Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăрсăр — Акçине кинемипе Аванир мучи килĕнчи хура кушак. Вăл тĕлĕнмелле чĕр чун, килте чăн-чăн хуçа. Ытти кушаксенчен чылай пысăк вăл, 15 крепенкке ытла. Пĕчĕк пума теме пулать ăна.
Çура чухнех вăл ыттисенчен урăхларахчĕ, хăйнеевĕрлĕччĕ. Хуçисем урай тăрăх утса пынă чух ура çине вăрттăн сиксе ларатчĕ, чĕрнисемпе ярса илетчĕ те йĕп пек çивĕч шăлĕсемпе çыртатчĕ. Е чупса пырса ура кĕлинчен систермесĕр çыртса илетчĕ. Ятне те ăна çавăнпа Чăрсăр тесе панă.
Ӳссе çитсен те пăрахмарĕ кушак хăй йăлине. Хуçисене хăнăхрĕ ĕнтĕ вăл, урăх ун пек аппаланмарĕ. Анчах килен-каяна килĕштермест вара – кравать айне кĕрсе каять те кĕтсе ларать. Меллĕ самант тупсан хăна урине хыçалтан вăрттăн пырса çыртатех – унсăрăн пӳртрен кăлармасть. Çапла, чĕрмест вăл – çыртать! Йытă та кирлĕ мар килте. Час-час килекенсене тивмест, анчах палламаннисене юратмасть. Миçе çынна хăратман-ши, çари! çухăрттарман-ши вăл çиçĕм пек хăвăртлăхпа кравать айĕнчен сиксе тухса!
Чăрсăр кăнтăрла пӳрте ют çынсенчен сыхлать, каçпа вара çенĕке сунара тухать, шăши тытать. Унăн килĕштернĕ вырăнĕ пур. Картиш шăпăрĕ хумалли çӳлĕк çине хăпарса ларать те веçех сăнать. Шăши куç умне курăнсан – ăна лектеретех. Вăл пĕр самантрах ун çине сиксе ӳксе чĕрнисемпе ярса илет те ĕнсинчен çатăрт! çыртать.
Каç пулсан Чăрсăр яланхи пекех хăй вырăнне тухса ларчĕ, таврана итлеме пуçларĕ. Шăши таврашĕ курăнмасть-ха. Кăштах вăхăт иртсен хыçалти алăк патĕнче тем чăштăртатни илтĕнчĕ. Кушак карт! сиксе илчĕ те çав тĕлелле пăхрĕ, хăлхине чанк тăратса тимлеме тытăнчĕ.
Акă алăк çинчи чăхăсем тухса çӳремелли шăтăкран тилĕ йăпшăнса кĕрет! Мĕн-мĕн те — кун пек хăнана кĕтменччĕ вара кушак. Вăл сунара тухнăччĕ, кунта вара хуралçă пулма тӳрĕ килет. Вăл шăртне тăратрĕ, шăлĕсене кăтартрĕ, чĕрнисене кăларчĕ те – малалла мĕн пуласса кĕтет. Тилĕ тĕттĕмре ун-кун пăхкаларĕ, шăршлакаларĕ, анчах нимех те асăрхаймарĕ. Хуллен йăпшăнса чăхă карти еннелле утрĕ.
Унччен те пулмарĕ – Чăрсăр хытă чашкăрса ячĕ те тилĕ ĕнси çине çӳлтенех лаплатса сиксе ларчĕ! Акă вăл вăрăм хӳреллĕ чĕр чун сăмси-çăварне м-я-я-у-у — м-я-я-у-у! тесе çухăрса пĕр шелсĕр чăрмалать-чакалать, çыртать. Лешĕ пĕчĕк ача сассипе хыттăн ӳлесе ячĕ, чавлатрĕ, çĕр çинче йăваланма-çаврăнма тытăнчĕ, малти урипе кушака çапса антарма хăтланса пăхрĕ. Чăрсăр ăна пурпĕрех вĕçертмест – питĕ вирлĕ ярса илнĕ. Каçхи хăрушă сасăпа автан та, чăхăсем те вăранчĕç, хытă кăтăклатма тытăнчĕç.
Çапла пĕр вăхăт çуйхашса тапаçланнă хыççăн тилĕ мĕнле-тĕр майпа вĕçерĕнсе кайрĕ те алăк патнелле çил пек ыткăнчĕ. Куçĕ лайăх кăтартманнипе шăтăка тӳрех лекеймерĕ вăл,алăк çине шаплатса çапăнчĕ. Унтан тепĕр хут пуçне шăтăка чиксе аран тухса тарчĕ, çырманалла вĕçтерчĕ.
Кунта тилĕ тепре килĕ-ши?
 
: 557, Хаçат: 45 (1241), Категори: Шăпăрлан

Комментарисем:

Armena (2016-06-30 17:12:08):
I cannot tell a lieĔ that really heepdlĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: