Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Палнай» фольклор ушкăнне пĕрремĕш хут юрлама килсен Галина Игнатьевана пурте «хамăр çын» тесе йышăнчĕç. Чăваш юрри-ташшине кăмăллать, шӳтлеме ăста. Сăнĕпе те, кăмăлĕпе те çутăскер часах ушкăн илемĕ пулса тăчĕ. Вăл репетицие килмен чух ялан темĕн çитмест пек.
Галина Петровна – Тутарстан Республикине кĕрекен Çĕпрел районĕнчи Кĕçĕн Аксу ял хĕрĕ. Шкул пĕтерсен ЖКХ тытăмĕнче вăй хунă. Милицире вăй хуракан ентешĕпе Петр Игнатьевпа çемье чăмăртасан шăпа вĕсене Германи çĕршывнех илсе çитернĕ. Виçĕ çул ытла пурăннă çемье унта. Таврăнсан Галина «Аиастар-СП» завода вырнаçать. Çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлекенскере тӳрех смена ĕçне йĕркелесе тăракана çирĕплетеççĕ. Юратаççĕ ăна кунта. Çавăнпа та пулĕ вăл паян та шанса панă ĕçĕнчех вăй хурать.
Игнатьевсем икĕ ывăл çуратса ӳстернĕ. Асли авланса ашшĕпе амăшне мăнук парнеленĕ. Галина Петровна хăй мăнукне нумай тимлĕх уйăрать. Унпа иккĕш юлнă самантсем уншăн – чи хаклисем. Пепкипе выляма тытăнсан хăш-пĕр чух вăл репетици пирки мансах каять. Магнит пекех туртать-çке вăл хăй патне.
"Палнайра" юрлани уншăн – хăйне пĕр киленĕç. Уйрăмах куракансен умне тухни. Телее, унăн çемйи çак туртăма тивĕçлĕ хаклать, нихăçан та кĕвĕçмест, ӳпкелемест.
 
: 901, Хаçат: 45 (1241), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: