Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Тимĕрçен тăрăхĕнче аслă çулсенчи çынсем Николай Петрович Чамкин ятне лайăх пĕлеççĕ. Вăта Тимĕрçен ялĕнче 1936 çулта хресчен çемйинче çуралнăскер 11 çултах колхоз хирĕнче ĕçлеме пуçланă. Вăрçă ачи теççĕ халь вĕсем пирки.
 
-Вăрçă пуçланнине эп тĕлĕкри пек кăна астăватăп. Сентре çинче выртатăп. Чӳречерен шаккаса çӳреççĕ, кашăк илмелле, çимелли, клуб умне пухăнмалла теççĕ. Аттене, Тимĕрçенти МТСра тимĕрçĕ-слесарьте ĕçлекене, военкомата илсе кайрĕç, анчах фронта илмен, хăварнă. Районта пурĕ икĕ МТС пулнă, унти ултă çынна çапла вăрçа яман. Кашни 6 уйăхра чĕнтерсе бронь панă. «Вăрçа кайсан авантарахчĕ», - тетчĕ атте тарăхса. Çын сăмахне те нумай илтнĕ ĕнтĕ вăл, вăрçăра мар тесе курайманнисем пайтах пулнă, çитменнине, НКВД та вĕсене тĕрĕслесех тăнă. Пурĕпĕр ялти ытти çынсемпе танлаштарсан эпир вăрçа çăмăлтарах чăтса ирттернĕ. Пирĕн пилĕк ачаччĕ çемьере. Кăнтăрла МТСра ĕçлекенсене апат çитеретчĕç. Атте хăй çимесĕр апатне пире валли илсе килетчĕ. Çĕнтерӳ хыççăн вара аттене «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенче Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăларĕç, - аса илет Николай Петрович.
Шкулта çичĕ класс кăна пĕтернипе Николай Чамкин çырлахман, тӳлевлĕ пулин те вăтам пĕлӳ илнĕ. Анчах малалла вĕренме каччăн май пулман. Ун хыççăн Кузоватовăри механизаци училищине кĕнĕ, тракторист-машинист специальноçне илнĕ хыççăн 1957 çулта Казахстана Акмала облаçне вырмана кайнă. Унта çамрăк специалиста тӳрех комбайн çине лартнă.
Икĕ çул вăй хурсан Николай Петрович тăван тăрăха таврăнать. Ăна тăрăхри чаплă комбайнёрăн, вăрçă вăхăтĕнче трактор бригадин бригадирĕ пулнă, СССР Аслă Канашăн депутачĕн Ксения Герасимовна Пракован пулăшаканне лартаççĕ. Çамрăк çын тăрăшса ĕçленине курса Ксения Пракова комбайнне Николай Чамкина шанса парать, хăй пенсие каять.
-Шанăçа эпĕ тӳрре кăлартăм. Пирĕн бригада ялан малтисен ретĕнче пулнă. Ĕçленĕ вăхăтрах эпĕ 1959-1961 çулсенче комсомол секретарĕн ĕçне илсе пытăм. Ун чухне Анат тата Вăтам Тимĕрçен пĕр хуçалăха пĕрлешнĕччĕ. 1961 çулта пире Тюмень облаçĕнчи хуçалăхсене пулăшма ячĕç. Юр ларичченех ĕçлерĕмĕр. Унтан таврăнсан мана кĕтмен çĕртен райкома чĕнтерсе ертӳçĕсен икĕ çуллăх курсне вĕренме ячĕç. Çулталăк вĕренсен колхозăн партком секретарьне лартрĕç. 1964 çулта вара (Чăнлă районне туса хурсан) райком инструкторне куçарчĕç. Малашне райком хушнипе «Новоникулинский» совхозра, Вăта Тимĕрçенте çĕнĕрен йĕркелесе машинапа мелиораци станцине, кайран механизациленĕ куçăмлă колоннăна (ПМК) ертсе пынă. Пуянччĕ, пысăкчĕ станци, унта К-700, Т-100М, ултă ТТ-74 трактор, ултă автомашина пурччĕ. Çав вăхăтрах рабочисем валли пурăнмалли тăватă çурт хăпартрăмăр. Çуллахи вăхăтра 50 çын ытла ĕçлетчĕ организацире. Эпир Ульяновск, Тереньга районĕсенче те ĕçленĕ, - каласа парать вăл.
Ĕçленĕ вăхăтрах Николай Петрович куçăмсăр майпа Ульяновскри ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет. Агроном специальноçне алла илет.
1972 çулта Николай Чамкина ялти колхозăн тĕп агрономне лартаççĕ. Тăватă çул ĕçлесен вăл «Память Куйбышева» колхоз председателĕ пулса тăрать. 1979 çулта колхоза икке пайлаççĕ: «Память Куйбышева» колхоза Пётр Сербуков, «Дружбăна» Николай Чамкин ертсе пыма пуçлаççĕ. 1986 çулччен пуçлăх ĕçне илсе пырать вăл.
Колхоз малтисен шутĕнче пырать. Икĕ ĕне вити (240 пуç валли), пăру вити, 400 пин тонна кĕрекен тырă склачĕ, 800 пуç выльăх валли апат хатĕрлемелли механизациленĕ цех (районта та ун пекки пулман), темиçе сысна вити, пахча çимĕç усрамалли механизациленĕ склад тунă, курăк авăртса витаминлă çăнăх тумалли аппарат туяннă. Колхоз шучĕпе 80 вырăнлă ача сачĕ тунă, шкул ачисене çуллахи вăхăтра ĕçлесе канмалли лагерь уçнă, шыва кĕме плотина та чавтарнă. Çĕнĕ шкул тунă чухне те колхоз пулăшнă. Кашни çул 550 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ акса ӳстернĕ.
Ĕçлекен халăха хавхалантарма та манман председатель. В.Г.Пирогов Социализмла Ĕç Геройĕ ятне, Д.А.Казаков Ленин орденне, П.Ф.Антипов Мухтав орденне тивĕçеççĕ. Николай Чамкина çĕршыв икĕ хутчен «Ĕçри хастарлăхшăн» тата пĕр хутчен «Ĕçре палăрнăшăн» медальсемпе чыслать.
Ульяновска куçса килсен Николай Чамкин çухалса каймасть. Çурт туянать. Ертӳçĕ ĕçне пĕлекене тимĕрпе бетон япаласем кăларакан завода илеççĕ. Унта вăл пенсие кайичченех транспорт цехĕн пуçлăхĕнче ĕçлет. Мăшăрĕ те, Раиса Васильевна, ялти шкулта биологипе хими вĕрентнĕскер, хулара ĕç тупать.
Чамкинсем халĕ пенсире. Пушă вăхăтра чунĕсене пахчара ĕçлесе кантараççĕ. Виçĕ ачипе, мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ.
 
: 807, Хаçат: 45 (1241), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: