Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Барăш районĕнчи Ĕшке ял администра-цийĕнчи ĕçсене Маргарита Бабынькина йĕркелесе илсе пырать. Калаçма юратнăран, яваплă пулнăран çынсемпе çыхăн-са вăй хума ӳркенмест вăл. Кашнинпех пĕр чĕлхе тупма пĕлет пултаруллă хĕрарăм.
— 1993 çулта мана, Барăшра аш-какай комбинатĕнче вăй хума пăрахса ялта комсомол ĕçне илсе пыма пуçланăскере, Ĕшке ял канашĕн председателĕ Лидия Андреевна Ильина хăй патне чĕнсе илчĕ. Эсĕ пултарма тивĕçлĕ терĕ. Çамрăкскер пур майсемпе унăн шанчăкне тӳрре кăларма тăрăшрăм. Унтанпа икĕ теçетке çул çитрĕ. Халь чăваш ялĕсем пĕтĕмĕшле илсен Емелей ял тăрăхне (пуçлăхĕ – Евгений Тихонов) кĕреççĕ ,-терĕ Маргарита Николаевна.
Ял тăрăхне çичĕ пĕчĕк ялпа посёлок кĕрет: Асьял, Степановка, Хĕрлĕ Барăш, Садовăй, Савăт (Заводская Решётка), Ĕшке пуçĕ (Покровская Решётка) тата Ĕшке. Вĕсенче пурăнакан 1200 çынран пинĕшĕ –чăваш, икçĕрĕшĕ – тутар, вырăс, мордва халăх çыннисем. Ĕшкери, Асьялти çынсем пĕр-пĕринпе тĕпрен илсен чăвашла калаçаççĕ.
—Тата Орлово текен пĕчĕк посёлок пурччĕ, шел, халĕ унта никам та пурăнмасть. Халăхĕ Барăша тата юнашар ялсене куçса пĕтнĕ, – терĕ Маргарита Николаевна.
Ял администраторĕнчен кунти чăвашсене ял пурнăçĕ мĕнпе илĕртет тесе ыйтрăм.
—Чи малтан ĕçлеме юратни, тăван çĕршывран куçса каяс теменни тата уçă сывлăш. Тата мĕн? Виçĕ çухрăмра Барăш хули вырнаçнă, ял витĕр чукун çул иртет, пиртен инçе мар Патреккелĕнче çар чаçĕ пур. Пирĕн арçынсем унта ĕçлеме çӳреççĕ. Транспорт тĕлĕшĕнчен кунта канăçсăрлантаракан ыйтусем пулман, çук та. Ĕлĕкрех Ĕшке витĕр электропуйăс çичĕ-сакăр хут та иртетчĕ, паян – иккĕ. Пирĕн ял витĕр иртекен автобуссем те самай. Çавăнпа та ялта ĕç тупайман чăвашсен Барăшри предприятисене (чăх-чĕп фабрикине, çĕвĕ цехне…), ытти çĕре кайса ĕçлеме май пур. Ан ӳркен çеç. Ĕç пулсан пурнăç та аван. Ялта асьялсемпе ĕшкесен арăмĕсем ĕçлеççĕ тĕк – экскаватор-трактор кирлĕ мар тесе шӳтлеççĕ. Ĕçе ухата эпир. Район пуçлăхĕсем пире хутран-ситрен те пулин аса илкелесех тăраççĕ. Барăш районĕн администраци пуçлăхĕ Сергей Кочетков «Палан» ансамбль юрăçисене чăваш тумне çĕлеме пусма туянма укçа пачĕ. Валентина Вочникова илемлĕ кĕпесем çĕлерĕ. Эпир пурте юрлама çӳрекеннисем-ха.
Веçех аван, йĕркеллĕ пулсан яла çамрăксем те хаваспах юлаççĕ, эппин, тетĕп. Маргарита Николаевна манпа килĕшсе пуçне сĕлтет.
– Ăçта кăпăр-капăр тухса каяс? Ялта çынсене пурăнмалли условисем пур. Хулара кам кĕтсе тăрать пире? Нумай ачаллă çамрăк çемьесем те пур: Ĕшкере, Асьялта. Шăпăрлансем пулсан вĕрентӳçĕсене те ĕç пур. Чувандейкинсен виçĕ ача. Çемье пуçĕ Чечен Республикинче çарта пулнă. Иккĕшĕ те тăрăшуллă çынсем. Ун пек çемьесем тата пур. Ĕшкере паян 319 килте 650 çын пурăнать. Вун сакăр çул тултарман ачасен шучĕ – 106. Асьялта шкула хупни пирки вĕренекенсене пирĕн вăтам шкула автобуспа илсе килеççĕ. Пĕчĕк посёлоксенче те ачасем пур. Савăтран, тĕслĕхрен, 1 вĕренекен çӳрет. Ĕшкере Культура керменĕ, ял администрацийĕ, библиотека, вăтам шкул, почта пур, фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет. Шкул ачисен «Тумлам» юрă ушкăнĕ концертсенче пире савăнтарать. «Канаш» хаçат килсе тăрать.
Сăмах май каласан Маргарита Николаевна çырăнтарупа малашне те çине тăрса ĕçлеме шантарчĕ.
Манпа кăмăлне уçса пуплекенрен Бабынькина хушаматăн вăрттăнлăхне уçма ыйтрăм.
—Чăваш хушамачĕ пек туйăнмасть-им?-ыйтр ĕ вăл вăлтса. – Эпĕ вырăса качча кайнă çав. Пулас мăшăра, строителе, Ĕшкене ĕçлеме янăччĕ. Эпĕ ун чухне Жадовкăри ял хуçалăх техникумĕнчен зоотехника вĕренсе тухнăччĕ. Паллашрăмăр. Туслăх туйăмĕнчен юрату тĕвĕленчĕ те – пĕр çемье чăмăртама шутларăмăр. Авăнăн (сентябрь) 7-мĕшĕнче пĕрлешнĕренпе 28 çул пулчĕ. Упăшка çурта урамран тирпейлет, юсать, эпĕ – шалтан хăтлăх кӳме юрататăп. Ачасем, ывăлпа хĕр, пысăк ĕнтĕ. Эпир асаннепе асатте ята та тивĕçме ĕлкĕртĕмĕр. Мăнук ултă çулта.
Маргарита Николаевна кăçал утă (июль) уйăхĕн 10-мĕшĕнче 50 çул тултарнă. Вăйпитти çамрăклăх тапхăрне пĕтĕмлетмелли вăхăт теме пулать çур ĕмĕрхи юбилей пирки. Сăн-питрен ял администраторĕ питĕ çамрăк, чунĕпе хавха-лануллă, хăюллă курăнать. Эппин, хавхалантаракан çăлкуç ĕлĕкхи вăйпах тапса тăрать.
—Эпĕ пур хĕрарăмăн та хăйне пĕр чĕптĕм те пулин юратмалла тесе шутлатăп. Юратмалла çеç-и? Упрамалла. Эпĕ ачаран спортпа туслă, халĕ те пуçхĕрлĕ тăратăп, урапа тăватăп, çуран кашни кун чупатăп, зарядка тăватăп. Мунча кĕме юрататăп. Куçкĕски умне тăрса пите крем сĕретĕп, хам хатĕрленĕ маска хуратăп.Килте халь упăшкапа иксĕмĕр анчах юлтăмăр. Куллен хамăр валли пĕчĕк уявсем шутласа тупатпăр, ырă сăмахсем нумай калатпăр. Кашни самантрах хăй кама-тăр кирлине туякан çыннăн ватăлма ирĕк пур-и вара? Хĕрарăмăн яланах хитре, телейлĕ пулмалла. Пурнăç пирĕн çинче тытăнса тăрать-çке. Нумай-мĕн пирĕн кăмăлтан килет, - терĕ вăл.
 
 
: 841, Хаçат: 44 (1240), Категори: самана cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: