Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(К а л а в)
 
Галя тăлăх ачасен çуртне мĕнле майпа лекнине астумасть. Ытла çамрăк пулнă. Тăванĕсем пуррине те пĕлмест. Атăл хĕрринчи икĕ хутлă çурт – уншăн тăван кил. Унти ачасем – çывăх тăванĕсем. Воспитательсем – тăван амăшĕ вырăнĕнче.
Хĕрача чӳречерен çанталăка сăнама юратать. Хĕр пĕрчине йăлтăркка хумлă Атăла ик еннелле сирсе ишекен шурă пăрахут, сăрт çинчи ешĕл тумлă вăрман, тĕрлĕ сасăпа янăракан кайăк-кĕшĕк сасси илĕртет. Гальăн пăрахут çине ларса Атăлăн тепĕр енчи чăнкă, сарă хăйăрлă çыранĕ патне çитес килет. Шухăшсен вĕçĕ-хĕрри те çук!
Пĕррехинче вăрмана кайса мăйăр пуçтарнăччĕ:
Çамрăк шĕшкĕ çурать çеçкине
Ват юман илнĕрен хӳтлĕхне
Лăпкă çилĕ силлет вуллине,
Куккук уççăн юрлать юррине.
Ывăнмасăр куккук авăтать.
Ешĕл тумлă вăрман янăрать.
Çил вĕрсессĕн мăйăр тăкăнать,
Çинçе пилĕк – шĕшкĕ авăнать.
Шур çеçкеллĕ шĕшкĕ пулаймăп,
Юманпа юнашар ӳсеймĕп.
Шурă хурăн илсен хӳтлĕхне
Пулăп çумлă хăрăк кикенпе.
Савăнăттăм тăван тупăнсан,
Йăл кулăттăм куçăмран пăхсан.
Парнелĕттĕм хам чун ăшшине,
Хам пуçтарнă чечек çыххине.
Хĕр пĕрчине çитĕнсе пынă май темле шухăш та канлĕх памасть. Çывăх çынсене кампа, мĕнле майпа çыхăну тытса тупма пулать-ши? Никам та пурнăç чăнлăхне уçса параймасть-çке! Тарăхса çитнĕ вăхăтра куçĕнчен куççуль юхать. Директора тĕрлĕ ыйтусем парса аптăратать. «Пĕчĕк пулин те чĕри пысăк, туйăмĕсем анлă», - шухăшлать Ирина Алексеевна.
- Çапла, çут тĕнчене ним пĕлмесĕр килетпĕр. Унăн вăй-халне, илемне, асамлăхне, тăванлăх туртăмне пĕлмесĕрех унран уйрăлатпăр, - тесе директор Гальăна хăй çумне ачашласа пăчăртарĕ.
Çулсем иртнине çухрăм юписене шутланă пек хисеплесе кăна ĕлкĕр. Ытла хăвăрт шăваççĕ. Галя аллинче те акă вăтам шкул пĕтернине çирĕплетекен аттестат. Çитĕнсе çитнине çирĕплетекен паспорт. Унта çуралнă ялĕн адресне те çырса хунă. Пĕр йăвара ӳснĕ тăванĕсенчен уйрăласси - питĕ йывăр!
Хĕрача тĕллевĕсене пурнăçа кĕртессе шанса çула тухать. Çуралнă ялне шыраса тупать. Вăл унта автобус çӳременнипе çула май каякан машинăпа çитет. Ял çыннисенчен ыйта-ыйта кил вырăнне тупать. Çил-тăвăл ӳкернĕ ватă йывăçсем, çум курăкĕ хупласа кайнă çурт, çунса тăпрапа тикĕсленнĕ вырăн… Вăрă çаратать – çурт юлать, вутран кăмрăк çеç тăрса юлать. Çакă пулать те ĕнтĕ Гальăн тăлăха юлнă сăлтавĕ! Ашшĕ-амăшĕн пурнăçĕ те çак сăлтавпах татăлнă. Кам чĕрĕ юлнă, миçе çын пурăннă-ши çак çуртра? Канлĕх паман шухăшсемпе йĕрсе ывăннă хĕрача курăк çине выртса ыйăха путать. Уншăн чашлаттарса çăвакан çумăр та ним те мар.
- Шăнтăн пуль, хĕрĕм, çумăр хыççăн çил те çивĕчленчĕ, çурăма çӳçентерет. Тăр, хĕрĕм, атя ман пата, - чĕнчĕ Гальăна вăтам çулсенчи палламан арçын.
Сиксе чĕтрекен хĕрачан ниçта кайма та çук, ун хыççăнах утма тӳр килчĕ.
Чей ĕçнĕ хыççăн ăшă пӳлĕмре вăл каллех çывăрса кайрĕ. Çав хушăра кил хуçи – Алексей Ильич, ял хушшинчи сумлă çын – хĕрача çинчен вырăнти влаçсене пĕлтерчĕ.
Тутлă ыйхăран вăраннă Галя умĕнче милиционер тăнине курсан шартах сикрĕ.
- Эпĕ йĕркене пăсман вĕт, мĕн кирлĕ сире? – терĕ лăпкăн.
- Çук, çук, йĕркене пăсман, малашнехи шăпу пирки калаçма килтĕм, - ăнлантарчĕ çамрăк милиционер.
- Ниçта та ан кай, вăхăтлăха Алексей Ильичпа Арина Ивановна патĕнчех юл. Малашнехи пурнăçу çинчен каярахпа пĕлтерĕпĕр. Тăлăхсене хваттерпе тивĕçтермелли саккуна пăсмăпăр. Кил хуçисем – ырă кăмăллăскерсем, сана хăйсен хĕрĕ пекех пăхса пурăнма хатĕр. Маларах та тăлăхсен çуртĕнчен хĕрачана усрава илсе çитĕнтерчĕç. Вăл халĕ – хулара, унăн – хăйĕн çемйи.
Кун хыççăн кун иртрĕ. Гальăна ĕç вырăнĕ тупса пачĕç. Вырăнти çыхăну уйрăмĕнче хаçат-журнал тата ытти корреспонденци валеçет. Хĕре ку ĕç килĕшет. Çынсем хушшинче хăйне çăмăлтарах туять, паллашать, хыпарсем пĕлет. Пуçлăхĕ ăна вăхăтлăха кăна ĕçе илет, ĕçчен те сăпай хĕре каярахпа ĕç кĕнекипех тивĕçтерет. Почта ĕçĕнче мĕнле кăна вăрттăнлăхсем çук! Вĕсене ыттисене пĕлтерме юраманни çинчен алă пустарсах асăрхаттараççĕ.
Алексей Ильич хĕр докуменчĕсене тишкернĕ хыççăн тĕлĕнсех каять. Вĕсем пăхса ӳстернĕ Валя шăпах Гальăпа пĕр тăван иккен. Арина Ивановна хулана кайса килĕнчи лару-тăру çинчен Вальăна пĕлтерет. Хăнана пыма чĕнет. Тĕлпулу йĕркеллĕ ирттĕр тесе Гальăна та хатĕрлет. Пĕр варта выртнă, уйрăм çитĕннĕ хĕрсемшĕн пысăк пăлхану.
Кĕтнĕ кун çывхарнăçемĕн Галя пăшăрханать, сăвă йĕркисем çуралаççĕ:
Тинкерсе пăхăп сан куçăнтан,
Типĕтĕп куççуле тутăрпа.
Кашни çыннăн пулать хăй екки,
Эс те ӳснĕ кунта ман пекки.
Эп ларап халь санпа юнашар,
Савăк юрă иккĕн шăратар.
Çывăх пулар ырлăх-хурлăхра,
Ан хупланччăр çулсем курăкпа.
Сирĕн пата пырăп савăнма,
Сăрăр кăпăклансан савăтра.
Уй-хир урлă вĕçĕп кайăкла,
Çунатăмсем кайĕç сарăлса.
Ăсатса яр, аппам, курса юл,
Укăлча алăкне хупса хур.
Урамра вĕçкелет шурă юр,
Тунсăхласан эс те пырса кур.
Чӳречерен шакканине илтсен Галя алăк патнелле вирхĕнчĕ. Вăл тухнă çĕре Арина Ивановнапа Алексей Ильич та хапха умĕнчеччĕ. Ним тума аптăранă хуçасем пĕр вăхăт хушши чĕнмесĕр тăчĕç. Икĕ хĕр хӳхлесе йĕнĕ сасă лăплансан пурте пӳрте кĕчĕç. Ассăн сывласа ярса Турра кĕлтурĕç. Хĕрсем хуçасене тав туса сывлăх сунчĕç. Арина Ивановна тумбочкăран хĕрлĕ хуплашкаллă сăн ӳкерчĕксен альбомне илсе сĕтел çине хучĕ:
- Акă курăр, хĕрĕмсем, кунта сирĕн ачалăхăр…
Вальăн ача чухнехи сăнне курсан Гальăн кăвак куçĕ çамки çинех хăпарса ларчĕ тейĕн. Нимĕн ăнланмасăр ун çине тинкерчĕ.
- Эпĕ-çке ку! – терĕ.
- Палласа илеймерĕн аппуна, эсĕ те сăнупа ун пекех, - хушса хучĕ Алексей Ильич йăл кулса.
Кăштах вăхăт иртсен почта уйрăмне «Почтальонке 1-го участка» тесе палăртнă çыру килет. Галя ăна интересленсех уçса вулать. Ун пек çырусем пулкалаççĕ: пĕрисем – йĕкĕлтесе çыраççĕ, теприсем – хĕрпе паллашасшăн, виççĕмĕшсем – айван та çамрăк хĕрсене ултавпа илĕртесшĕн… Çырăва сăвăлатсах çырнă:
Чунра çухалчĕ манăн канăç,
Пулсамччĕ эс маншăн йăпанăç.
Айван хĕр çырасса шанатăп,
Телей курки тулли-тĕр манăн.
Çунсассăн маншăн эс хĕмленнĕн,
Пĕлмен çынна кăштах хĕрхенĕн.
«Кунта» ларатăп – эп телейсĕр,
Каçар мана, ултав шеллевсĕр.
Тĕрме мĕскершĕн çĕр çинче,
Пурнăç илемĕ хĕр çинче.
Галя çырăва вуланăшăн кайран хăйне ятларĕ те. Темĕнччен кулянса çӳрерĕ. Чăтаймарĕ, хирĕç хурав çырчĕ:
Сана та пурнăç улталатăр,
Эс – тăлăх мар, эс – çын кулли…
Телей пулсан эп те юратăп,
Ман пулас марччĕ çын кулли!
Палламан çынпа çыру урлă хутшăнăва кĕнĕшĕн хĕр нумайччен ӳкĕнсе çӳрерĕ…
Кĕрхи тĕттĕм каç хапха уçăлнă сасă илтĕнчĕ. Гальăн чĕри сиксе тухасла тăпăртатать. Кĕтмен хăнасене Алексей Ильичпа Арина Ивановна кĕтсе илчĕç.
- Ырă хыпарпа килтĕмĕр. Кун çутипе килсе çитейменшĕн каçарăр…
Сĕтел хушшинче кăштах сăйлансан:
- Йăмăкăм ывăлне, Вована, тăлăхсен çуртĕнче ӳснĕскере, усрава илтĕмĕр. Ĕçчен те ырă кăмăллăскер хăй тĕллĕн пурнăç çулĕ çине тăрасшăн. Тăлăхсен çуртĕнче ӳснĕ чухнех вăл Гальăна сăнанă. Кăмăлласа пăрахнă. Çитĕннĕ хĕрĕн адресне те шыраса тупнă…
Сăмах хĕре çурасасси пирки хускалать.
- Икĕ тăлăха пĕр-пĕрне килĕштереççĕ пулсан кансĕрлер мар, пĕрле пулччăр, телей сунар, - тесе пĕр-пĕрне алă парсах килĕшеççĕ. Чаплă туй туса ирттереççĕ.
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 972, Хаçат: 45 (1241), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: