Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Федераллă экспертсем облаçри социаллă апатлану саккунĕн проектне пысăк хак панă.
Ку документа Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хушăвĕпе хатĕрленĕ. Социаллă апатлану ача сачĕсенче, шкулсенче, кану лагерĕсемпе сиплев учрежденийĕсенче апатлантарассипе çыхăннă.
-Хальхи вăхăтра федераллă шайра социаллă апатлану тытăмне право акчĕсемпе йĕркелемен. Сăлтавĕ – Раççейре кун пек тивĕçтерӳсен стандартне çирĕплетменни. Мускав, Санкт-Петербург хулисемпе Мордови Республикинче кăна социаллă апатлану проекчĕн саккунне хатĕрленĕ. Халĕ ăна Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачĕсем те йышăнса çирĕплетме пултараççĕ.
Ульяновск область правительствин председателĕн çумĕ, ял тата вăрман хуçалăхĕсен министрĕ Александр Чепухин сăмахĕпе, Раççей пĕтĕм тĕнчери суту-илӳ организацине кĕнĕренпе «О социальном питании» саккуна пурнăçа кĕртни ял хуçалăх продукчĕсене туса кăларакансене пулăшма пултарать. Социаллă учрежденисене апат-çимĕçпе вырăнти хуçалăхсен тивĕçтерме май пур.
Çĕнĕ конкурс
Ульяновск облаçĕнче чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса раштавăн 16-мĕшĕччен «Лучший специалист по охране труда» конкурс иртет.
Регионăн ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев пĕлтернĕ тăрăх, конкурс ĕçпе тивĕçтерекенсен ĕçĕ-хĕлне хастарлатма пулăшĕ.
Унта хутшăнма ĕç сыхлавĕн уйрăмĕн пуçлăхĕсем 2012 çулхи ĕç-хĕл пĕтĕмлетĕвĕсене кăтартса çыру çырмалла.
Конкурс икĕ тапхăра пайланать: раштавăн 5-мĕшĕнче ятарлă ыйтусене хуравламалла; раштавăн 9-мĕшĕнче конкурсантсем ĕç сыхлавĕпе çыхăннă вăйăсенче пултарулăхне кăтартмалла.
Раштавăн 16-мĕшĕ – пĕтĕмлетӳсен кунĕ. Çĕнтерӳçĕсене ĕçпе социаллă аталану министерствин Хисеп хучĕсемпе тата премийĕсемпе тивĕçтерĕç.
Материалсене чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕччен Кузнецов урамĕнче вырнаçнă 5-а çуртри 9-мĕш пӳлĕме илсе çитермелле (телефон: (8422) 41-72-04).
Тĕплĕнрех http://sobеs73.ru/indеx.php?i=649 сайта кĕрсе пĕлме пулать.
Сăнав камерисем вырнаçтараççĕ
Иртнĕ эрнере вĕсене Богдан Хмельницкий урамĕнчи 18-мĕш тата Караганов урамĕнчи 4-мĕш çуртсен картишĕсене сăнаса тăма лартнă.
Паяна курăнакан сăнав тытăмне 12 тĕлте йĕркеленĕ. 2013 çул вĕçлениччен Гай проспектĕнчи 47-мĕш, Гоголь урамĕнчи 10-мĕш, Карбышев урамĕнчи 32-мĕш, Суров проспектĕнчи 20, 22, 23-мĕш, Аслă вăрçăра çĕнтернĕренпе 40 çул çитнĕ ячĕллĕ 10-мĕш çуртсен картишĕсене сăнаса тăмалли камерăсем вырнаçтармалла.
Ульяновск хули пуçлăхĕ Марина Беспалова пуçарăвĕпе кăçал «Безопасный город» проект пурнăçланать.
Хула пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Пётр Столяров ку проекта: «Курăнакан сăнав камерисем вырнаçтарни нумай хутлă çуртсенче пурăнакансене ачисене урамра вылянине, картишĕнчи хăтлăха, автомобильсем лартакан вырăнсене тĕрĕслесе тăма, йĕркене пăсакансене вăхăтра тăрă шыв çине кăларма май парать», - тесе хак парать.
 
: 981, Хаçат: 46 (1242), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: