Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
***
Мулкач çури, çитĕннĕскер,
Вăрман шкулне пĕтернĕскер,
Шутлать каймашкăн ăслăлăх шкулне.
Хăй йăвинчен тухмасăр виç эрне
Тĕрĕслеве хатĕрленет:
Вулать, çырать, пĕтĕмлетет…
………………………………...
Иртсе кайсан тĕрĕслевсем
Кĕç пĕлтереççĕ аслисем:
«Сан пуçунта пĕлӳ çителĕклех,
Тĕрĕслеве ирттертĕн чиперех,
Анчах…
Илме пултараймастпăр хальлĕхе».
«?!»
«Мĕн-ма тесен кĕсйӳ çӳхе».
Мулкач çури çакна илтсен
Тăрать пĕр авăк тĕлĕнсе.
Кайран
Лăпланайсан
Пуçне пĕр шухăш çĕмĕрсе кĕрет:
«Çак пурнăç кăлтăкĕ хăçан пĕтет?»
 
Хушнă – тумалла
 
Вăрман Сысни пит тăрăшса чавать.
Юлташĕ лăпкăн çеç ыйтать:
- Çăкалăхра мĕскер чаватăн?
- Йĕкел шыратăп.
- Эй тамаша… Йĕкел пулмасть çăкалăхра,
Ăна шырамалла юманлăхра.
- Ăçта шырамаллине аван чухлатăп.
- Мĕн-ма тата кунта чаватăн?
- Эп Пуçлăх хушнине тăватăп.
- Хушни, чухла-ха, ухмахла,
Эс ĕçлени те кăлăхла.
- Хушу мĕнле – кăсăкланмастăп,
Мана вăл хушнă – эп тăватăп.
Юрас тесен Пуçлăхсене
Эс йышăн эпĕ сĕннине:
Ан хирĕçле Пуçлăхсене,
Ту чĕмсĕрленсе мĕн хушнине.
Эс, вулакан, ан пул-ха чĕмсĕр.
 
Вăрмана касаççĕ
 
Пĕлĕтелле кармашнă хырă тăрринче
Чакак тĕл пулчĕ Пакшана кун вĕçĕнче.
Чаклатрĕ чак-чак-чак! Чакак:
- Ан сик-ха васкаса, тăхта пăртак,
Хам ĕçĕмпе вĕçетĕп эпĕ пур енче,
Вĕçме тӳр килнĕччĕ кантур çывăхĕнче.
Унта илтсеттĕм пĕр хыпар,
Санпа калаçмасассăн чунăм лăпкă мар.
Пĕлетĕн-и, çак вăрмана
Касса тĕп тумалла, тет, ыранах.
- Ай-уй! Мĕн-ма касаççĕ-ха ăна?
Кам хушнипе?
- Касмашкăн йышăннă, тет,
Мăн Пуçлăх сĕннипе.
- Пулман та-ши вара хирĕçлекен?
- Хирĕçлекен çук мар. Анчах хăвах пĕлен:
Нумайтарах çав кантурта
Мăн Пуçлăх майлисем,
Вăт çавăнпа çĕнтернĕ те вĕсем.
- Вăрман пĕтсен мĕн тумалла?
Вăрман чĕр чунĕсен ăçта пурăнмала?
- Вăрман пĕтни вĕсемшĕн пурпĕрех.
Вĕсен вăрманĕсем лере –
Çич тинĕс леш енче.
- Эй, тĕнче-е-е…
 
Пухура
 
Картишĕнчи пĕр пухура
Мăр-Мăр Кушак сăмах калать:
«Йĕркелĕх çук хуçалăхра,
Майпен хуçалăх юхăнать.
Каяш капланнă картара,
Кĕрес тесен путать ура.
Хавшанă ав шыв такани –
Нумай пулать шыв яманни.
Тумлам шыв çук ĕçес тесен,
Имшерленеççĕ выльăхсем.
Пурсуй виçесĕр ашкăнать,
Выльăхсене вăл тустарать…»
Лутра Улай сиксе тăрать:
«Вăл Хуçана мĕн-ма хурлать?
Ан калăр ун çинчен суйса,
Вăл маншăн чи аван Хуçа.
Хуçа сăпайлă та маттур,
Унра ыр кăмăллăх та пур.
Вăл пулăшать ман çемьене,
Тупса парать мĕн кирлине.
Выльăхсене вăл юратать,
Ачашласа пуçран шăлать».
Имшер Вĕшле мала тухать,
Калас тесе çăвар уçать:
«Мăр-Мăр Кушак каланине
Хуçа чикмест те хăлхине.
Улай калать хăй сăмахне
Тачка Хуçа илтмеллине».
……………………………
Пуху иртсессĕн самайран
Шалт тĕлĕнеççĕ Хуçаран:
Лутра Улай ун çумĕнче,
Мăр-мăр Кушак картишĕнче.
 
 
Пăру тата Услап
 
Каш-Кашаман Çури Услап
Пĕррехинче, шĕвек ĕçсе тултарнăскер,
(Пĕррехинче çеç мар, пулать ку час-часах,
Кун пек чухне вăл ăсĕпе чăлах)
Вăрман уçланкине тухать,
Унта Пăру сиккелесе вылять.
Ярса тытать ăна Услап,
Çыртать, туртать аманмаллах.
Пăру ашшĕ, тĕрĕслĕхе юратакан Пăши,
Пăру аманнине пĕлсен калать:
«Ку пулăмран çапать тĕрме шăрши.
Сар Тилĕ кантурне евитлеме каять.
Кантур хуçи, çак вăрманта йĕркелĕх тăвакан,
Çу сĕрнĕ пек калать, лăплантарать:
«Паллах,
Çав Услапа явап тыттармаллах.
Сан çăхавна
Пăхса тухатпăр ыранах.
Пĕлтерĕпĕр часах».
Пăши кĕтет.
Пĕррехинче Ăсан: «Кĕтетĕн кăлăх, - тет, -
Хăвах ăнлан:
Каш-Кашаман Утамана пулăшакан.
Чапрас ураллă Утаман
Çак вăрманта хуçа».
……………………..
Пăши уйрăлаймасть пĕр шухăшран:
«Кам тунă-ши çак пурнăçа?»
 
 
Шурă Сурăхпа Качака Таки
 
Шур Сурăхăн шап-шурă Путекки
Çерем çинче хавасланса сикет.
Инçех те мар сухаллă Качака Таки
Ем-ешĕл курăка чĕпĕткелесе çиет.
Хаваслă Путеке асăрхасан
Çĕре сирпĕнтерсе чупса пырать,
Пуçне пĕксе, мăйракине карăнтарса
Черченкĕ чĕр чуна тĕксе йăвантарать.
Шур Сурăх Путеке ачашшăн çупăрлать,
Сухаллă Такана вăрçмашкăн тытăнать:
«Ах, намăссăр! Ах, кĕççе пит!
Сан пуçунта ăс юлнă-ши çур шит!»
Сухаллă Мăнтăр Качака Таки шăлне йĕрсе
Ним пулманла каять иртсе.
«Эй, Хураçка! – чĕнет Шур Сурăх
Йĕрке тытса тăракана, -
Чар ирсĕре, хупса хур картана,
Ун мăшкăлне чăтмашкăн хал çук урăх».
Çук Хураçка. Ăçта?
……………………..
Чăн пурнăçра та пур вĕсем –
Сухаллă мăнтăр «такасем»,
Айăпсăрах пырса тĕкеççĕ,
Сиенлетеççĕ.
Ăçта йĕрке тăвакансем?
 
 
Ульяновск хули.
 
: 887, Хаçат: 44 (1240), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: