Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Р.Г.Салюкина хăйĕн ĕç биографине повартан пуçланă.
Ашшĕ Григорий Самуилович колхозри трактор бригадине ертсе пынă, амăшĕ Ольга Николаевна хирте ĕçлекенсем валли килти кăмакара çăкăр пĕçернĕ. Раиса вара колхоз столовăйĕнче ĕçлеме пуçланă. Качча кайсан ытти ĕçсене те хутшăннă: купăста ӳстернĕ, пăру, сысна пăхнă, конюхсен çуртĕнче хурал тăнă, ĕне витинче бидонсем, флягăсем çунă… Пенсие каяс умĕн вара правленире курьерта çӳренĕ. Пĕр сăмахпа каласан – ĕмĕр тăршшĕпе тăрăшнă, нимле ĕçрен те пăрăнман.
Упăшкипе вĕсем виçĕ хĕр те пĕр ывăл çуратнă, анчах Иван Васильевич, колхозра трактористра, шофёрта, бригадирта ĕçленĕскер, 39 çултах çĕре кĕрет. Кĕçĕнрех ачисене вара Раиса Григорьевнан пĕчченех ӳстерме тӳрĕ килет.
Ачисем йĕркеллĕ ӳссе çитĕннĕ, пурте çемьеллĕ. Пĕр хĕрĕ Ставрополь тăрăхĕнче пурăнать, тепри – Ульяновскра, виççĕмĕшĕ вара – ялта. Николай ывăлĕ ялта фермер хуçалăхне ертсе пырать – Павел ятлă ачине те унта явăçтарнă. Халĕ пĕрле тăрăшаççĕ.
76 çулхи Раиса Григорьевна паян пĕчченех пурăнать, анчах ĕçе хăнăхнипе халĕ те ахаль лармасть: кил-çуртне тирпейлĕхре тытать, ачисене пулăшать. Вĕсем ăна пулăшаççĕ.
-Ачасемпе питĕ çывăх пурăнатпăр эпир – пĕр килти пекех. Çывăрма кăна уйрăм çуртсенче çывăратпăр, - тет вăл.
Кăçал çулла Улхаш ял тăрăхĕнчи çуртсем хушшиче тирпей-илем енĕпе конкурс ирттернĕ. Çĕнтерӳçĕсем хушшинче – Р.Г.Салюкина пӳрчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Л. Пидиксеева тăрăшуллă, ӳркенмен чăваш хĕрарăмне Тав хучĕ тата парне парса чысланă.
 
Чăнлă районĕ,
Пухтел ялĕ.
 
: 903, Хаçат: 45 (1241), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: