Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Мероприятие ӳнер тата культура политикин министрĕ Татьяна Ившина, Раççей Писательсен тата Композиторсен союзĕсен членĕсем, çамрăк авторсем хутшăннă.
Тĕлпулура кĕнеке вулассине анлăрах сарас тĕллевпе ĕçлекен проектсене сӳтсе явнă, Ульяновск облаçĕпе çыхăннă кĕнекесене упраса хăварас, библиотека ĕçĕнче информаципе коммуникаци технологине анлăлатас, çырас туртăмлă çамрăксене çул уçса парас, кĕнекесем кăларма пулăшас пирки калаçнă.
-2006 çултанпа облаçра кĕнеке кăларма пулăшассипе ятарлă программа ĕçлет. Унпа килĕшсе ку тĕле 100 ытла тĕрлĕ кĕнеке (120 пин тиражпа) кун çути курнă. Вăл шутра тăван тавралăх, паллă ентешсем тата облаçпа çыхăннă паллă тапхăрсем çинчен калаканнисем, сăвă кĕнекисемпе ача-пăча литератури, тĕрлĕ наци чĕлхипе çырнисем,- тенĕ Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр.
Канашлура кĕнеке кăларакансен Канашне улшăнусем кĕртме, кĕнекесене çĕнĕлле – электронлă мелпе кăларса вулавăшсен сайчĕсене вырнаçтарма йышăннă.
Справка. «Электронная библиотека» проекта Атăлçи тăрăхĕнчи регионсем хушшинче пуçараканĕ — пирĕн регион. Интернет тытăмĕнче ку тĕле 360 кĕнекен даннăйсен базине вырнаçтарнă. 2014 çулта электронлă вулавăшсене халăх нумай пуçтарăнакан вырăнсенче (вокзалсемпе аэропортсенче, автобуссенче) вырнаçтарма палăртнă.
 
: 488, Хаçат: 45 (1241), Категори: Тĕлпулу

Комментарисем:

Makendra (2016-06-30 11:18:54):
ahmagerd a new itunes update... jump off a cliff cnet lolexcept for the retina display apple just fucks with people…/an inferior hardware and software which costs three times more then a pc that has better hartrareĕĕsofdwawe debateable lol atleast it’/s open unlike ios

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: