Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кивĕ Улхашри почта уйрăмĕнче мана унăн заведующийĕ Люция Рдюкова тата операторĕ Люция Тингусова тарават кĕтсе илчĕç. Икĕ Люция Николаевна хаçатăмăрăн тиражне ӳстерес ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрни пирки каласа пачĕç.
 
Кунта кашни килекенех чăваш хаçачĕ пирки аса илтереççĕ. Çапла майпа кунта «Канаша» вулакансен шучĕ çулсерен ӳссе пырать, çĕр çирĕме çитнĕччĕ. Икĕ çул каялла Кивĕ Улхаш почта уйрăмĕ облаçра пĕрремĕш вырăн йышăнса магнитофон выляса илнĕччĕ. Çук, хистесе мар, чăвашла вулама кăмăллакансене хăйсен ирĕкĕпе çырăнтарнă. Ун пирки черетре тăракан çынсем те пĕр саслă пулса пĕлтерчĕç.
- Хаçат çулсерен интересленсе, пуянланса пырать, ятарлă страницăсенче вуламалли, пурнăçра усă курмалли материалсем нумай. Вулас килсех тăрать,- терĕç тĕрлĕ çул-ӳсĕмлĕ çынсем пĕр-пĕрне пӳлсе тенĕ пек. Вĕсен шухăшне малалла Люция Тингусова тăсрĕ:
- «Канаш» хаçата эпир ушкăнĕпех вулатпăр. Ăна ытти хаçатсенчен чи малтан алла тытатпăр. Кайран пĕрле сӳтсе яватпăр. Унччен вăл ун пекех интереслĕ марччĕ. Халĕ кунта ватти-вĕтти те, çамрăкки те, вăтам çулсенчи те хăйне мĕн кирлине тупса вулать.
Унтан вăл ялти почтальонсене мухтаса хăварчĕ.
– Вĕсем пирĕн пурĕ виççĕн: Люда Сидихменова, Алёна Пономарёва, Любовь Шурекова — пурте çамрăксем. Пире итлеççĕ, ĕçе тăрăшса, тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, – терĕ вăл кăмăллăн. – Эпир хаçат-журнал çырăнтарассипе плана тултаратпăр. Унсăр пуçне пирĕн тавар сутмалли план пур. Планăн 80-90 процентне пурнăçласа пыратпăр.
Люция Рдюкова почта ĕçне 1995 çултанпах ертсе пырать. Çак ялтах çуралнă. Строительство техникумне пĕтернĕ. Почтăра ĕçлеме пуçличчен перекет кассинче вăй хунă. Организаци урăх тытăма куçсан вăл почта ĕçченĕ пулса тăрать. Ăна тӳрех пуçлăх тилхепине шанса параççĕ.
Люция Тингусова почта ĕçĕнче ултă çул кăна-ха. Унччен колхозра 20 çул хушши бухгалтер ĕçне туса пынă. Колхоз аркансан ăна почта уйрăмне ĕçлеме илеççĕ. Вăл оператор ĕçĕсене пурнăçласа пырать: компьютер урлă тĕрлĕ тӳлев докуменчĕсем йышăнать, электронлă куçарусем тăвать. Пуçлăх çук чух унăн ĕçĕсене те пурнăçлама тивет ăна.
Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетӳ турăм: «Туслă йышра кăна ĕç кал-кал пырать».
 
Чăнлă районĕ.
 
: 811, Хаçат: 45 (1241), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: