Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕвĕл чĕкеç чĕлхипе,
Анне панă чĕлхепе
Калаçар-ха тĕнчипе —
Уççăн сасă кăларса,
Куçран пăхса савăнса,
Алла-аллăн тытăнса.
 
Анчах ыйту çуралать;
Мĕншĕн эпир хамăрла
Калаçмастпăр тăрăшса?
Тĕлсĕр-мелсĕр куçарса,
Вырăн шайне пăхмасăр
Шав пуплетпĕр вырăсла.
 
Атте-анне килĕнче,
Кӳршĕ-аршă умĕнче,
Ял-йышпала урамра
Вăтанмастпăр калаçма
Куçкĕретĕн култарса,
Ют чĕлхепе мухтанса.
Пăрăнмĕç-и сутăнчăкран?
 
Атьăр çавна манар мар,
Килĕштерсе пурăнар.
Куç пек чĕлхене упрар,
Чăвашла пĕлсе калаçар.
Икĕ чăваш хушшинче
Ан пултăр тĕнче инçе.
 
: 796, Хаçат: 45 (1241), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: