Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Асьялта пурăнакан Р.М.Муракова 1975 çулта Çинкĕлте педучилище пĕтернĕ те 38 çул шкулта ĕçлесе кăçал тивĕçлĕ канăва кайнă. Сентябрь уйăхĕнчен вара вăл юлашки çичĕ çулта ирсерен хăнăхнă çулпа Ĕшке шкулне каймасть. Ун куçĕ умĕнче ялта нумай улшăну пулса иртнĕ. Чи хурлăхли — 2006 çулта тăван ялĕнче пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкула хупни. Халĕ ял ачисене автобус Ĕшке шкулне илсе çурет.
-Шкулта 24 ача юлнăччĕ, пуçлăхсем ăна хупма шут тытрĕç. Анчах тепĕр çул шкулăн 100 çулхи юбилейĕ пулмаллаччĕ – хăяймарĕç. Уяв иртсе кайсан вара тӳрех РОНО хушнипе шкул çуртне хуллен тустарма тытăнчĕç: алăкĕсене, чӳречисене илсе кайрĕç, урай хăмисене таçта çухатрĕç. Çĕмĕрсе пĕтерсен Ульяновскран вĕренӳ министерствинчен пуçлăхсем килчĕç. «Ма пиртен ыйтмасăр тустарнă?» — теççĕ тĕлĕннĕ пек туса. Вăт çапларах пулчĕ ку ĕç – айăпли камĕ паллă мар. Мĕн тесен те РОНО область хушмасăр хăй тĕллĕн шкула хупаймасть ĕнтĕ, -тет Раиса Михайловна.
Ку чăваш ялĕнче тăван чĕлхене кăклама тахçанах пуçланă, 1948 çултах шкулта чăвашла вĕрентме пăрахнă. 1980-мĕш çулсенче Е.П.Беспалова вĕрентӳçĕ тăрăшнипе чăваш чĕлхине факультатив майĕпе вĕрентме тытăнаççĕ. 1998 çулта вара предмет шайĕнче тепĕр хут вĕрентме йĕркелесе яраççĕ. Елена Павловна ку пуçарура питĕ хастар пулать: пуçлăхсем патне çырусем çырать, Шупашкара каять, унти пуçлăхсемпе курса калаçать, кĕнекесем илсе килет.
1996 çулта шкула хупма калаçусем пуçлансан та Елена Павловна Чăваш наци конгресне çитет, ăна хăтарса хăварать.
1978-79 çулсенче ялти шкула Юхма Мишши, Раиса Сарпи çыравçăсем пырса тĕлпулусем ирттернине, чăваш халăхĕн пуласлăхĕ пирки калаçнине, чăваш кĕнекисем парса хăварнине кунта халĕ те ăшă туйăмпа аса илеççĕ. Анчах Асьял хăй те, ун шкулĕ те вырăнти пуçлăхсем умĕнче ялан пĕр шухăш çеç çуратнă: пĕтермелле, хупмалла…
Шел, вĕсен планĕ пурнăçланса пырать – çавăн пек тăрăшсан та пурнăçланмасăр! Халĕ ялта 35-40 çулхисенчен çамрăкраххисем тăван чĕлхепе калаçмаççĕ. Пĕчĕккисем вара пачах пĕлмеççĕ тесен те юрать. Малашне мĕнле пулассине пĕлме юмăç патне кайма кирлĕ мар – ял пĕтет, чăваш чĕлхи сӳнет…
Ĕç енĕпе те йывăр ял халăхне – çук. Библиотекăра, клубра, апат-çимĕç сутакан киоскра пĕрер çын вăй хурать. Фельдшер пунктĕнче ĕçлекенни – кӳршĕ ял çынни. Çакăнпа пĕтрĕ те. Ял хуçалăхĕсем салансан кунти çĕрсене АСКО компани илнĕ, анчах юлашки çулсенче хирсенче ытларах çум курăк ӳсет. Çынсем вăрмана кайса кăмпа-çырла пуçтараççĕ, милĕк касса хатĕрлеççĕ, çавсене сутаççĕ. Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усрама тăрăшаççĕ. Аш-какайне килсе пуçтарса каяканнисем пур-ха – йӳнĕ хакпа пулсан та. Çавăнпа та çамрăксем ялтан тĕрлĕ хуласене кайнинчен пĕртте тĕлĕнме кирлĕ мар. Кашни хăй пурнăçне йĕркелесе ярасшăн, ĕçлесе укçа илесшĕн.
Чăнах та, юлашки уйăхсенче кунта улшăнусем пулнă. Ял айлăмра, çырма хĕрринче вырнаçнипе йĕпе-сапара кунта кĕрсе тухма çăмăл мар. Суйлав умĕн вара пĕр кандидат çулсене грейдерпа хыртарнă, чул сартарнă, вăрмана каймалли çул çинчи кĕпере юсаттарнă. Ял халăхĕ куншăн питĕ савăннă. «Суйлав мĕншĕн кашни çул пулмасть-ши?» – шӳтлеççĕ çынсем.
 
Барăш районĕ.
 
: 935, Хаçат: 44 (1240), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: