Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Унăн тĕп шăнăрĕ – вăл тĕрĕсрех те тивĕçлĕрех.
 
Тĕп тĕллевĕсем:
1. Нумай çул хушши вăй хуракан тата налуксем тӳлесе тăракан кăна патшалăхран пулăшу (пособи) илсе тăма пултартăр;
2. Пенси фончĕ «шăтăк алана» ан çаврăнтăр, ĕçлекенсенчен пухăнса пыракан укçа ватăсене пенси парса пынă тăкаксене саплаштарма пултартăр.
Хальхи пенси тытăмĕ пенсионерсене тивĕçтермест, мĕншĕн тесен ĕç стажĕ пĕчĕккисем те, 30-40 çул заводсенче вăй хунисем те пĕр калăпăшлă пенси илсе тăраççĕ.
Кĕскен каласан – 2015 çултан ĕçе кĕрекен пенси тытăмĕ виçĕ витĕмлĕ сăлтавпа çыхăнса тăрать: ĕç укçипе, ĕç стажĕпе тата çул-ӳсĕмпе, тивĕçлĕ канăва хăçан кайнипе. Вĕсем мĕн чухлĕ пысăкрах пулаççĕ, çавăн чухлĕ пенси калăпăшĕ те пысăкрах пулать.
Пенси çул-ӳсĕмĕ улшăнмасть.
Ватлăх пулăшăвĕ пуçтарăнать:
1. Совет Союзĕ вăхăтĕнчи ĕç стажĕ тата çĕнĕ Раççейре 2001 çулччен вăй хунă калăпăш. (Ĕç кĕнеки çинчи кăтартусене кăткăс майсемпе балсене куçараççĕ. Пĕр балл 64 тенкĕпе танлашать.);
2. 2002-2014 çулсенчи ĕç тапхăрĕ. (Страх взносĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшне 2015 çулчченхи инфляци шайĕ чухлĕ ӳстереççĕ, ăна 228 уйăх тата пенси балĕн калăпăшĕ çине пайлаççĕ. Пенсин пуçтарăнса пыракан пайне тĕкĕнмеççĕ. Вăл малашне те тенкĕ çинче шайлашса пырать.);
3. 2015 çул хыççăнхи тапхăр. (Пулас пенси çĕнĕ йĕркесемпе шайлашăнса пырать. Вăл пĕтĕмĕшле ĕç стажĕнчен, ĕç укçинчен тата пенсие миçере кайнинчен килет. Пенси çулне çитнĕ çын тивĕçлĕ канăва каймасăр малалла та вăй хурсан – ĕçленĕ кашни пĕр çулшăн 10 балл пуçтарать. Ун çумне пенси калăпăшне ӳстерме май паракан тĕрлĕ коэффициентсем хушăнаççĕ).
Çапла майпа çĕнĕлле пенси виçĕ пайран тăрать:
1. Саккунпа малтанах палăртса хунă тӳлев. (2015 çулта – 4 пин тенке яхăн. Ăна ĕç стажĕ 15 çулран кая маррисем тата 30 балран кая мар пуçтарнисем илме пултараççĕ.);
2. Страхлав пайĕ. (Ĕçленĕ тапхăрта пуçтарăнса пынă балсене ун хакĕ (64 тенкĕ) çине хутлаççĕ. Балл хакĕ кашни çул инфляци шайĕпе ӳссе пырать.);
3. Пуçтарăнса пыракан пай. (Харпăр счётĕнче пухăнса пынă пĕтĕм калăпăша 228 уйăх (срок дожития) çине пайласа уйăхсерен ӳссе пыракан хушма пенси калăпăшне тупаççĕ.).
Пĕтĕмлетӳ.
2015 çултан ĕç пенсине тивĕçме 15 çулран кая мар вăй хурса 30 балран кая мар пуçтармалла. Балсене çапла пуçтараççĕ: ĕç укçи чи пысăкки – çулталăк хушшинче 568 пин тенкĕ е ытларах – 10 балл пуçтарăнать; чи пĕчĕкки – 5 пине яхăн – 1 балл. Çапла майпа – кашни çул.
 
: 704, Хаçат: 44 (1240), Категори: ceнeлeх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: