Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тамара Романова (Юнкерова) шăпи хăйнеевĕрлĕ. 1954 çулхи акан 25-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнче çуралнăскере çемйи Красноярск крайне куçса кайсан вăхăтлăха яла кукамăшĕпе пурăнма хăвараççĕ. Пуçламăш классенче хĕрача Пуянкасси шкулĕнче вĕренет.
1963 çулта Тамарăна ашшĕ килсе илсе каять. Ачаранах кăмăл çирĕплĕхĕпе уйрăлса тăракан хĕрача Красноярск крайĕнчи пурнăçа хăнăхма пуçлать çеç – Юнкеровсем каялла тăван çĕршывне куçса килме шутлаççĕ. Ульяновск облаçĕнчи Майна районĕнчи Хирти Матюнино ялне килсе вырнаçаççĕ. Сакăр класс пĕтерсен Т.Юнкерова ялти медицина пунктĕнче санитаркăра ĕçлеме пуçлать. Икĕ çултан пăру пăхма фермăна куçать, склад пуçлăхĕнче тăрăшать. Хастар пикене хуçалăхри комсомол организацийĕн секретарьне суйлаççĕ. Тамарăна шанса панă ĕç питĕ килĕшет. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет вăл, хĕрсемпе каччăсене пĕр чăмăра пухса тĕрлĕ мероприятисем, ăмăртусем ирттерет. Хăй пур çĕре те хутшăнса ырă тĕслĕх кăтартать. Вăхăт иртнĕçемĕн хăюллăскер малалла пĕлĕвне ӳстермеллине чунĕпе ăнланать. 9-11-мĕш классене каçхи шкулта пĕтерет. Вĕренме кая юлман-ха тесе 31 çулта Хусана каять, унта Мускаври финанс техникумĕн филиалне куçăмсăр майпа пĕтерет. 1988 çултан пуçласа 2006 çулччен Тамара Николаевна социаллă страхлав тытăмĕнче агент пулса тăрăшать. Унтан чăваш хĕрарăмĕ Хирти Матюнино ялĕн Культура çурчĕн директорĕнче вăй хунă. Паян клубра культурăпа çыхăннă ĕçсене йĕркелекен те, маттур артистсене хăй тавра пухакан та вăл. Тамара Романова 1972 çулта качча кайса хушаматне улăштарнă.
Ачисене, Татьяна хĕрĕпе Александр ывăлне, чипер çитĕнтернĕ, аван пĕлӳ парса аслă çул çине кăларнă. Паян вĕсем иккĕшĕ те ĕçлеççĕ, ашшĕпе амăшне савăнтараççĕ. Маринапа Кристина мăнукĕсем те савăнтараççĕ вĕсене.
Тамара Николаевна çулла пахчара ĕçлеме юратать. Кил хуçи хĕрарăмĕ сад пахчинче ӳстерекен чечексем кӳршĕ-арша та айккинче тăратса хăвараймаççĕ, савăнăç парнелеççĕ. Хĕллехи вăрăм каçсенче чăваш юррисене юрласа тĕрлеме кăмăллать, ĕçĕпе киленет.
 
Майна районĕ,
Хирти Матюнино ялĕ.
 
: 534, Хаçат: 45 (1241), Категори: ентешсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: