Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Суту-илӳре ĕçлекен тетĕшне пăхса Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнчи Галина Николаевна Аюгова мĕн пĕчĕкрен сутуçă пулма ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕтне пурнăçлас тĕлĕшпе вуннăмĕш класс хыççăн Ульяновскри кулинарипе суту-илӳ училищине вĕренме кĕрет.
-Пирĕн ялта вунă çулччен вĕренме çукчĕ. Эпĕ 9, 10 классене Кивĕ Улхашра вĕреннĕ. Хастар пулнă, лайăх вĕреннĕ, шкулти, ялти пур мероприятисене те хутшăннă. Юрлама, ташлама юратнипе ытти çамрăксенчен айккинче тăрса юлас килмен çав. Çамрăк чух тапăртатса тăнă. Училищĕне вĕренме кĕрсен те çаплах пулнă: тăрăшса вĕреннĕ, уявсене хутшăннă, - каласа парать вăл.
Училищĕне 1973 çулта пĕтерсен Галина Николаевна тетĕшĕ ĕçлекен Кивĕ Улхаш сельповне килет. Пилĕк çул ялта ĕçлет. Çав вăхăтра юратнă çыннипе çемье çавăрать.
1978 çулта Хайкинсен çемйи Ульяновска куçса килет. Галина Николаевна «Хлебторгра», «Пищеторгра» сутуçăра 20 çул вăй хурать. Тăрăшуллă чăваш хĕрарăмĕн ĕçне пысăк хак параççĕ. Унăн сăн ӳкерчĕкне Ленин площадĕнчи «Ульяновск облаçĕнчи чи лайăх çынсем» Хисеп хăми çине вырнаç-тараççĕ, грамотăсемпе, тав çырăвĕсемпе, укçа-тенкĕ парса хавхалантараççĕ. Вăл Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ.
Хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура пулин те Галина Николаевна Хайкина юратнă ĕçне пăрахмасть, Ленин ячĕллĕ санаторири лавккара ĕçлет.
-Эп хамăн ĕçе питĕ юрататăп. Суту-илӳре 40 çул ытла. Çавăнпа манăн ватăлма вăхăт та, май та çук. Хам чăваш пулнишĕн мухтанатăп. Ачасене, юлташсене, çамрăксене чăваш культурипе паллаштарма тăрăшатăп, асаннесем, асаттесем çинчен, хамăр йăласем çинчен каласа паратăп. Чăваш историйĕпе интересленетĕп, мана пирĕн мăнаçлă халăх ăçтан тухни, мĕн ĕçлесе пурăнни, авалхи йăли кăсăклантарать. «Канаш» хаçата та çавăнпах çырăнатăп. Хамăр халăх çыннисем пирки пĕлес килет. Тăван халăх йăли-йĕркине малалла тăсас тесех хĕллехи вăрăм каçсенче алла йĕппе çип тытатăп, тĕрлетĕп, хăш чухне çыхатăп, - тет Галина Николаевна.
 
: 602, Хаçат: 44 (1240), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: