Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăçал чăваш писателĕсен пĕрлĕхне туса хунăранпа 90 çул çитрĕ. Ăна 1923 çулта Чăваш кĕнеке издательствин тата «Канаш» хаçат ĕçченĕсем тăрăшнипе йĕркеленĕ, «Чăваш писателĕсен тата журналисчĕсен союзĕ» тесе ят панă. Уставне июлĕн 1-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Йĕркелӳçисен хушшинче Н.Золотов, Н.Патман, Н.Шупуççынни, Хумма Çеменĕ, С.Лашман тата ыттисем пулнă.
1934 çулта ку пĕрлĕх никĕсĕ çинче Чăваш АССР Писательсен союзне туса хураççĕ. 1991 çулта ку союз икке пайланчĕ: Чăваш Республикин Писательсен союзĕ тата Чăваш писателĕсен союзĕ. 2001 çулхи кĕркунне Чăваш Республикин Писательсен союзĕ тата икĕ пая пайланчĕ: Чăваш Ен Писательсен "Хурăнташ" союзĕ тата Чăваш Республикин Профессилле писательсен союзĕ.
Ноябрĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти Наци библиотекенче чăваш çыравçисен пĕрлĕхне туса хунăранпа 90 çул çитнĕ ятпа савăнăçлă пуху иртет. Унта мĕнпур çыравçăсене тата литературăна юратакансене чĕнетпĕр. 10 сехетре пуçланать.
 
: 837, Хаçат: 45 (1241), Категори: пeлсе тaма

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: