Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шикленмесĕр эп уçса кĕретĕп
«Канаш» редакцин алăкне.
Ыркăмăллăх хаклă тупраран та,
Хăна пек йышăнаç килекене.
 
Вăрăм ĕмĕрпе телей сунатăп
Ывăнма пĕлмен ĕçченсене.
Ырă çынсене сума сăватăп,
Чăваш хаçачĕн туслă ушкăнне.
 
Хамăн чĕлхемпе эп те çыратăп,
Пурăнап шанса йышăнасса.
Сăмах çиппине çăмхана пухатăп.
Туслă йышпала пурăнма ансат.
 
Çавăтса пырсан та эп кĕреймĕп
Поэзин кăткăс тĕнчине.
Пушкин, Лермонтов тата Есенин
Кашниех çырать хăй чĕлхипе.
 
Тĕлĕнмелĕх туйăм Ырьятра –
Ахальтен чысламĕç халăхра!
Ултă кĕнеке калăпласан
Сăлтав тупаймăр хурлама!
 
Йĕлмел Микулайĕн – çителĕклĕ шайĕ
Çитме уçлăх Çăлтăрĕ патне.
Пегас урапийĕн тилхепийĕ,
Паян унăн çирĕп аллинче.
 
Серте Мишшипе эп тĕл пулманччĕ,
Сăввисем пит чаплă – вуланă нумай.
Чĕрĕ сассине унччен илтменччĕ,
Пăлханса итлерĕм – чăн-чăн Левитан.
 
Куçлăх айĕпе пăхса сăнать Богатов –
Академик, критик, çыравçă, поэт.
Сăмахпа чуна пырса тивет вăл –
Те чăнах калать, те витлешет.
 
Пултаруллă чăваш хĕрĕ Рейтер,
Тивĕçлĕ таланчĕ куçкĕрет.
Пурнăçра, ĕçре веçех йĕркеллĕ,
Туйăмпа, чунпа пиçсе ĕçлет.
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 731, Хаçат: 44 (1240), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: