Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн пахчара элеутерококк текен тĕм йывăççи ӳсет. Сиплĕ теççĕ. Тĕплĕнрех паллаштарма пултараймастăр-ши çак йывăçпа?
Алексеевсем.
Чăнлă районĕ.
 
Элеутерококк – тĕмĕ йышши 4-5 метр çӳллĕш ӳсекен сиплĕ йывăç. Халăхра ăна женьшенпе танлаштараççĕ. Йывăçăн тунисем йĕплĕ, çулçисем ал тупанĕ евĕр, пилĕк вĕçлĕ. Элеутерококк çулла çеçкене ларать, чечекĕсем хăмăр кăвак е сарă тĕслĕ, çырлисем пиçсе çитсен йăлтăркка хура çаврашкана аса илтереççĕ, ăшĕнче пилĕк сарă вăрă.
Элеутерококкăн сиплев вăйĕ вуншар метр тăршшĕ аталанакан тымарĕсенче тата çулçисенче.
Элеутерококк 50 çул каялла кăна çыннăн пулăшаканĕ пулса тăнă. Унччен ун çинчен ăсчахсем пĕлмен. СССР наукисен академийĕн ĕçченĕсем тайгана экспедицие кайсан упасемпе пăлансем тата ытти чĕр чунсем çак йывăç çулçине çинине асăрханă. Ăсчахсем тĕпчеме пуçланă, йывăçăн тымарĕнче çичĕ тĕрлĕ гликозид тупнă, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ тĕнче наукинче паллă пулман. Çаплах йывăç эфир çăвĕсемпе, сăмаласемпе, ӳсен-тăран çăвĕсемпе, витаминсемпе (ытларах каротинпа тата С витаминпа) пуян пулнине тупса палăртнă.
Шăшисемпе сăнав ĕçĕсене ирттерсе çакна палăртнă: ӳсен-тăран чăтăмлăха, вăя ӳстерет. Çакăн хыççăн элеутерококпа спорт медицининче усă курма тытăннă.
Элеутерококкăн тымарне кĕркунне – çулçисем тăкăнса пĕтиччен авăн уйăхĕн çурри хыççăн – хатĕрлемелле, тымарăн 15-20 процентне çĕр ăшĕнче йывăç пĕтесрен хăвармалла. Пĕр тĕмĕрен çичĕ çулта пĕрре кăна тымарсене кăларма юрать. Тымарсене тăпраран силлесе тасатнă хыççăн çумалла, турамалла та пӳрт тăрринче е кăмакара 70-80 градус вĕрире типĕтмелле. Хатĕр тымара пир хутаçра усрамалла. Полиэтилен хутаçра вăл наркăмăша çаврăнать.
Çулçисене утă уйăхĕнче пухмалла, типĕтмелле.
Килте элеутерококк тымарĕпе çулçисенчен настойка, экстракт хатĕрлеме пулать, ăна чей çине ярса е вĕри шывра тытса ĕçме юрать.
Настойка хатĕрлеме 150-200 грамм ӳсен-тăран тымарне илмелле те 1 литр 40 градуслă спирта ямалла, тăтăшах пăлхатса икĕ эрне тытмалла. Кун хыççăн настойкăна сивĕ çĕрте (тĕттĕм вырăнта) лайăх хупланă савăтра усрамалла.
Кунне 2-3 хутчен çуршар чей кашăкĕ ĕçмелле. 20-30 кун сипленмелле.
Сиплĕхĕ ан пĕттĕр тесен тымарпа çулçа вĕретмелле мар, вĕри шыв ярса 10 минут лартсан ĕçме юрать.
Хатĕр настойка аптекăсенче те сутăнать.
 
: 723, Хаçат: 44 (1240), Категори: пeлсе тaма

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: