Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Лидия Никитичнапа Василий Павлович Сайдяшевсем пĕрлешни кăçал 55 çул çитрĕ.
Пĕр ялта çуралса, пĕр класра вĕренсе çемье çавăрнă вĕсем. Иккĕшĕ те ачаран тытăнса мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван колхозра вăй хунă. Халь Сайдяшевсем Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче иккĕшех кун-кунлаççĕ. Кунĕсене интереслĕ ирттерме вĕсене «Канаш» хаçат пулăшать. Чăваш хаçатне вĕсем мĕн тухма пуçланăранпах çырăнаççĕ. Кашни кĕçнерникун пĕчĕк ачасем пек хаçата килсе парасса чăтăмсăррăн кĕтсе лараççĕ. «Канаша» алла илсен вара пĕрремĕш страницинчен пуçласа вĕçне çитиччен вуласа тухаççĕ, çĕнĕ хыпарсем пĕлеççĕ.
Лидия Никитична ялти шкулта тăватă класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренмен. Çитет тесе шутланă. Çапла ачаранах колхозри уй-хир бригадинче вăй хунă. Тырă имçамланă çĕрте нумай ĕçленипе сывлăхне пайтах пĕтернĕ. Ун чухне наркăмăшпа сывлани халĕ хăй çинчен аса илтерет. Лидя аппа сахăр чирĕпе аптăрать. Хăйне куллен виçĕ хутчен инсулинпа укол тăвать.
Василий Павловичăн ялта ячĕ урăхла. Ăна Василий ятпа мар, Тимĕр ятпа пĕлеççĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕн çуралнă арçын ачисем вилсех пынă. Çавăнпа вĕсем авалхи чăваш йăлипе ачана тепĕр ят парса шăпана улталама пăхаççĕ: Ваççа тесе çыртарса Тимĕр тесе чĕнеççĕ.
Василий та арăмĕ пекех шкулта 4 класс таранччен вĕреннĕ, çамрăклах колхозра ĕçленĕ. Салтак хыççăн вăл ют çĕре кайма шутламасть. Тăван ялта тĕпленет. 1958 çулта авланать. Мăшăрĕпе пилĕк ача çуратса ӳстереççĕ.
-Ачасене ӳстернĕ вăхăт – чи йывăрриччĕ. Колхозра мĕнле ĕçлесен те кунне 3 тенкĕрен ытларах тӳлеместчĕç. Тата ĕçĕ те куллен çукчĕ. Пирĕн ялта питĕ хастар çынсем пурăнаççĕ. Çурхи тата кĕрхи ĕçсем вĕçленсен ют çĕре ĕçлеме çӳреттĕмĕр, пӳрт тунă, мунча, вите-сарай. Пирĕн ялтан 16-17 бригада тухса каятчĕ. Кашни бригадăра 4-6 çын. Пĕрре тухса кайсан 1-2 çурт хăпартмасăр килместĕмĕр. Укçа-тенке çапла ĕçлесе илнĕ. Çĕнĕ пӳрт те çаплах лартрăмăр. Кахăрлă-Шăхальне (Тутарстан, Çĕпрел районĕ) кайса пура туянтăмăр. Шапашкăна çӳресе мĕнпур алă ĕçне вĕреннĕ. Пирĕн алран пуртăпа мăлатук кайман. Халь пăта çапмасăрах пӳрт тăваççĕ, - каласа парать кил хуçи.
Сайдяшевсен пилĕк ачи те çемьеленсе хулара тĕпленнĕ. Çичĕ мăнукĕ те ӳссе çитĕннĕ. Вĕсем канмалли кунсенче кăна ашшĕ-амăшĕ патне килееççĕ, пулăшаççĕ.
Лидия Никитичнапа Василий Павлович халь «аяйпа» пурăнатпăр теççĕ. Пурнăçа ӳпкелемеççĕ вĕсем. Выльăх тулли картишĕ пушаннишĕн (халь чăхă кăна усраççĕ), чире пула час ватăлма тивнишĕн кулянаççĕ.
 
: 921, Хаçат: 44 (1240), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: