Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенче Çăлварăн çурçĕр енче вырăнти колхоз пысăк пĕве тунă. Пĕвене вĕт пулăсем ярса ĕрчетме тытăннă. Çавăнпа ăна пулă пĕви тенĕ.
Пĕчĕк юхан шыва колхозниксем тачкăсемпе, лашасемпе çапă, тăпра, улăм турттарса пĕвеленĕ. Колхоз председателĕ Е.В.Салюков, ĕçе ертсе пыраканĕ П.Н.Элли, ĕçлекенĕсем Н.Г.Наумов (Наум Коли), Г.А.Разинов (Даниле Гени), В.И.Ятманов (Ятман Вали) тата ыттисем пулнă.
Пĕвене хута янă хыççăн Çăлвар татах та илемленнĕ, пĕве хĕррисем ешĕл курăкпа витĕннĕ, таппинче хăмăшпа кăкшăм курăкĕ сарăлса кайнă. Пĕве таврашне ял ĕçченĕсем хурăнсем, вĕтĕ хăвасем лартса хăварнă. Пĕвери шыв питĕ таса пулнă, уçăрах тĕлте шыв тĕпĕ те палăрнă, пулăсем ишсе çӳрени те курăннă.
Хăш-пĕр çул çурхи шыв пĕвене татса та кайнă. Татса каясран каярахпа валак туса хăварнă. Пулăсене колхозниксем пăхса, çитерсех тăнă. Вăл вăхăтра колхозăн маслинка, урăхла каласан, хĕвел çаврăнăш çу арманĕ те пулнă. Хĕвел çаврăнăш чустине çăвне юхтарса илнĕ хыççăн пĕвери пулăсене те çитернĕ. Кайран пысăкланнă пулăсене тытса ял çыннисене ĕç кунĕсем тăрăх уйăрса панă, шултра пулăсене ялти пасарта та сутнă.
Пулă пĕви ачасемпе ял çыннисем валли канмалли вырăн та пулнă. Пулă пĕвин ешĕл курăклă ансăр улăхĕсенче ачасем колхоз лашисене кĕтме, выртмана çӳренĕ. Выртмара вĕсем кăвайт чĕртсе çунтарнă, кăвайт йĕри-тавра ларса аслăраххисен халап-юмахне итленĕ. Кунта кăнтăрла та яланах лаша курма пулнă. Пĕве хĕрринчи улăха ĕнесене те çитерме çӳренĕ. Çакăнти çарансенчен çу вăхăтĕнче ял çыннисем утă-курăк çулса илнĕ. Çуллахи шăрăхра ача-пăча пĕвере час-часах шыва кĕнĕ, тĕрлĕрен вăйăсем вылянă. Ял ĕçченĕсем ĕç хыççăн кунта лашасене шăварнă, шыва кĕртнĕ, каçалапа ачисемпе пĕве хĕррине канма та хăпарнă.
Пулă пĕви! Унăн вашмăк çыранĕсем сип-симĕс, çăра курăк айĕнче. Йĕри-таврари сывлăшĕ уçă, çуллахи хĕвел хĕртсе пăхнă вăхăтра та сиввĕн, тутлăн туйăннă. Пĕвере кайăк кăвакалсене те курма пулнă. Ире хирĕç тата тĕрлĕ кайăксем чĕвĕлтетнĕ, кăнтăр енчен автансем авăтни илтĕннĕ.
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен.
 
: 841, Хаçат: 44 (1240), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: