Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Чӳкĕн 1-4-мĕшĕсенче Мускавра професси маçтăрĕсен 2-мĕш уçă ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта РФ 25 регионĕнчен 500 ытла вĕренекен хутшăннă. Вĕсен ĕçне 160 эксперт хакланă.
Çамрăксем 17 специальноçпа ăмăртнă. Вăл шутра металл шăратасси, автомеханика, мехатроника, автомобильсене юсаса пĕветесси, вентиляци тытăмне вырнаçтарасси, хăйрасси, цифрăллă тата фрезер станокĕсемпе, робот техникипе, медицина оптикипе ĕçлесси, ювелирсен, поварсен, парикмахерсен, косметологсен ăсталăхĕ тата ытти те. Ульяновск облаçĕнчен ăмăртăва виçĕ çамрăк хутшăннă. Кăлаткăпуçĕнчи технологипе техника колледжĕнче вĕренекен Антон Лёвин «Автомеханика» номинацире 3-мĕш вырăн йышăннă.
-Пирĕн регионта вĕренекенсем иккĕмĕш хут çĕнтерӳçĕсен йышне кĕчĕç. Пирвайхи хут кăçалхи çу уйăхĕнче Кăлаткăпуç районĕнчи Дмитрий Малюткин та çав номинацирех çĕнтернĕччĕ. Çакă пирĕн регионта рабочи профессисене çӳллĕ шайра хатĕрленине пĕлтерет,-тенĕ облаçри вĕренӳ министрĕ Екатерина Уба.
 
Аслă Нагаткин – Раççейри чи хăтлă ял
«Раççейри чи хăтлă хула (ял) тăрăхĕ» конкурса РФ регионсен аталанăвĕн министерстви кашни çулах ирттерет. Кăçалхи конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе Ульяновск облаçĕнчи икĕ хула-ял министерствăн свидетельствисене тивĕçнĕ.
Хула тăрăхĕсем хушшинче çурт-йĕрпе комуналлă тивĕçтерӳсен пахалăхĕн шайне ӳстернипе Димитровград хули палăрнă. Ял тăрăхĕсем хушшинче çак кăтартусене шута илсе РФ Правительствин II степеньлĕ дипломĕпе тата премипе (укçан) Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткин ял тăрăхне наградăланă. Тăрăхăн пуçлăхĕ Ирина Мигукова ячĕпе Тав çырăвĕ килнĕ.
 
Педагогика университечĕн ректорĕ улшăнать
Тамара Девяткинана И.Н.Ульянов ячĕллĕ Ульяновск патшалăх педагогика университечĕн ректорĕн ĕçне вăхăтлăха илсе пыма шаннă. Иртнĕ эрнерен вăл регион правительствин председателĕн çумĕн ĕçне пăрахса яваплăха хăй çине илнĕ.
Унччен педагогика университетне Анатолий Бакаев ертсе пынă. Кăçалхи авăн уйăхĕнче ăна облаçри Саккунсем кăларакан Пухăвăн председательне суйланă. Çавăнпа та РФ вĕренӳпе ăслăлăх министрĕн хушăвĕпе ăна ректор ĕçĕнчен хăтарса университет президентне лартнă.
Тамара Девяткина аслă вĕренӳ учрежденин ĕç коллективĕн конференцийĕнче çĕнтерсен тата унăн кандидатурине РФ вĕренӳ тата ăслăлăх министерствинче çирĕплетсен ректор пулса тăрать.
Сергей Морозов каланă тăрăх, Ульяновск облаçĕ Атăлçи тăрăхĕнчи вĕренӳ центрĕ пулнă та, юлать те.
-Тамара Владимировна – пуян опытлă çын, çак ĕçре пысăк çитĕнӳсем тума пултарать тесе шутлатăп, -тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Экспертсен шухăшĕпе, Тамара Девяткина педуниверситета ертсе пыма пуçлани унăн аталанăвне пысăк витĕм кӳмелле. Тамара Владимировна – хăй те педагог. Вăл ертсе пынипе вĕренӳ заведенийĕ унчченхи пекех паха пĕлӳ паракан тата вăйлă университетсенчен пĕри пулса тăмалла.
 
Сакăр çулхи çитĕнӳсем пысăк
Облаçри юлашки сакăр çулхи политика регионти экономикăна çирĕп тăма майсем туса панă.
Çак тапхăрти экономика политики инвесторсене явăçтарассипе, пĕчĕк услама тата регионти йăлана кĕнĕ промышленноçа аталантарассипе çыхăннă. Кун пирки Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр правительство ларăвĕнче пĕлтернĕ.
-Эпир тĕрĕс çул суйласа илнине кăтартусемпе çирĕплетме пулать. Регионти пĕтĕм продукт 2008 çулпа танлаштарсан 9 процент ӳснĕ, Раççейпе вара – 4. Çаплах çак тапхăрта облаçри промышленность производствин калăпăшĕн индексĕ тата ял хуçалăхĕнчи туса илекен продукцин калăпăшĕ Раççейри тата Атăлçи федераллă округри вăтам кăтартусенчен пысăкрах, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Сергей Морозов çакна та асăрхаттарнă: тĕнчери тата Раççейри экономика улшăнса пынă май регионăн аталану модельне те улăштармалла. Нумаях пулмасть кĕпĕрнаттăр 2014-2016 çулсенче экономикăна аталантарса тупăш илмелли мероприятисен тата социаллă политикăпа реформăсен планне алă пусса çирĕплетнĕ.
 
: 1077, Хаçат: 45 (1241), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: