Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Шел, юлашки çулсенче Аслă вăрçăра паттăрла çапăçса вилнисене асăнсах каймаççĕ. Хĕрӳ вырăнсене (Чечня, Афганистан, Дагестан) хутшăнакансен ячĕсем ытларах янăраççĕ. Сăн ӳкерчĕкĕсене эпир шкулти Асăну хăмисем çинче те куратпăр. Вĕсен ячĕсемпе ăмăртусем ирттереççĕ. Ку начар мар-ха, анчах Аслă вăрçăра Çĕршывăмăр-Аннене тăшмансенчен хӳтĕлекен çынсене те манмалла мар.
Нумаях пулмасть Ульяновск хулинчи тĕп урамра капăр автобус куç тĕлне пулчĕ. Унăн аяккине паттăр ентешсен ячĕсене пысăк саспаллисемпе çырса хунă. Александр Матросов, Иван Полбин ячĕсем çумĕнче пирĕн ентешĕн, Совет Союзĕн Геройĕн Николай Князькинăн ячĕ пурришĕн питĕ савăнтăм, тĕлĕнтĕм! Астăваççĕ иккен-ха хамăрăн паттăрсене чĕмпĕрсем! Апла пирĕн хушăмăрта та пур-ха паттăрсем! Реклама композицийĕ питĕ пуян. Унтах хĕç-пăшаллă çуран салтаксен батальонĕ. Юнашар – танк полкĕ. Тӳпере – çар самолёчĕсем. Тĕрлĕ çул-ӳсĕмлĕ виçĕ салтак тăван çĕршыва хӳтĕлеме шантарса тупа тăвать. Хула урамĕсемпе çӳрекен автобус çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре пысăк усă тăвать. Автобусĕ 1-мĕш ПАТПран (Азовская урамĕнче вырнаçнă) иккенне пĕлтĕм. Çакăн пек пархатарлă та ырă ĕçе пуçаракана манăн ыталаса илсе тав сăмахĕсем калас килчĕ.
Николай Григорьевич Князькин Çĕнтерӳ кунне кĕтсе илеймен. 1943 çулхи чӳкĕн 6-мĕшĕнче танкра çунса вилнĕ. Унăн «Т-34» танкне трофейлă «тигрсемпе» пĕрле Челябинскри металлурги заводне ăсатнă. Мартен кăмакинче водитель-механикăн ӳчĕ те шăраннă.Çĕнĕ танка çаврăнса тăшмансене малалла аркатнă.
2013 çулхи чӳкĕн 6-мĕшĕнче Николай Князькин вилнĕренпе шăпах 70 çул пулчĕ. Кивулхашсем манмаççĕ паттăр ентешĕмĕре. Шкулта унăн музейĕ пур. Николай Князькина асăнса уроксем ирттеретпĕр. Ачасене унăн паттăрлăхĕ çинчен каласа паратпăр.
 
: 821, Хаçат: 45 (1241), Категори: ceнeлeх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: