Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кивĕ Улхашри вăтам шкулта çар тата патриот клубĕ ăнăçлă ĕçлет. Унта 5-8-мĕш классенче вĕренекен 15 ача (вĕсен хушшинче тăватă хĕрача) çӳрет. «Катюша» ят панă вĕсем ăна. Клуб ĕçне çак шкулта вĕрентӳçĕре, унтан директорта нумай çул вăй хунă Михаил Микка ертсе пырать. Званипе вăл – ракета çарĕн капитанĕ.
 
- Çар тата патриот клубне йĕркелес шухăш манăн унчченех пурччĕ. Ачасене патриотла воспитани пани, çар вăрттăнлăхĕсене хăнăхтарни тата этеплĕх нормисене ăса хывни пулас салтаксемшĕн питех те кирлĕ.
Кăçалхи Тăван çĕршывăн хӳтĕлевçин кунĕнче (нарăсăн 23-мĕшĕ) пирĕн шкула хамăр районăн Хисеплĕ çынни (Кунтикав каччи), пĕтĕм Раççейри «Боевое братство» обществăлла организацин Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕн ертӳçи Николай Лазарев хăйĕн пысăк мар ушкăнĕпе килчĕ. Афган çулăмĕ витĕр тухнăскерсем шкул ачисемпе асран кайми тĕлпулу ирттерчĕç. Çĕршыв патриочĕсем пулас тесен тăван яла, çĕршыва чунран юратмалли çинчен, çĕршыва усăллă çын пулас тесен тăрăшса вĕренмелли тата яшсен хăйсене çара кайма хатĕрлемелли пирки каларĕç. 5-8-мĕш класс ачисемшĕн çак тĕлпулу чăн-чăн çар урокĕ пулчĕ. Эпĕ хăнасене çар тата патриот клубне йĕркелес шухăша пĕлтертĕм. Вĕсем çакна ырларĕç. Пулас клуба хаклă парне – Калашников автоматне парнелерĕç. Курни-илтнипе хавхаланнă ачасем çав кунах мана сырса илчĕç, клуба кĕрес кăмăлĕсене пĕлтерчĕç. Çапла 15 ачаран клуб чăмăртанчĕ. Положенийĕпе килĕшсе Уставне йышăнтăмăр. Клуба хаваслă лару-тăрура уçрăмăр. Тĕрлĕ çулсенче хĕрӳ точкăсенче çапăçнă ентешсене чĕнсе илтĕмĕр. Ачасем ялав умĕнче çирĕп сăмах (присяга) пачĕç,- çĕкленӳллĕ кăмăлпа каласа парать Михаил Александрович.
Клубăн хăйĕн уйрăм пӳлĕмĕ пур. Ăна çар тата патриотла воспитани памалли методика тата курăмлă материалсемпе пуянлатнă. Вĕренӳре кирлĕ çар хатĕрĕсемпе (çар кĕреçисем, патронсем, противогаз маскисем) 31-мĕш десант дивизийĕнче сроклă службăра тăракан ентешĕ Евгений Карсаков нумай пулăшнă. Ульяновкри Засвияжски районĕнчи ведомство тулашĕнчи хурал боецĕ Сергей Микка 13 ача валли тӳлевсĕр çар çыннин мĕнпур хатĕрне парнеленĕ. Хĕç-пăшал валли хăйне кĕтес пур. ППШ автомат, вĕренмелли гранатăсемпе минăсем, патронсем пайтах. Ку хатĕрсене йăлтах ентешĕсем илсе килнĕ.
Кивĕ Улхаш ялĕ çар паттăрĕсемпе пуян. Вĕсене чăннипех ял мухтавĕ теме пулать. Кун пирки клубăн пĕр стени çине вырнаçтарнă сăн ӳкерчĕксем каласа параççĕ. Кунта Аслă вăрçăра паттăрла çапăçса пуçĕсене хунисен, Афган тата Чечня вăрçисенче палăрнисен сăнĕсем – пурĕ 30 ытла.
Клубăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтсан Михаил Микка çапла каларĕ:
- Эпир эрнере 1-2 хут пуçтарăнатпăр. Тĕрлĕ музейсене экскурсисене çӳретпĕр, Ульяновскра, Чăнлăра пулса куртăмăр. Шкул ачисем умĕнче хамăр мĕн вĕреннине кăтартса паратпăр: автомата вăхăтпа сӳтсе пуçтаратпăр, ентешĕмĕрсен паттăрлăхĕсем çинчен каласа паратпăр, хĕç-пăшалпа паллаштаратпăр, «Катюша» юрра юрлатпăр. Унсăр пуçне районти, облаçри çар тата патриот вăййисемпе ăмăртусене хутшăнатпăр. Нумайях пулмасть Чартаклă районĕнчи «Чайка» лагерьти çар ăмăртăвĕсене хутшăнтăмăр. Ман ачасем хула ачисенчен пĕрре те кая пулмарĕç, футболла выляссипе, азимут тăрăх объектсем тупассипе 1-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. Автомата сӳтсе пуçтарассипе тата биатлонпа — иккĕмĕш, Калашников автоматне сӳтсе пуçтарассипе Михаил Лаптиков 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Ку ăмăрту пирки «Канаш» хаçатăн 41-мĕш номерĕнче çырса пĕлтернĕччĕ. Унтан эпир çĕнĕ вăйпа, хавхаланса таврăнтăмăр. Малашне хамăра хăш енĕпе ытларах «туптамаллине» палăртрăмăр.
Клубăн усси чăннипех те пĕчĕк мар. Пĕр енчен — шкул ятне çĕклеççĕ, тепĕр енчен — ачасене тĕрĕс воспитани парса Раççей çарĕ валли çирĕп кăмăллă, хастар яшсемпе хĕрсене хатĕрлеççĕ.
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 816, Хаçат: 44 (1240), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: