Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кĕрсерен (ытларах чухне юпа-чӳк уйăхĕсенче) ачасемпе аслисенчен ытларах пайĕ грипран прививка тутарма пуçларĕ. Анчах та çакна хирĕçлекенсем те сахал мар. Прививка тума каймалла-и е каймалла мар-и?
Çакна пĕр енлĕ хурав пама, шел, пултараймаççĕ. Кунта медицинăри ытти ыйтусенчи пекех харпăр йышăнăвĕ пулмалла (пĕчĕкскерсемшĕн ашшĕ-амăшĕ сăмах калать). Тата грипран тăвакан прививка маларах палăртса хунисен шутне кĕмест, ăна эпир хамăр ирĕкпе тутаратпăр, ытларахăшĕ тата укçа тӳлесе. Эсир грипран прививка тутаратăр-и, иртнĕ çулсенче тунă-и, ун хыççăн хĕлле вируслă чирпе чирленĕ-и е сывах çӳренĕ-и – çак тата ытти ыйтусене пирĕн вулакансем хуравлаççĕ.
Иван Давыдов, шофёр:
– Эпĕ инçет çула тухса çӳренипе те пулас — ку прививкăна кашни çулах тӳлевлĕ тутаратăп. Манăн, çемьене тăрантараканăн, чирлеме ирĕк çук. Çамрăкла гриппа чирлесе курнă эп – анне чутах вилеттĕн тетчĕ. Грипп пĕр çаклансан хăвăрт пусарать. Иртнĕ çул эп паллакан арçын пневмоние кайса вилчĕ. Хĕрĕме ку вакцинăна шкулта тăваççĕ, арăм та (вăл ача садĕнче ĕçлет) прививкăсăр юлмасть.
Наталья Семёнова, сутуçă:
– Пирĕн хулара, эп пĕлнĕ тăрăх, ытларах Раççей вакцинине — «Гриппол» тăваççĕ. Ăна пĕлĕшсем мухтасах каймаççĕ. Эпĕ прививка тутарман, вакцинăна тата ытларах чухне чирлеме пуçласан çеç Ульяновска кӳреççĕ. Вакцина организмра вируса хирĕç тăма хатĕр пулса вырнаçтăр тесен икĕ эрне е ытларах кирлĕ. Прививкăна эпидемиччен икĕ уйăх маларах тумалла теççĕ – яланах кая юлаççĕ. Раштав пуçламăшĕнче-варрин че тутарнин усси пулать-ши? Ачасене те эп тутарман, «килĕшместĕп» тесе алă пусса яратăп. Телее, чирлесе нуша курман халиччен. ОРВИ, ОРЗ пулкаланă ĕнтĕ. Грипп – çук. Турă сыхлатăр. Прививка тунисем те чирленĕ тенине вара илтме тӳр килнĕ мана.
Нана Трофимова, вĕрентекен:
– Раштавăн 12-мĕшĕнче шкула пире прививка тума килеççĕ, пурин те пулмалла тенĕ пĕлтерӳ шкул алăкĕ çинче çакăнса тăрать. Кая юлман-ши вара? Хăш уйăхра эпидеми пулассине илтмен-и?
Николай Меркулов, строитель:
– Пирĕн ĕçре пĕр арçын грипран прививка тунă хыççăн чутах вилетчĕ – аллергирен сывлăшĕ пӳлĕнме пуçларĕ. Унăн çăмарта шуррине çинĕ хыççăн аллерги пулать иккен (вакцина тытăмне вара çăмарта шурри те кĕрет). Васкавлă пулăшу вăхăтра çитмен пулсан…Кун хыççăн прививка тутарман эп. Тăтăш аптратакан чирпе асапланнă чухне те (псориаз тата тем те пĕр) прививка тума юрамасть иккен. Чирленĕренпе 3 эрне иртессе кĕтмелле. Пирĕн вара температурăна çеç виçсе пăхаççĕ.
Мария Иванова, студентка:
– Ыхра, сухан çиетĕп, ăшă, пылак улма-çырли шĕвекне, лимон е имбирь янă чей тăтăш ĕçетĕп. Ирхине выçă варла пылпа пĕр курка лĕп шыв – кашни кунах. Çакă иммун тытăмне çирĕплетет. Кĕркунне тата çĕркунне витаминсем ăша яратăп. Çанталăк тăрăх тăхăнатăп. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнсан, уçă сывлăшра тăтăш пулсан чир саншăн хăрушă мар.
Геннадий Семёнов, инженер:
– Юлташсем! Пăхăр-ха, миçемĕш ĕмĕрте пурăнатпăр эпир? Мĕнле пылпа чей, мĕнле лимон? Иммун тытăмне çирĕплетекен им-çам тата? Вĕсем те хими мар-и? Грипп çулсерен кăткăсланса, хутăшса, хаярланса пырать.Хальлĕхе прививка тутарса чирленисем вилнине илтмен-ха. Прививка туманнисем пире нумай пурăнма хушса хăварни пирки пĕлтĕр те, леш çул та облаçра темиçе тĕслĕх пулнине çырчĕç. Ухмаха ан ерĕр! Поликлиникăна васкăр. Ăнăçусем сунатăп!
 
: 838, Хаçат: 45 (1241), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: