Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пушар хуть те хăш вăхăтра та, хуть те хăш вырăнта та сиксе тухма пултарать. Çавăнпа та ăна сӳнтерме яланах хатĕр пулмалла.
Кĕрхи тата хĕллехи уйăхсенче инкеке сирсе яма ирттерекен профилактика мероприятийĕсене пăхмасăр Ульяновск облаçĕнче лару-тăру лăпкă мар. Хĕрлĕ автан ташласах тăрать, çынсем те вут-çулăмра тăтăшах вилеççĕ.
Мĕнпур пушарсен 70 проценчĕ çынсем пурăнакан кил-çуртра тата вите таврашĕнче пулса иртет. Вут-хĕм килти пурлăха аркатать, пурăнакан фонда самаях сиен кӳрет, çынсен умне инкек, хуйхă-суйхă килсе тăратать. Çулăм çын пурнăçне те шеллемесĕр илсе каять. Вăл сиксе тухнин сăлтавĕсем: сӳнтермесĕр хăварнă электричествăпа газ хатĕрĕсем, пирус тĕпĕсемпе шăрпăксем, тĕрĕс мар хутăнакан кăмакасем…
2013 çулхи кăрлач (январь) уйăхĕнчен пуçласа авăн (сентябрь) уйăхĕччен Ульяновск хулинче 327 пушар пулнă, çав шутран 185-шĕ — çынсем пурăнакан вырăнта. Вут-çулăмра 15 çын вилнĕ, укçа-тенкĕ сиенĕ 35 млн тенкĕпе танлашать.
Кунсерен пушар сӳнтерекенсен пирус туртакан ӳсĕрсен айăпĕпе тухнă вутпа кĕрешме тивет. Чĕлĕм мăкăрлантаракансене , эрехпе алхасакансене куллен çулăмран йăтса тухаççĕ вĕсем. Енчен те çар расчёчĕсем килĕштерсе ĕçлемен пулсан пушарсенче вилекенсен шучĕ тата та ытларах пулнă пулĕччĕ.
Кĕркуннепе хĕлле пушар тухас хăрушлăх ӳснĕ тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене тата ытларах тимлĕх уйăрмалла. Вут инкекĕнчен çăлăнас тесен правилăсене асра тытмалла.
Астăвăр, çыннăн чи хаклă пуянлăхĕ вăл – пурнăç!
Пушар сиксе тухсан 01, 112 телефонсемпе шăнкăравлăр.
 
: 697, Хаçат: 44 (1240), Категори: МЧС

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: