах вăл юрăçсен пултарулăхне хаклама килнĕ хăнасене сăмах пачĕ.
УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев конкурса хутшăнакансене ăнăçу сунса çапла каларĕ:
- Юрăçсем çине пăхатăп та – чунăм савăнать. Пирĕн артистсем сцена çине илемлĕрех те капăртарах костюмсемпе тухаççĕ. Юрлас ăсталăх та ӳссе пырать. Пирĕн артистсем Шупашкара, Мускава çитсе хăйсен пултарулăхне кăтартма, облаçри чăвашсен ятне çĕклеме пултарчĕç.
Облаçри нацисен культурине çĕнетсе аталантаракан центрĕн ертӳçи Н.М. Туркова та чăвашсен культура шайĕ ӳссе пыни пирки каларĕ. Çак ĕçре УОЧНКАн тата Чăваш культура центрĕн тӳписем пĕчĕк маррине палăртрĕ.
Облаçри вĕренӳ министерствин тĕп специалисчĕ Федосия Улендеева çĕкленӳллĕ кăмăлне пытармасăр çапла хушса хучĕ:
– Пăхăр-ха, вĕсен куçĕсем мĕнле ялкăшаççĕ! Хăйсен кăмăллă куллисемпе пирĕн кăмăла та çĕклеççĕ.
«Еткер» телекăларăмăн аслă редакторĕ Олег Мустаев та çĕнĕ ĕмĕр çĕнĕлĕхсем илсе килнине палăртрĕ:
- Чăвашлăх аталаннă тапхăрта эпир те çакăн пек конкурссем ирттереттĕмĕр. Ун чухне, паллах, хальхи пек шайра ирттерме май пулман. Телее, сцена культури ӳссе пырать. Çамрăксем! Сирĕн утас çулăрсем вăрăм-ха. Халăхăмăрпа пĕрле пулăр.
Конкурс икĕ тапхăртан тăчĕ. Кашни юрăç икшер юрă шăрантарчĕ: пĕрремĕшĕнче – эстрада, иккĕмĕшĕнче – халăх юррине.
Тӳрех каламалла, конкурсантсем юрлассипе, сцена çинче хăйсене тыткалас ăсталăхĕпе çăлтăрсенчен пĕрре те кая мар. Уйрăмах Çинкĕл районĕнчи Ялавăр артисчĕсене палăртса хăварас килет. Вячеслав Конюхов вĕрентӳçĕ тăватă юрăçа хатĕрлесе килнĕ.
Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнчен килнĕ Олеся Тушкина юрланă чухне вара (вăл курмасть) залра ларакансен куççулĕ тухрĕ.
Жюри пĕтĕмлетӳ тума кайсан тăхтав вăхăтне Анастасия Ахмерова тата ачасен модине кăтартакан «Этника» ушкăн илемлетрĕç.
Жюри юрăçсен пултарулăхне çапларах хакларĕ:
«Эстрада юрри» номинацире 1-мĕш вырăна Софья Афанасьева (Çинкĕл районĕ, Ялавăр ялĕ) çĕнсе илчĕ, 2-мĕш вырăна – Анастасия Кисамеева (Ульяновск хули), 3-мĕшне – Екатерина Карамзина (Тутарстан).
«Халăх юрри» номинацире 1-мĕш вырăна Людмила Белована (Çинкĕл районĕ), 2-мĕшне Алёна Кузьминана (Чăваш Ен), 3-мĕшне – Олеся Тушкинана (Чăнлă районĕ) пачĕç.
Ытти хутшăнакансем – Анна Головина (Чăнлă районĕ, Каша ялĕ), Светлана Алексеева, Ольга Крыш (Ульяновск хули), Татьяна Фролова (Çинкĕл районĕ) конкурса хутшăннăшăн Дипломсемпе парнесене тата чечек çыххисене тивĕçрĕç.
Кашни çĕнтерӳçе Дипломпа чечек çыххи тата хаклă парне парса чысларĕç. Юрăçсене хатĕрлекенсем те Тав хучĕсемпе ырă сăмахсене тивĕçрĕç. Ульяновск районĕнчи Симĕс Ращара пурăнакан Галина Никитина вĕрентӳçĕ (вăл Тутарстан Республикинчи Шемекре çуралнă) конкурса икĕ ентешне хатĕрленĕ: Екатерина Карамзинана тата Светлана Алексеевана.
Евгений Шепелева (Ялавăр, Çинкĕл районĕ) ятарлă парнепе хавхалантарчĕç.
Çакăн пек уявсене укçа-тенкĕсĕр ирттерме çук, паллах. Пулăшакансем яланхи пекех «Эртел» ушкăн усламçисем пулчĕç: А.П. Альмяшкин, А. Е. Елюкин, П.Т. Азанов, Г.В. Майрабеев, А.В. Фадеев. Владимир Сваев вĕсене те чĕререн тав турĕ.
Культура çуртне кĕрсенех чăваш капăрлăх ытамне лекетĕн. Икĕ чăваш пики хăйсен алă ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Çинкĕл районĕнчи Ялавăртан килнĕ Екатерина Кирюшкина (8-мĕш класс) вак шăрçаран ăсталанă капăрлăхсем, Ульяновскра пурăнакан Наталья Новоселец (унăн йăх-тымарĕ те Ялавăртанах) хăй аллипе çĕлесе илемлетнĕ чăваш кĕписем тăратнă. Курма пыракансем хамăр ăстаçăсене Шупашкартисемпе арпаштарнă.
 
: 968, Хаçат: 44 (1240), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: