Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Улах» кăларăма кам мĕнле сăлтавпа çырать. Эпĕ кĕрӳ тарăхтарнăран алла ручка тытрăм.
Ача чухне аттепе аннерен тĕслĕх илсе пурăнма палăртаттăм. Вĕсем тĕпренчĕкĕсен умĕнче харкашнине эпĕ нихăçан та курман. Кăмăлсăр çӳренине асăрхакаланă пулин те пирĕн умра шăкăл-шăкăл калаçатчĕç. Тавах Турра, халĕ те пĕр-пĕрне савса пурăнаççĕ. Хам та вĕсем пекех пулма тăрăшрăм, анчах…
Эпĕ 28 çулта авлантăм. Кӳршĕ район пикине, хамран тăватă çул кĕçĕнрехскере, качча илтĕм. Пĕр-пĕрне чунран юратса пĕрлешрĕмĕр. Анчах ырлăхне нумаях кураймарăмăр. Манăн савнă Иринăна Турă хăйĕн патне ытла та хăвăрт илсе кайрĕ. Пирĕн çиччĕри хĕр пĕрчишĕн те пăшăрханмарĕ-ши вăл?
Пысăк çухатăва чăтма питĕ йывăрччĕ. Пĕтĕм пурнăç арканнăн туйăнчĕ. Кристинăна пăхса ӳстерме аннепе атте пулăшрĕç. Тепĕр хут авланма шухăш пĕрре те çуралмарĕ. Ирина пек лайăххи тупăнмасран хăратăп. Вăл çукки кашни утăмра – чылай çул иртрĕ пулин те – сисĕнет. Хĕр пĕрчине тĕрĕс воспитани парайăттăмăр. Шел, эпĕ ăна асăрхаса çитереймерĕм. Шкул хыççăн малалла вĕренме каймалла чухне ача амăшĕ пулчĕ. Çие юлнине пĕлтерсен пепкене кун çути кăтартассине çирĕплетсех каларĕ. Вăхăт иртсен кукаçи пултăм, савăнтăм. Ача ашшĕ вара хут уйăрттарма килĕшмерĕ. «Пĕччен хĕрарăмсем укçа ытларах илеççĕ», - терĕ. Унăн çывăх тăванĕсем пĕр пӳлĕмлĕ хваттерте пиллĕкĕн пурăннăран пирĕн пата пурăнма куçрĕ. Хирĕçлемерĕм-ха, мĕншĕн тесен ачапа мăнукшăн лайăх тесе шухăшларăм. Хытах йăнăшрăм.
Мăнук çулталăк çурă тултарнă тĕлелле кӳршĕ ялта пурăнакан пĕлĕшĕм пулăшу ыйтрĕ. Тĕл пулсан сăлтавне ăнлантăм – хĕрĕх чĕрнеллĕ хĕрне пулас ачан ашшĕ качча илесшĕн мар. Ăна çавăншăн вĕрентсе илесшĕн иккен. Павел унăн сăн ӳкерчĕкне кăтартрĕ. Малтан çăвара шыв сыпнă пек лартăм, ун хыççăн кăшт кулсан вара пĕлĕшĕм шалт тĕлĕнчĕ. «Ну, пултарать те вара вăл. Хĕрĕм пепкепе килте кунĕн-çĕрĕн ларнă чухне вăл вăрлăхне аякра сапса çӳрет. Çак чунсăр çынна тĕкĕнсе алла та варалас килмест. Тĕпренчĕкĕмпе хут уйăрттармасăр пурăнаççĕ. Хĕрĕме пĕтĕмпех ăнлантаратăп. Ячĕшĕн упăшка кирлĕ мар. "Унăн чăн-чăн арçын пулмалла, арăмĕпе тĕпренчĕкĕсене пулăшмалла, ура çине тăратмалла", - терĕм Павела. Вăл та çав ăçтиçука йышăнмассине пĕлтерчĕ. Анчах кĕрĕве килтен кăларса яни ăса кĕртĕ-ши? Усси пулсан тем пекехчĕ, çапах иккĕленетĕп. «Амăшĕн сĕчĕпе ăс кĕрейменнине качаканнипе кĕреес çук», - теççĕ-çке.
 
Çинкĕл районĕ.
 
: 534, Хаçат: 44 (1240), Категори: Утаман

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: