Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăнтăр енчен ялти çырмана – Тимирçанкăна – пĕчĕк юхан шыв юхса кĕрет. Çуркунне – шыв кайнă вăхăтра – юхан шыв сарăлса кайса тарăнланать. Çу вăхăтĕнче çăл типме патнех çитет. Кунта - колхоз пĕвисем. Тарăн вар тенĕ ватăсем ку вырăнсене.
Вăл ялтан икĕ-виçĕ çухрăмра вырнаçнă. Çулла ешĕл курăкпа витĕнет. Илемленсе ял çыннисене хăй патнелле илĕртет.
Тарăн вара ял ачисем ĕне çитерме çӳренĕ. Кунта вĕсем тĕрлĕ вăйăсем вылянă, пĕвере шыва кĕнĕ. Сулхăнрах чухне кăвайт чĕртнĕ, ун урлă сикмелле вылянă. Каçарах кăвайт йĕри-тавра ларса аслăраххисен халап-юмахне итлеме юратнă. Çитĕннисем те ĕç хыççăн çу кунĕсенче пĕвере лашасене шыва кĕртнĕ, хăйсем те çăвăннă.
Хĕвел тухăç енче ку тăрăхра сурăх тата чăхă витисем пулнă. 1950-мĕш çулсенче колхоз (председателĕ Е.В.Салюков) сурăхсем самăртма тытăннă. Вĕсене тытма каштасене тăмпа сĕрсе вите тунă. Выльăхсене çӳреме, çитерме кунти вырăн аван пулнă. Пăхса тăраканнисем ял çыннисем А.В.Адамовпа А.П. Петрашкин пулнă. Сурăхсене самăртни колхоза пысăк тупăш панă.
Тарăн вартах 1959 çулта колхоз (председателĕ Г.В.Клинкин) чăхă витисем тунă. Икĕ вите пĕр-пĕринчен çухрăм çурăра вырнаçнă. Пăхса тăракансем В.Е.Сымкинпа И.И.Кирпичников пулнă. Вĕсемех хуралта та тăнă. Чăхсене аван тăрантарнă: витаминлă апат, вĕтĕ пулă… Çавăнпа çăмарта нумай пуçтарса илнĕ. Чăхăсене тытса та колхоз пысăк тупăш илнĕ.
Тарăн варта тата икĕ пахча пулнă. Пĕрремĕш пахчара улма-çырла ӳстернĕ, иккĕмĕшĕнче – пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Пахчаçисем – И.П.Хованский, С.В.Охотников, хуралçи – И.В. Ылимов.
Кунта пулă пĕви пулнă. Вак пулăсене колхоз Карсун енчен илсе килсе янă. Пысăклансан ял ĕçченĕсене ĕç кунĕ тăрăх валеçсе панă. Çулла колхоз хурсем тытнă. Пăхса тăраканнни тата хуралçи И.Г.Сафронов пулнă.
Тарăн варăн хĕвел анăç енче çаран сарăлса выртнă. Çулла ку вырăн сип-симĕс те çăра курăкпа витĕннĕ. Ял çыннисем – В.И.Юманов, Н.В.Разинов, Н.В.Юманов тата ыттисем – колхоз валли утă çулнă.
Тарăн вар ял çыннисемшĕн асран кайман çут çанталăк кĕтесĕ.
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен.
 
: 863, Хаçат: 45 (1241), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: