Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче Шупашкарта Чăваш наци конгресĕн 8-мĕш съезчĕ иртрĕ. Унта делегатсем ЧНК çĕнĕ президенчĕ пулма Н.Ф.Угаслова суйларĕç. Паян «Канаш» хаçат вулаканĕсене çак ятлă-сумлă çынпа кăштах паллаштаратпăр.
 
Вăл чăваш наци юхăмĕнче, чăваш тĕнчинче паллă çын. Юлашки çулсенче вăл ЧНК вице-президенчĕн тивĕçĕсене туса пырать, çав вăхăтрах çынсене нумай пулăшать. «Тутарстан чăвашĕсем» энциклопедин тĕп спонсорĕ тата авторĕсенчен пĕри пулчĕ, икĕ хут Социализмла Ĕç Геройĕн П.В.Дементьевăн, пĕрремĕш чăваш халăх поэчĕн Николай Шелепин бюсчĕсене тăван çĕрĕсенче лартма укçа-тенкĕ уйăрчĕ. Чăваш тата Тутарстан Республикисенче шкулсенче чăваш Кĕрешĕвне аталантарма мĕн чухлĕ мат, кавир е ытти оборудовани парнеленĕ! Юрă ушкăнĕсене, ансамбльсене тытса тăма, вĕсем валли капăр тум çĕлеме укçа-тенкине шеллемест.
Николай Фёдорович Угаслов 1952 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнче çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан 1967 çулта Шупашкарти строительство техникумне кĕнĕ. Ĕç биографине «Спецстроймеханизаци я» управленире каменщикран пуçланă, унтан маçтăр тивĕçĕсене пурнăçланă. Икĕ çул салтакра пулнă.
Шупашкара таврăнсан Николай Фёдоровичăн пурнăçĕ 102-мĕш строительствăпа монтаж управленийĕпе çыхăннă. Унта вăл 1973-1992 çулсенче монтажникран пуçласа пуçлăха çитнĕ. Ун хыççăн Шупашкарти çурт-йĕр тăвакан комбинат проекчĕн тĕп инженерĕнче вăй хунă. 1981 çулта вăл Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетне пĕтерсе тухать.
1992 çулта чăваш арĕ Арменире çĕр чĕтренсе шар курнисене пулăшса килсен Шупашкарта акционерсен «ТУС» ятлă хупă строительство обществине йĕркелесе ярать. 1999-2001 çулсенче «САПР» обществăн ертӳçи пулать. 2001 çулта вăл каллех «ТУС» обществăна таврăнать, паянччен ăна ертсе пырать – генеральнăй директор.
2011 çулта Н.Ф.Угаслова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне суйланă. Унта вăл экономика политикин, агропромышленность комплексĕн тата экологи комитечĕн членĕ.
Н.Ф.Угаслов «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ», «Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Тутар Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» сумлă ятсене тивĕçнĕ.
Авланнă, ун мăшăрĕ – Ирина — «Пĕртăван Малинасем» юрă ушкăнне йĕркелесе яраканни, пĕртăвансенчен чи асли (вăл Комсомольски районĕнчен). Угасловсем виçĕ ача çуратса çитĕнтернĕ: икĕ ывăл, пĕр хĕр. Шупашкарта пурăнаççĕ.
 
: 711, Хаçат: 44 (1240), Категори: самана cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: