Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вера Кузьминична Кузьмина – СССР халăх артистки, Раççейри чи чаплă та сумлă ята тивĕçнĕ Чăваш Хĕрарăмĕ, сцена Амăшĕ. Сцена çинче вăл пин-пин куракана савăнтарнă, кулянтарнă, шухăша янă.
Унăн пурнăçĕ – театр. Шăпах унта, чăваш патшалăх академи театрĕнче, иртнĕ унăн пурнăçĕ, юратнă ĕçе, чаплă ĕçе панă кун-çулĕ.
Вера Кузьмина 1923 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Енри Тăвай районне кĕрекен Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă. Часах унăн – юбилей. Çак тĕнчене килнĕренпе 90 çул çитнине уявлать халăх юратакан Çыннăмăр.
1941 çулхи хĕлле Мускаври театр институчĕ çумĕнчи чăваш студийĕ Чăваш Енри театр искусстви валли çамрăксене суйлама килнине пĕлсен Вера Кузьмина Шупашкара кайса пăхма шутлать. Ун чухне вăл Тăвайра вуннăмĕш класра кăна вĕреннĕ-ха. Йышăну комиссийĕнче Мускавран килнĕ преподавательсем, Л. Агаков, А. Эсхел писательсем пулнă. Чăваш хĕрне этюдсем тутарнă, сăвă калаттарнă, юрлаттарнă. Çапла пĕр кĕтмен çĕртен Тăвай хĕрĕ А.В. Луначарский ячĕллĕ театр институчĕн студентки пулса тăнă.
Анчах хĕр пурнăçĕнчи виçесĕр пысăк савăнăç нумая пыман. Тăван çĕршыва нимĕç вăрă-хурахĕ сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ. Студентсен речĕ сайралса юлнă: яшсене фронта илсе кайнă, хĕрсене – çар укрепленийĕсем тума. Кĕркунне кăшт вĕрентнĕ хыççăн пачах килĕсене салатса янă. Нăрваш хĕрĕ тăван ялне таврăнать. Хĕллехи шартлама сивĕсенче халăхпа пĕрле колхозри чи йывăр ĕçсене хутшăнать.
1943 çулта студентсене каллех Мускава пухаççĕ, хальхинче –çĕнĕ йышпа. Фронтрисем вырăнне çамрăкраххисене илеççĕ. Çăмăл килмен халиччен ялтан тухса курман чăваш хĕрĕсемпе каччисене асаплă та йывăр çулсенче Мускавра вĕренме.
1947 çулта студирен 24 çамрăк вĕренсе тухнă. Вĕсем лартнă «Ĕлĕкрен туслисем» тата «Ăса пула инкек» диплом ĕçĕсене комисси аван хак панă. Вера Кузьмина пĕрремĕш спектакльте тĕп рольте вылянă.
60 çул хушшинче Вера Кузьмина 150 роле яхăн калăпланă. Кашни хăйнеевĕр, 150 тĕрлĕ пурнăçпа шăпа. Вĕсене куракан чĕрине çитерес тĕк хăв сăнарун куçĕпе пăхмалла, унăн чĕрипе тӳсмелле, асапланмалла. Çăмăл-и ку? Çук, çав тери йывăр. Творчество асапĕнчен йывăртарах ĕç çук та пулĕ. Вера Кузьмина 50-мĕш çулсенче вылянă рольсенчен уйрăмах А. Арбузовăн «Таня» драминчи тĕп сăнара палăртмалла. Ку пьеса вырăс драматургийĕн ылтăн фондне кĕрсе юлнă. Актрисăна чи çывăх сăнарсен шутне çавăн пекех Н. Терентьевăн Надине («Мĕн-ши вăл телей?»), Хветурине («Çĕпĕр дивизийĕ»), Гарсия Лоркăн Амăшне («Юнлă туй»), Ухсай Яккăвĕн Куракне («Тутимĕр») кĕртмелле.
Чылай роль пĕр пĕтĕмĕшле сăнарпа – Амăшĕпе çыхăннă. Кашнинчех хăйнеевĕр ăнăçлă татса парать умри задачăна актриса, кашни хутĕнчех мĕнле те пулин урăххипе асра юлакан сăнарсем калăплать. Çакна тума пысăк туйăм, ĕçченлĕх, вышкайсăр талант кирлĕ.
Вера Кузьминичнашăн чи çутă тапхăрĕсенчен пĕри – Петĕр Хусанкайпа паллашни.
-Хусанкайпа юнашар ирттернĕ çулсем – маншăн чи хаклă та телейлĕ вăхăт. Пурнăçри çутă çăлтăр пек вăл мана ялан ăшăтса, çутатса тăрать,- тет вăл хăй аса илĕвĕнче.
Уншăн Хусанкай мĕнле çăлтăр пулнă, вăл хăй те сцена çинчи юлташĕсемшĕн çăлтăр евĕрех. Çăлтăрсем вара нихăçан та йĕр хăвармасăр сӳнмеççĕ. Унăн пултарулăхĕ таса та вăйлă çăл куç пек тапса тăрать.
 
: 944, Хаçат: 45 (1241), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: