Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енри Çĕрпӳ районĕнчи Чăваш Патăрьел (Богатырево) ялĕнче ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртнĕ. Ăна çакăнтан тухнă паллă историк, этнограф, педагог, литератор, чăвашсен таврапĕлӳ юхăмне пуçарса яракансенчен пĕри Гурий Иванович Комиссаров-Вантер çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă.
Конференцие чăваш тĕнчин тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килсе çитнĕ. Пирĕн облаçран тăватă таврапĕлӳçĕ кайнă: Д.В. Кузьмин, Н.А.Казаков, И.М.Кирпичников тата Н.Н.Кирюшин. Хăнасене ялти клубăн вулавăшĕнче кĕтсе илнĕ. Вулавăш ĕçченĕсем Гурий Комиссаровăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа паракан стенд хатĕрленĕ. Клубри музейпа паллаштарнă хыççăн Гурий Комиссаровăн тĕп килĕ вырăнне илсе кайнă. Акă мĕн каласа парать ун пирки Николай Казаков таврапĕлӳçĕ.
-Чăваш Патăрьел ялĕ сарлака та илемлĕ. Çырмасем пур. Ытларах пĕренерен тунă кивĕ çуртсем. Гурий Комиссаров çуралнă вырăнта халĕ урăххисем пурăнаççĕ, кирпĕчрен купаланă хăтлă çурт ларать.
Çак ялта чăвашсен тепĕр паллă çынни Фёдор Павлов композитор çуралнă. Ку тĕле те çитсе куртăмăр. Çурчĕ çине Асăну хăми вырнаçтарнă. Унтан чиркĕве çул тытрăмăр. Чиркĕвĕ кивĕ, тахçанах юсаман курăнать. Ялти пачăшкă Гурий Комиссарова асăнса чăвашла кĕлĕ ирттерчĕ. Унтан вăтам шкула кайрăмăр. Чăваш халăх ăслăлăх тата ӳнер академийĕн президенчĕ Евгений Ерагин, вырăнти шкул директорĕ Л.П. Данилова тата икĕ шкул ачи шкул çурчĕ çине вырнаçтарнă Асăну хăмине уçрĕç. Шкулти пысăк залра конференци уçăлчĕ. Ăна Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев ертсе пычĕ.
Шупашкартан килнĕ сумлă хăнасем: ЧПУ профессорĕ В.Г.Родионов, кооператив институчĕн профессорĕ Л.А.Таймасов, гуманитари институчĕн ăслăлăх сотрудникĕ Г.Б. Матвеев, ЧНАНИ Уралçи филиалĕн ертӳçи И.Г. Тарасов, ЧНАНИ президиумĕн членĕ, чăваш халăх ăсчахĕ В.П. Станьял тата нумай сумлă çын кĕске докладсем турĕç. Чĕмпĕр таврапĕлӳçисенчен эпир Николай Кирюшинпа тухса калаçрăмăр. Николай Николаевич авалхи несĕлĕмĕрсен йĕрĕпе çул çӳрени çинчен каларĕ, сăн ӳкерчĕксемпе çирĕплетрĕ. Эпĕ Гурий Вантерăн чăваш таврапĕлӳ ĕçĕнчи вырăнĕ çинчен каласа патăм.
Комиссаровăн Мария ятлă йăмăкĕн хĕрĕ З.Г.Сорокина калаçнине итлеме кăмăллă пулчĕ.
-Эпĕ тетене лайăх ас тăватăп. Вăл ир-ирех тăрса аллине перо тытатчĕ те мĕн çĕрлеччен çыратчĕ. Ăна 30-мĕш çулсенче репрессиленĕ. Вăл 1969 çулхи нарăсăн 25-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Киров облаçĕнчи Санчурск ялĕнче пытарнă. Вилес умĕн вăл тăван яла питĕ таврăнасшăн пулнă. Анчах чире пула çула тухайман,- терĕ вăл тетĕшĕн ал çырăвĕсене тата сарăхнă çырăвĕсене кăтартса.
Юрий Исаев Гурий Комиссаровăн 5 томран тăракан хайлавĕсен пуххине шкул вулавăшне парнелерĕ.
Кашни тухса калаçакан кăкăрĕ çине конференци тĕлне ятарласа кăларнă Гурий Комиссаровăн юбилей медальне çакса ячĕç.
 
: 862, Хаçат: 44 (1240), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: