Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Распуй, мăшкăллаççĕ!
Ял çыннисем мĕн ĕлĕкрен сăмакун юхтарнă. Хăнасем килсен те, ниме ĕçĕсене тума та кирлĕ пулнă вăл. Пĕр тăлăх арăм Мариç мунчара сăмакун юхтарнă. Аншарли юхма кăна тытăнать – Мариçе милицисем çӳрени пирки пĕлтереççĕ. Мĕн тумалла? Мариç хаярскере пĕр черкке ĕçет те çаппа-çарамас салтăнса лапка çине хăпарса ларать. Милĕксем тытса типĕ мунча кĕме тытăнать. Хĕрнĕскер пĕтĕм вăйĕпе çапла такмаклать:
Ах, Турă, тупата,
Ик урара çăпата.
Çăпата мар — атă,
Манăн савни ватă!
Сасартăк, мунча алăкĕ уçăлать те, алăкран милиционер пуçĕ курăнса каять. Хытса кайнăскер ăнланса та ĕлкĕреймест – Мариç хăрушă сассипе: «Распуй! Распуй! Мăшкăллаççĕ! Пулăшăр!» – тесе кăшкăрса ярать. Милиционер вăтаннипе хĕрелсе каять, урама чупса тухать. Хыçалтан çарамас Мариç хăвалать: «Распуй! Тăлăх арăма мăшкăллама юрать терĕн пуль! Распуй! Ыранах прокурор патне каятăп!»
Намăса юлнă милиционерсем ку хĕрарăмран тем те кĕтме пулать, каяр кунтан тесе ялтан тухса каяççĕ. Мариç нимле прокурор патне те каймасть, паллах. Сăмакунне сыхласа хăварать.
Атте, сĕт çиес килет
70-мĕш çулсенче пирĕн ялта тата çапла япала пулса иртнĕ. Патшалăха çăмарта, сĕт памалла пулнă ун чух. Ял Совечĕ милиципе çаксене килĕрен киле кĕрсе пуçтарса çӳретчĕ. Акă çаксем Вăтакас урамĕпе хăпараççĕ. Иван çемйи пĕчĕк мар: ватă амăшĕ, пĕчĕк ачисем пур. Асли тăххăрта, кĕçĕнни пиллĕк те тултарман. Мĕн тумалла? Парса ярсан çемье выçă юлать. Иван кĕçĕн ывăлне Сашукне çапла калать:
-Милици килсе кĕрсен манран йĕре-йĕре сĕт ыйтма тытăн. Сĕте сыхласа хăварсан, ачам, сана канихвет илсе парăп.
Акă лешсем пӳрте кĕреççĕ.
-Иван Терентьевич, сĕт памалла!- теççĕ.
-Памаллине памалла та…- ĕнсине хыçкаланă Иван.- Аннем ватă, ачасем те çамрăк. Ав виçĕ литр пур, илсе кайăр…
Çав вăхăтра тĕпелтен пысăк курка йăтнă Сашук чупса тухать те:
-Атте, сĕт пар! Атте, сĕт пар! Сĕт çиес килет!- тет.
- Вара патшалăх сĕтсĕр юлтăр-и?! - вăрçам пекки тăвать Иван. – Ак сĕт укçи илĕпĕр те – лавккаран лимонад илсе парăп.
-Лимонад кирлĕ мар мана, сĕт кирлĕ! – макăрсах ярать Сашук.
Чĕнмен хăнасем аванмарланса нимсĕрех тухса каяççĕ. Çапла Иван ачисене сĕтсĕр хăвармасть. Çав çулсенче виçĕ литр сĕт укçипе ултă çăкăр илме пулнă. Халĕ иккĕ валли те çитмест.
Ял паттăрĕ
Саплăк урамĕсем тăвăр. Çеремĕ сахал. Çу уйăхĕ. Симĕс курăк ешерсе тухма тытăннă. Кашни çурт умĕнче хĕрарăмсем патак тытса ют чăхсене хăваласа лараççĕ. Акă трактор сасси илтĕнсе кайрĕ. Урам тăрăх гусеницăллă трактор тусан кăларса килет. Хĕрарăмсем: «Пĕтрĕмĕр, ку пирĕн урама пĕтерет вĕт... Капла та çерем сахал тенĕччĕ кăна – урама чукмар тытнă Вĕри Элексантр чупса тухать. Трактористпа иккĕшĕ мĕн калаçнине пĕлместĕп, сасартăк тракторист енчи кантăк чанкăр! турĕ. Тулик хурçă утне çавăрса паттăра хирĕç тăрасшăн. Элексантр тепĕр енне сикет те каллех çапать. Ку «манёвр» йăлăхтарчĕ пулас Тулике, вăл тракторĕпе тапăнма пуçларĕ. Лешĕ те парăнмасть. Хирĕç килекен трактора чулпа перет, чукмарĕпе: «Атас! Долой!»,- тесе кантăкран чукмарĕпе çапать. Миçе минут çапăçрĕç – пĕлместĕп. Тулик парăнчĕ. Тракторне çавăрчĕ те куçран çухалчĕ. Вăл кайран çапла ӳпкелешетчĕ:
-Икĕ çул Афганистанра душмансемпе çапăçрăм, çакăн пек хирĕç тăнине курманччĕ. Кунта НАТО танк дивизине килсе ярсан та хăрамалли çук. Элексантр пулсан-и? Чăн-чăн патриот!
 
Ульяновск хули.
 
: 846, Хаçат: 45 (1241), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: