Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Фермер хуçалăхĕсем йĕркеленме тытăнсан ял хуçалăх институтĕнче агроном специальноçне алла илнĕ çамрăк специалист, Чăнлă районĕнчи Орловка ялĕнче пурăнакан Павел Узиков хăйĕн вăйне ертӳçĕ ĕçĕнче тĕрĕслесе пăхма шутлать.
Вăл ачаранах çĕре юратса ӳснĕ, çуллахи каникулсенче комбайнёрăн пулăшаканĕнче тар тăкнă. Çĕр ĕçĕн йывăрлăхне те, ыррине те пĕчĕкрен туйнă. Хуçалăха йĕркелесе ертсе пыма та шикленмен вăл. Ăс паракансем, пулăшакансем, тĕслĕх илмеллисем пулнă. Ашшĕ, аслашшĕ ĕмĕр тăршшĕпех ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ, колхоз-совхоз ертӳçисем пулнă. Аслашшĕ - Александр Павлович – вăрçă хыççăнхи чи йывăр çулсенче колхозсене çĕкленĕ, 15 çул Чăнлă районĕнчи тĕрлĕ хуçалăхсене ертсе пынă. Ашшĕ – Анатолий Александрович – ял хуçалăх предприятисен ертӳçи лавне 26 çул туртнă, халĕ те халăхшăн ĕçлет, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ. Çапла, аслашшĕпе ашшĕн çулне суйласа илсе Павел Анатольевич 1999 çулта хресчен фермер хуçалăхĕн ертӳçи пулса тăрать. Паянхи куна Узиковсен ял хуçалăхĕнчи ертӳçĕ стажĕ 50 çул.
Павел Узиков фермер ĕçне 25 гектар çĕртен тытăнать. Халĕ унăн пурлăхĕнче пĕр пин гектар çĕр.
- Кăçал эпир 300 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ тата 500 гектар пĕрчĕллĕ культурăсем акрăмăр. 200 гектар çĕр канать, хура пусă хăварнă. Ял хуçалăх продукцине вăхăтра та ăнăçлă туса илме пирĕн кирлĕ техника пур. Ĕçлекенсем нумай мар, ытларах хамăр тăвансемпе тыр-пул пăхса çитĕнтеретпĕр. Пĕри аван ĕçлет те тепри начар тесе калаймастăп. Пурте тăрăшаççĕ: Владимир Александрович Узиков, Николай Михайлович Узиков, Владимир Сергеевич Улендеев, Андрей Васильевич Талягин, Олег Михайлович Нюкин, Пётр Николаевич Аюгин тата ыттисем те. Пĕрремĕш пулăшаканăмсем вара – Владимир Александровичпа Николай Михайлович Узиковсем. Коллектив та пирĕн çамрăк, вăтамран 35-40 çулта. Ялан пĕр çынсем ĕçлеççĕ, каякансем çук. Ĕç укçи вăхăтра тата тивĕçлĕ пани çынсене хавхалантарать,- каласа парать Павел Анатольевич.
Узиков хуçалăхĕнче вырма ĕçне вĕçленĕ. Тулă гектартан 40 центнер тухнă. Пысăк пахалăхлă тухăç илнĕ кăçал: виççĕмĕш класлă, клейковини - 30. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ те лайăх тухасса шанаççĕ.
Фермер хуçалăхне 12-мĕш çул ертсе пырать Павел Узиков. Çак тапхăрта ăннă çулсем те пулнă, ăнманнисем те. Çанталăк çĕр ĕçченне тĕрĕслесе те пăхать. Хуçалăха ертсе пыма агроном пулни кăна çителĕксĕррине ăнланать вăл. Çавăнпа Санкт-Петербургри политехника университечĕн филиалне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет, “Финансы и кредит” специальноçа алла илет.
Павел Анатольевич çаплах “Чăнлă районĕ” муниципаллă пĕрлĕхри район канашĕн халăх депутачĕ. Хăйне шанса суйланă округри çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшать вăл.
Çĕр ĕçченĕн йăхĕнче ӳссе çитĕннĕ Павел Анатольевич Узиковăн çемйинче икĕ ача çитĕнет – ывăлпа хĕр. Йăха тăсаканĕ – Александр Павлович – мăн аслашшĕ ятлă. Вăл мăн аслашшĕн, аслашшĕн, ашшĕн ĕçне малалла тăсаканĕ пулмалла. Ахальтен каламасть ача: “Эп çĕре çав тери юрататăп. Улăп пулнă пулсан ыталаса чăмăртăттăм”.
 
: 1099, Хаçат: 39 (1131), Категори: ентешсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: