Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççейри «Рослесозащита» учрежденин Ульяновск облаçĕнчи филиалĕнче – вăрмана сыхлакан центрта – Уçă алăксен кунĕ иртнĕ. Ăна центра йĕркелесе янăранпа 75 çул çитнине халалланă. Савăнăçлă мероприятие шкул ачисем те хутшăннă: Чартаклă районĕнчи Первомайск, Майна районĕнчи Чӳрекел, Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткин шкулĕсенче вĕренекенсем.
Пухăннисем умĕнче филиал директорĕн çумĕ А.Дуванов, пай пуçлăхĕсем А.Кульков тата Л.Краснов, И. Аббязовпа А.Герасимов инженерсем тухса калаçнă, учрежденин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Кун хыççăн ачасене вăрмана сиен кӳрекен хурт-кăпшанкă типĕтнĕ пуххине тата вăрман сыхлавçисем ĕçре усă куракан приборсене кăтартнă.
Центрта ачасен ӳкерчĕкĕсен куравне йĕркеленĕ. Сăн ӳкерчĕксенче çут çанталăкăн илемлĕхĕпе пĕрлех тавралăха вараланă, сиенленĕ самантсене те асăрхамасăр юлман. Уйрăмах Л.Староверова, В.Варкентин, А.Черных, В.Аладина сăн ӳкерчĕкĕсем асра юлнă.
Ятарласа уйăрман вырăнсенче çынсем çӳп-çап купаланă тĕслĕхсем пирĕн облаçра сайра мар. Вĕсем пирки Первомайск шкулĕнче вĕренекенсем Д.Савельев тата А.Черных каласа панă.
Вĕрентӳçĕсем те – Е.Н.Черных (Первомайск) тата Л.Ф.Ярославская (Чӳрекел) хăйсен педагогикăри ĕçĕсемпе паллаштарнă.
Н.Казаков инженер çак куна ятарласа «Из опыта работы по сбору, хранению и анализу насекомых» методика пособийĕ хатĕрлесе кăларнă. Унпа паллашма та ачасене интереслĕ пулнă.
 
: 860, Хаçат: 45 (1241), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: